Юрӑ-кӗвӗ ҫынсен кӑмӑлне ҫӗклерӗ

Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ «Тӑван ҫӗре эпир мухтатпӑр» смотр-конкурс малалла пырать. Мартӑн 13-мӗшӗнче Асанкасси территори уйрӑмӗ сӑмах илчӗ. Вырӑнти культура ӗҫченӗсем, юрра-ташша ӑста ял ҫыннисем ҫак куна чылай малтан хатӗрленме пуҫланӑ.

Сакӑр теҫетке ҫул ытла ҫул хушшинче район, ҫавӑн пекех Асанкасси ялӗ те чылай енчен улшӑннӑ. Йывӑҫран тунӑ ҫуртсем вырӑнне кирпӗчрен купаланисем йышӑннӑ, ҫынсен йӑла условийӗсем те чылай лайӑхланнӑ. Куллен усӑ куракан ӗҫ хатӗрӗсемпе кил-ҫуртри япаласем те улшӑннӑ. Ҫавӑнпах та пулӗ авалхи япаласен выставки умӗнче чылайӑшӗ нумайччен чарӑнса тӑчӗ.  Ӗлӗкхи сӑнӳкерчӗксенчен йӗркеленӗ  стенд иртнӗ кунсем ҫинчен аса илтерчӗ. Кӑҫал Раҫҫейре Ҫемье, Чӑваш Республикинче экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗсем пулнӑ май  вӗсемпе ҫыхӑнтарнӑ куравсем те йӗркеленӗ.

Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗ Н.Н.Карпов пуҫтарӑннисене ял историйӗпе паллаштарчӗ, юлашки ҫулсенче тирпей-илем, хӑтлӑх кӗртес енӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Пуҫаруллӑ проектсем пулӑшнипе ялта чылай ӗҫ тума май килнӗ. Халӑха хӑйсем пурӑнакан вырӑн хитрелӗхӗшӗн тӑрӑшнӑшӑн тав турӗ.

Культура ӗҫченӗсем ял ҫыннисемпе пӗрле пысӑк концерт хатӗрленӗ. Ӑна  пысӑк хор «Асанкасси» юрӑпа (сӑвви П.Ялгирӗн, кӗвви вырӑнти композиторӑн И.Портновӑн) уҫрӗ. Асанкасси вӑтам шкулӗнчи вӗренекенсемпе вӗрентекенсен, «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗн номерӗсене куракансем хапӑлласах йышӑнчӗҫ. Уйрӑм юрӑҫсем Николай Маргиданов, Елена Маштанова, Венера Николаева хаваслӑ юрӑсем парнелерӗҫ. Асанкасси ялӗ ӑста хуткупӑҫсемпе пуян пулнине Николай Карпов, Николай Маргиданов, Вячеслав Николаев, Клим Салаев, Александр Копташкин, Николай Портнов, Геннадий Белов сцена ҫине тухса ҫирӗплетрӗҫ. Савӑнӑҫлӑ юрӑ-кӗвӗ Асанкасси культура ҫуртӗнче чылайччен янрарӗ, ҫынсен кӑмӑл-туйӑмне ҫӗклерӗ.

Концертра тӗрлӗ жанрлӑ номерсем чылай пулчӗҫ. Вырӑнти юрӑ-ташӑ ӑстисене залра лӑк тулли пуҫтарӑннӑ халӑх алӑ ҫупса  тав турӗ.

Округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Н.А.Комиссарова 60 ҫул мӑшӑрлӑ пурӑнакан Мираида Евсеевнӑпа Николай Иванович Чижиковсене медальпе наградӑларӗ. Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗ Н.Н.Карпов концерта хастар хутшӑннӑ Беловсен, Салаевсен ҫемйисене тав хучӗсем парса чысларӗ.

Ираида Карпова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *