2024 ҫулхи мартӑн 13—24-мӗшӗсенче Чӑваш Енре наркотика хирӗҫле «Вилӗм ӑҫта сутнине пӗлтер» акцин I тапхӑрӗ иртет. Унӑн тӗллевӗ — общественноҫа наркотиксен саккунсӑр ҫаврӑнӑшне хирӗҫ тӑма явӑҫтарасси, профилактика ӗҫӗсем ирттересси, оперативлӑ пӗлтерӗшлӗ хыпар пухасси тата тӗрӗслесси, наркотик тыткӑнне ҫакланнӑ ҫынсене сиплес тата реабилитацилес ыйтусемпе квалификациллӗ пулӑшу, консультаци парасси.
Акци шайӗнче ҫул ҫитменнисемпе ҫамрӑксем йышлӑ пухӑнакан вырӑнсене тӗрӗслӗҫ. Наркотик хатӗрӗсен саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗпе ҫыхӑннӑ преступленисене уҫса парас, ҫамрӑксене ҫак ӗҫе явӑҫтаракан ҫитӗннӗ ҫынсене тупса палӑртас тата уголовлӑ явап тыттарас тӗлӗшпе тимлӗҫ.
Наркотикпа усӑ куракансем, сутакансем ҫинчен пӗлетӗр пулсан ҫакӑн пирки ятарлӑ службӑна хыпарлама ыйтатпӑр. Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен тӗп управленийӗн «шанӑҫ» телефонне аса илтеретпӗр: 8(8352) 58-33-33.
Информацие анонимлӑ пӗлтерме пулать. Наркоманирен сипленес ыйтупа Чӑваш Ен Сывлӑх министерствин наркологи службин 8(8352) 58-03-84 телефонӗпе талӑкӗпех консультаци илме пулать.