Округ татах та пуянлантӑр, хӑтлӑлантӑр

Февралӗн 21-мӗшӗнче Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче округӑн 2023 ҫулхи ӗҫӗсене пӗтӗмлетнӗ. Пуху ӗҫне ЧР Физкультурӑпа спорт министрӗ В.В.Петров, ЧР Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Д.В.Бельцов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ П.С.Краснов, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертӳҫисем хутшӑннӑ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин округӑн иртнӗ ҫулхи социаллӑ-экономикӑлла кӑтартӑвӗсемпе паллаштарнӑ:

— Ҫулталӑк вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлететпӗр, малашнехи тӗллевсене палӑртатпӑр. 2023 ҫул историе кӗрсе юлса вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен, ӗҫ тӑвакан тата суйлавлӑ влаҫӑн, бизнес пӗрлӗхӗн, ӗҫ коллективӗсен, общественноҫӑн  пӗрлехи ӗҫне кӑтартса пачӗ.

Эпир ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсемпе, вӗсен хӑюлӑхӗпе, паттӑрлӑхӗпе, ҫӗршывшӑн кӑткӑс вӑхӑтра  ӑна малти линире хӳтӗлеме хутшӑннипе уйрӑмах мухтанма пултаратпӑр. Вӗсем хӑйсен тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫлаҫҫӗ. Ентешсене округра пурӑнакансем тӗрлӗ енлӗ пулӑшу параҫҫӗ: маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, окоп ҫуртисем тӑваҫҫӗ, салтаксене кирлӗ япаласем пуҫтарса ӑсатаҫҫӗ…

Вӗсен ҫывӑх  тӑванӗсене, мӑшӑрӗсене, ашшӗ-амӑшне, ачисене эпир кунта манмастпӑр,  тӑтӑшах тӗл пулса мӗн май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшатпӑр.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса пуҫ хунӑ салтаксен ячӗсене ӗмӗр-ӗмӗр асра тытмалла.  К.Антонов микрорайонӗнчи Г.Павлов ҫуралса ӳснӗ  15-мӗш ҫурт фасачӗ ҫине ун сӑнне ӳкернӗ. Округри 6 вӗрентӳ учрежденийӗнче «Паттӑрсен партти» уҫнӑ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси малалла пырать.

Муниципаллӑ округ территорийӗнче социаллӑ, финанс тата инвестици политикипе ҫыхӑннӑ тӗп инструмент бюджет пулса тӑрать. 2023 ҫулта бюджетӑн тупӑш пайӗ 58,9 миллион тенкӗ ӳснӗ, 860 миллион тенке ҫитнӗ.Ҫав шутран 161 миллионӗ налуксенчен пуҫтарӑннӑ. Бюджет укҫи-тенкипе тӗпрен илсен социаллӑ ыйтусене татса пама усӑ курнӑ. Вӗрентӳ ҫине 447 миллион тенкӗ, культурӑна аталантарма  91,6 миллион тенкӗ янӑ.

Иртнӗ ҫул строительство отраслӗнче 172,5 миллион тенкӗ-пе усӑ курнӑ. Вӑл шутран 40,6 миллионӗ ҫул-йӗр хуҫалӑхне, 42,6 миллион тенкӗ пурӑнмалли ҫурт-йӗре тата коммуналлӑ хуҫалӑха, 41,4 миллион тенкӗ пуҫаруллӑ проектсене пурнӑҫлама, 11,9 миллион тенкӗ территорисене тирпей-илем кӗртме, 6,3 миллион тенкӗ ял территорийӗсене комлекслӑ аталантарма, 29,7 миллион тенки граждансен пурӑнмалли условийӗсене лайӑхлатма кайнӑ.

Пӗлтӗр «Комплекслӑ компактлӑ ҫурт-йӗр тӑвасси» проектпа Урмаелӗнчи Пионерская тата Северная урамсенче электричество тата газ кӗртес енӗпе 6,3 миллион тенкӗлӗх ӗҫ пурнӑҫланӑ. Округра уйрӑм ҫынсем, юридици сӑпатӗнче тӑракансем, предпринимательсем укҫа-тенкӗ парса пулӑшнипе  пуҫаруллӑ 53 проекта ӗҫе кӗртнӗ. Кӑҫал ку енӗпе 24 проект пурнӑҫлама палӑртнӑ.

«Хӑтлӑ хула хутлӑхӗ» программӑпа 2023 ҫулта икӗ проектпа, Комсомольски ялӗн тӗп пайне тата К.Антонов микрорайонӗнчи картишсем территорине тирпей-илем кӗртессипе, ӗҫленӗ. Кӑҫал та ку енӗпе тӑрӑшӑпӑр, Комсомольскинчи Канашская урама хӑтлӑх кӗртес ӗҫсем пулӗҫ. Унсӑр пуҫне Заводская тата Куйбышев урамӗсенчи нумай хутлӑ хваттерсен ҫывӑхӗнчи картишсенче тирпей-илем кӗртме палӑртнӑ.

Округӑн проритетлӑ  тӗллевӗ яланах ҫынсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатасси пулса тӑрать. Иртнӗ ҫул строительство материалӗсен хакӗсем хӑвӑрт ӳссе кайнине пӑхмасӑр  вунӑ пин ытла тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр хута янӑ. «Пурӑнмалли ҫурт-йӗр» наци проекчӗпе 6 ҫамрӑк ҫемье, тӑлӑх 2 ача, ялта ӗҫлесе пурӑнакан 3 ҫемье, нумай ачаллӑ  5 ҫемье ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма пулӑшу илнӗ.  Кӑҫал тата 16 ҫемьене пулӑшма тӗллев лартнӑ.

Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ хуҫалӑх куллен тимлӗх ыйтать. Чи ҫивӗч тӑракан ыйту — Комсомольскинче  тасатмалли сооружени тӑвасси, водопроводсене реконструкцилесе шыв тасатмалли станци лартасси. Иртнӗ ҫул проект документацине хатӗрлесе ҫитернӗ, экспертиза витӗр тухнӑ.  Ку обьектӑн смета хакӗ 650 миллион тенкӗ ытла. Пурӑнмалли ҫурт-йӗре тата коммуналлӑ хуҫалӑха модернизацилес программӑпа  42,6 миллион тенкӗлӗх ӗҫ пурнӑҫланӑ. Чӗчкен ял урамӗсене шыв илсе ҫитернӗ, Аслӑ Чурачӑкра шыв башнине юсанӑ. Кӑҫал Киров поселокӗнче, Урмаел тата Тукай Мишер ялӗсенче 3 шыв башнине юсамалла.

Пӗлтӗр ҫул-йӗре пӑхса тӑрас енӗпе те ӗҫсем пурнӑҫланӑ. Юнтапа, Шурут-Нурӑс, Комсомольски ялӗсене ҫитерекен ҫулсене 6,1 километр юсанӑ,  урамсенчи 3,7 километр ҫула вак чул сарса хытарнӑ. Кӑҫал Кивӗ Сӗнтӗр, Асанкасси, Тукай Мишер ялӗсене ҫитекен ҫулсене пурӗ 7,7 километр чухлӗ юсама палӑртнӑ.

2023 ҫулта Хирти Мӑнтӑрти плотинана юсас енӗпе проект хатӗрлесе ҫитернӗ, халӗ вӑл патшалӑх экспертизинче. Кӑҫал Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи плотинана юсама проект хатӗрлемелле.

Округри халӑхӑн пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ та савӑнӑҫлӑ ирттерес енӗпе культура ӗҫченӗсем хастар  тӑрӑшаҫҫӗ. «Пушкин картти» программа ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Унпа усӑ курса 5429 ҫын тӗрлӗ мероприятине ҫитсе курнӑ. Ку кӑтартупа эпир республикӑра малта пыракан пилӗк округ йышне кӗнӗ. «Культура» наци проекчӗпе иртнӗ ҫул Нӗркеҫри культура ҫуртне юсанӑ, Кироври клуб-музейӑн пурлӑх никӗсне ҫирӗплетнӗ. Пӗлтӗр Ҫӗнӗ Кипеҫри культура ҫурчӗ, Александровкӑри библиотека  республикӑри конкурссенче ҫӗнтерчӗҫ, пурлӑх базине ҫирӗплетме 150 пин тенкӗ ҫӗнсе илчӗҫ. Кӑҫал Комсомольски районӗ 85 ҫул тултарнине, Раҫҫейре Ҫемье, Чӑваш Енре Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗсене халалласа чылай мероприяти иртӗ. Ҫавӑн пекех Кӗҫӗн Ҫӗрпӳ-ел, Элпуҫ ял культура ҫурчӗсене тӗпрен, Хырхӗрри культура ҫуртне юсамалла. Округ центрӗнче  культура ҫуртне тумалли те шухӑшлаттарать.

Малашне округра туризма аталантарас енӗпе те ӗҫлемелле. Хальлӗхе тӗп библиотека, музей тата Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ пӗрле хатӗрленӗ «Православное кольцо» проект ҫамрӑксене тухса ҫӳресе тӑван тӑрӑхпа паллашма, пӗлӗвне, тавракурӑмне ӳстерме пулӑшать.

