Ҫие юлнӑ хӗрарӑм яланах хавхаланупа пурӑнать. Пӗчӗккипе тӗл пулассине кӗтсе вӑл мӗн туянмаллине, хатӗрлемеллине, тумаллине шутлать. Уйрӑмах ҫак ӑнтӑлу иккӗмӗш триместртан аталанма пуҫлать, ку вӑхӑт тӗлне токсикоз иртсе кайнӑ, ультрасасӑ диагностики туса тӗпренчӗкне курнӑ, тен, хӗр е ывӑл пулассине те пӗлнӗ. Чӗпӗ тухнӑ вӑхӑта кайӑк йӑва ҫавӑрнӑ пек, пулас амӑшӗ те тӗпренчӗкӗ ҫут тӗнчене килнӗ тӗле йӑлтах хатӗрлеме тӑрӑшать. Декретра пушӑ вӑхӑт та ытларах, ҫавӑнпа хӗрарӑмӑн хӑйӗн аллипе мӗн те пулин тӑвас туртӑм ҫуралать.
Алӑ ӗҫӗ тунин усси самаях пысӑк. Вӑл сывлӑхпа кӑмӑл-туйӑм ҫине лайӑх витӗм кӳрет, пуҫ мимин ӗҫне лайӑхлатать, астӑвӑма, алӑ моторикине аталантарать, пӗр евӗрлӗ хусканусем кӑмӑл пӑтраннине ирттереҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра япаласем хаклине шута илсен, ача валли кофта, пинетка ҫыхса, кӗпе ҫӗлесе перекетлеме те пулать-ҫке. Ҫак ӗҫсене хӑнӑхсан, ачапа ларнӑ вӑхӑтра теприсем хӑйсем тунӑ япаласене сутса пӗчӗк бизнес йӗркелесе яни те пулать. ,лӗк-авал хӗрарӑмсем пур ӗҫе те хӑйсем тунӑ, хамӑр ӑсталанӑ япаласем темрен те хаклӑ, ку вӑл — астӑвӑм, ҫемье пуянлӑхӗ.
Алӑ ӗҫӗ сире сиен мар, усӑ кӳтӗр тесен темиҫе сӗнӳ парас килет. Сехечӗ-сехечӗпе ан ларӑр, уҫӑлса ҫӳреме тухӑр. Ӗҫленӗ чух пӗр позӑра, уйрӑмах ура ҫине ура хурса, нумай ан ларӑр. Урасене усса мар, ҫӳлерех ҫӗклесе ларсан аван. Хырӑм ҫине ан пусӑр. Вӑйлӑ шӑршӑллӑ лаксемпе, сӑрӑсемпе ан ӗҫлӗр. Йӗпсемпе тата ҫӗҫӗ-хачӑпа асӑрхануллӑ пулӑр. Материалсем суйланӑ чухне вӗсем ҫие юлнисемшӗн хӑрушӑ мар-и тесе интересленӗр. Уйрӑм ҫуртра пурӑнатӑр пулсан, ҫулла пахчара хӑвӑра валли хӑтлӑ, юратнӑ кӗтес тӑвӑр.
Пулас аннесем мӗнпе ытларах кӑсӑкланаҫҫӗ-ха? Ытларах вӗсем калпаксем, пинеткӑсем, пӗчӗк пледсем, теттесем ҫыхаҫҫӗ. Ҫак ӗҫе вӗренес тесен интернетра тем тӗрлӗ мастер-класс та пур. Тӗрлесси те питӗ кӑсӑклӑ, эстетика киленӗвӗ кӳрет. Ытларах картинкӑсем, ача валли метрика, турӑшсем, тӗне кӗртнӗ чухне тӑхӑнтартмалли кӗпе тӗрлеҫҫӗ.
Ҫӗвӗ ӗҫне вӗренни те питӗ кирлӗ. Малтанах хӑнӑхмалла кипке, распашонка ҫӗлеме пулать, кайран кӑткӑсрах япаласем ҫине те куҫма юрать. Пӗр-пӗр экспресс-курсра та вӗренме ӗлкӗретӗр. Чӑннипе, камӑн чунӗ мӗн патне туртать, ҫавӑнпа ӗҫлеме пулать: ӳкерме, тӑмран, чустаран кӗлеткесем ӑсталама, скрапбукинга алла илсе пӗчӗк ача валли дневник тума тата ытти те.
Ҫавӑн пекех ҫие юлнисем валли халӗ анлӑ сарӑлнӑ арт-терапи пур, вӑл амӑшӗ искусствӑна, музыкӑна, поэзие ӑша хывни, творчествӑпа аппаланни урлӑ ачана витӗм кӳмелли меслетсем ҫинче никӗсленнӗ. Ахальтен мар пулас амӑшӗсене илемлине курма, ҫутҫанталӑка, искусство произведенийӗсене пӑхса савӑнма сӗнеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне, кун пек ушкӑнсенче хӗрарӑмсене пӗр-пӗринпе хутшӑнма, калаҫма та ансат. Ҫие юлни — пулас аннешӗн питӗ тухӑҫлӑ вӑхӑт. Ҫак 9 уйӑха хӑвӑрпа хӑвӑр килӗштерсе, варти ачапа ӑс-хакӑл ҫыхӑнӑвӗнче пулса усӑллӑ ирттерӗр. «Йывӑр ҫын хӗрарӑмсен ҫыхма юрамасть, ачи кӑвапипе ҫыхланать» текен тата ытти тӗшмӗше ан итлӗр.
Алӑ ӗҫӗ туни пулас амӑшӗн тата тӗпренчӗкӗн сывлӑхӗ ҫине нимле япӑх витӗм те кӳмест. Юратнӑ ӗҫпе кӑмӑлтан аппаланӑр, анчах нумайшар вӑхӑт ан ларӑр, ачашӑн эсир уҫӑ сывлӑшра пулни тата ҫителӗклӗ ҫывӑрни аванрах.
Анна КОЗЛОВА,
акушер-гинеколог.