Пирӗн округри вӗрентӳ учрежденийӗсем ачасене тарӑн пӗлӳ парас, тӗрлӗ енлӗн аталантарас енӗпе чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ. Юлашки тӑватӑ ҫулта  «Точка  роста» профильпе ӗҫлекен 12 шкулта пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетме пултарнӑ. Кӑҫал тата икӗ шкулта ҫавӑн пек точкӑсем уҫма палӑртнӑ.

Вӗрентекенсен кадрӗсем енӗпе лару-тӑрӑва лайӑхлатма «Земский учитель» патшалӑх программи пулӑшать. Пӗлтӗр унпа килӗшӳллӗн пӗр учитель ӗҫлеме килчӗ, кӑҫал тепӗр вӗрентекен хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Аслӑ шкулсен студенчӗсем те 4-мӗш курс хыҫҫӑн шкулта ачасене вӗрентме пултараҫҫӗ. Кӑҫал ку мелпе Тукай Мишер, Комсомольски 1-мӗш тата 2-мӗш вӑтам шкулӗсем усӑ курчӗҫ. Иртнӗ ҫул шкултан вӗренсе тухнӑ 141 ҫамрӑк тӗрлӗ вӗренӳ заведенийӗнче пӗлӗвне малалла тӑсать, вӗсенчен 107-шӗ — аслӑ шкулсенче. Халӗ эпир ҫамрӑксене тӗллевлӗ вӗренме ярас тӗлӗшпе ӗҫлетпӗр. Пӗлтӗр ҫак майпа 4 ҫамрӑк усӑ курчӗ. Тӗллевлӗ майпа вӗренме каякансене пулӑшма уйӑхсерен 2 пин тенкӗ стипенди тӳлесе тӑма йышӑннӑ. Пирӗн округри шкулсенче вӗренекенсем лайӑх пӗлӳпе палӑраҫҫӗ. Иртнӗ ҫул 18 ача вӗренӳ ҫулне медальсемпе вӗҫлерӗ. Республика, Раҫҫей шайӗнчи олимпиадӑсемпе конкурссене, фестивальсене хутшӑнса лайӑх кӑтартусемпе палӑракан та чылай. Ачасене шкула илсе ҫӳрес енӗпе 33 маршрутпа 14 автобус тӑрӑшать. Кӑҫалхи ҫул пуҫланас умӗн тата  ҫӗнӗ 3 автобус пачӗҫ. пур шкулта та ачасене вӗри апатпа тивӗҫтереҫҫӗ.

Ӳсекен ӑрӑва патриотизмла воспитани парас тӗлӗшпе кадет юхӑмӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Ун пек пӗрремӗш класс уҫӑлнӑранпа 7 ҫул ҫитрӗ. Халӗ Комсомольски 1-мӗш тата 2-мӗш вӑтам шкулӗсенчи 10 кадет класӗнче 228 ача пӗлӳ илет. Вӗсем республика шайӗнчи чылай мероприятие хутшӑнса малти вырӑнсене ҫӗнсе илеҫҫӗ. Округра волонтер юхӑмне чӑмӑртанакансем та чылай. Пӗтӗм Раҫҫейри ҫарпа патриотизмӑн «Юнармия» юхӑмне 12 шкулти 214 ача хастар хутшӑнать. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ «Самбо в школе» проекта республикӑра уҫакансен йышӗнче пулчӗ.

ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пулӑшнипе республикӑра ачасен агролабораторийӗсем ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Пирӗн округра та «Радуга», «Рябинушка», «Лейсан» ача сачӗсем ҫумӗнче агролабораторисем уҫӑлчӗҫ.

Округра пурӑнакансем иртнӗ ҫул «Аслисем — ачасене» ыркӑмӑллӑх акцине хастар хутшӑнчӗҫ. Пуҫтарӑннӑ укҫа-тенкӗпе 4 шкулти 26 ҫамрӑк армеец валли ятарлӑ тумтир туянса панӑ.

Спорт — сывлӑх ҫӑлкуҫӗ, тетпӗр. Ҫынсене сывлӑхне  ҫирӗплетме округра майсем ҫителӗклӗ. Комсомольскинче ачасемпе ҫамрӑксен «Кӗтне» спорт шкулӗ, физкультурӑпа спорт комплексӗпе пӗрлех шкулсенчи спортзалсем,  хоккейӑн 8 коробки. Волейбол площадкисемпе футбол уйӗсем спорта юратакансене кӗтеҫҫӗ. ГТО нормативне тултарас енӗпе пирӗн округ республикӑра малтисен ретӗнче. Иртнӗ ҫул Комсомольскинче «Кӗтне» ФСК стадионӗнче футбол уйӗ хута кайрӗ, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи спортзала юсанӑ, ГТО нормативӗсене тултарма хатӗрлекен спорт площадки хута кайнӑ. Кӑҫалхи февраль уйӑхӗнчен «Кӗтне» спорт шкулӗ ҫумӗнче «Кӗрешӳ» хушма ушкӑн ӗҫлеме пуҫларӗ.

«Сывлӑх сыхлавӗн пуҫламӑш звенине модернизацилесси ҫинчен» Чӑваш Республикин регионти проекчӗпе 2023 ҫулта Ҫӗнӗ Сӗнтӗр тата Тутар Шурут ялӗсенче фельдшерпа акушер пункчӗсен ҫӗнӗ ҫурчӗсене уҫнӑ. Кӑҫал тӗп больницӑн ача-пӑча уйрӑмӗнче юсав ӗҫӗсем ирттермелле. Больница ҫамрӑк специалистсем хатӗрлес тӗллевпе кашни ҫулах абитуриентсемпе килӗшӳсем тӑвать. Хальхи вӑхӑтра аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче тӗллевлӗ майпа 19 студент пӗлӳ илет.

Ял хуҫалӑхӗ  округӑн  тӗп отраслӗ шутланать. Иртнӗ ҫул ял хуҫалӑх предприятийӗсем 37947 тонна тырӑ туса илнӗ. Вӑтам тухӑҫ кашни гектар пуҫне 29,1 центнерпа танлашнӑ. Ҫӗрулми кашни гектар пуҫне 305,7 центнер, пахча-ҫимӗҫ 513,5 центнер пуҫтарса кӗртнӗ. Пӗлтӗр 3460 гектар кӗр тыррисем акса хӑварнӑ.

 2023 ҫулта виҫӗмҫулхинчен 7 процент ытларах аш-какай (2843 тонна), 8 процент нумайрах сӗт (29570 тонна) туса илнӗ. Ӳсен-тӑран тата выльӑх-чӗрлӗх отраслӗсене аталантарма патшалӑх та пулӑшу пама тӑрӑшать. Пирӗн округ сухалакан 1 гектар ҫӗр пуҫне 8 пин те 124 тенкӗлӗх патшалӑх пулӑшӑвне илнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен патшалӑх пирӗн округри ял хуҫалӑх предприятийӗсене  пӗлтӗр 263,8 миллион тенкӗлӗх пулӑшу уйӑрнӑ.

Йывӑрлӑхсем  пулсан та хуҫалӑхсем машинӑпа трактор паркне ҫӗнетсе пыма тӑрӑшаҫҫӗ, фермӑсенче те юсав ӗҫӗсем пурнӑҫлаҫҫӗ, мӗн пултарнӑ таран инвестици проекчӗсене те ӗҫе кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ.

2023 ҫулта пирӗн округра 23 миллион тенкӗлӗх инвестициллӗ 3 проект  ӗҫе кӗртнӗ. «Урожай» колхоз 500 тонны вырнаҫмалӑх тырӑ склачӗ, З.М. Сафиуллин ҫемье ферми  хута янӑ, И.И.Пахалов кормоцехпа ҫӗрулми  хранилищи реконструкциленӗ. Кӑҫал тата  3 производство объекчӗ ӗҫе кӗртме палӑртнӑ.

Ялта пурӑнакансем хушшинче хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекен статусне илекенсем те пур. Вӗсене патшалӑх ал-ура ҫавӑрса яма пулӑшма хатӗр.

Этем —  ҫутҫанталӑкӑн пӗр пайӗ. Ҫавӑнпа та хӑй пурӑнакан тавралӑх илемлӗ те таса пултӑр тесе тӑрӑшасси кашнин тивӗҫӗ. Кӑҫал Чӑваш Республикинче Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Сасӑлавпа округри ҫулталӑк символӗ тесе  «Тимоша» ҫӑлкуҫа палӑртнӑ.

Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗнче чылай ӗҫ туса ирттерме палӑртнӑ. Халӑха экологи пӗлӗвӗ парас енӗпе мероприятисем йӗркелемелле. Ялсене ешӗл сӑн кӗртес тӗлӗшпе тӑрӑшмалла. Экологи тӗпчевӗсем ирттермелле. Экологи енӗпе професси ӑсталӑхӗн конкурсӗсем пуҫарса ямалла. Пӗр сӑмахпа каласан, хамӑр пурӑнакан, ӗҫлекен, канакан тавралӑх таса та тирпейлӗ, илӗртӳллӗ пултӑр тесе тӑрӑшмалла.

Чи кирли — округ аталантӑр, хитрелентӗр тесен пурте пӗрле вӑй хуни. Кӑҫалхи юбилей ҫулӗнче пушшех те. Кашни хӑй ӗҫ вырӑнӗнче яваплӑха туйса ӗҫлесен, патшалӑх пулӑшӑвӗсемпе туллин усӑ курма майсем тупсан округ татах та пуянланӗ, хӑтлӑланӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *