Пятница, 18 октября

Пӗрле татса памалли ыйту яланах пур

Пӗтӗм республикӑри пекех, ноябрӗн 15-мӗшӗнче пирӗн округра та черетлӗ Информаци кунӗ иртрӗ. Информушкӑн пирваях округ администрацийӗнче ӗҫлекенсемпе, округ Пухӑвӗн депутачӗсемпе, территори уйрӑмӗсен начальникӗсемпе тӗл пулса калаҫрӗ. Унӑн йышӗнче округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Татьяна Рябинина, депутатсем пулчӗҫ.

Тӗлпулура республикӑра медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерессин пахалӑхне ӳстересси ҫинчен, патшалӑх тата муниципаллӑ пулӑшусен пӗрлехи порталӗн майӗсем пирки, муниципаллӑ округ территорийӗнче пурнӑҫланакан патшалӑх (муниципалитет) программисем ҫинчен сӳтсе яврӗҫ.

Кун йӗркине кӗртнӗ пӗрремӗш ыйтупа райбольницӑн тӗп тухтӑрӗ Инна Ефремова сӑмах илчӗ. Комсомольски округӗнче тӗп больницӑсӑр пуҫне врач амбулаторийӗсем 7, 24 фельдшерпа акушер пункчӗ, куҫса  ҫӳрекен 1 ФАП ӗҫлет. Медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне ӳстерес тӗллевпе 2023 ҫулта 5 микроскоп, ЭКГ аппарачӗ, стоматологи установки, ЭКГ тумалли тата юн пусӑмне виҫмели мониторсем туяннӑ.

Инна Ивановна пӗл-тернӗ тӑрӑх, тӗп больницӑра паянхи кун 48 тухтӑр, 204 вӑтам медицина персоналӗ тата 133 ытти ӗҫчен тӑрӑшать. Кадрсем ҫитменни палӑрать. Невролог, паллиативлӑ медицина пулӑшӑвӗн, ультрасасӑ диагностики тӑвакан, дерматовенеролог, куҫ тухтӑрӗ тата 4 терапевт ҫитмест. Медицина пулӑшӑвӗпе пахалӑхлӑ тивӗҫтерессине аванлатас тесе кадрсем хатӗрлес ӗҫ пырать, тӗллевлӗ вӗрентес енӗпе ҫамрӑксемпе килӗшӳсем тӑваҫҫӗ. Шурӑ халатлӑ ӗҫченсене яла килме хавхалантарас шутпа патшалӑхӑн «Земство тухтӑрӗ», «Земство фельдшерӗ» программисем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсемпе 24 врачпа 1 фельдшер усӑ курнӑ. Тухтӑрсен вӑтам ӗҫ укҫи 55312 тенкӗпе, вӑтам медперсоналӑн 26581 тенкӗпе танлашать.

Патшалӑх тата муниципаллӑ пулӑшусен пӗрлехи порталӗн майӗсем пирки информаци секторӗн специалист-эксперчӗ Сергей Киреев каласа пачӗ. Ҫак порталпа усӑ курса чӑннипех те нумай ыйтӑва килтен тухмасӑрах татса пама пулать. Тӗслӗхрен, ун урлӑ тӗп больницӑри пӗр-пӗр тухтӑр патне ҫырӑнма та ансат. Аслӑрах ҫулхисем вара «Ҫамрӑкраххисем ҫырӑнӗҫ-ха, пире вара унпа усӑ курма кӑткӑс», — теме пултарӗҫ. Пӑшӑрханма кирлӗ мар, округри кашни библиотекӑра, фельдшерпа акушер пунктӗнче сире ку енӗпе пулӑшма пултараҫҫӗ.

Администрацин финанс пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Зульфия Айнетдинова Чӑваш Ен территорийӗнче тата округра пурнӑҫланакан патшалӑх (муниципалитет) программисем ҫинчен чарӑнса тӑчӗ. Пирӗн округра 23 программа ӗҫлет. Альфия Минзеферовна ҫавӑн пекех 2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен муниципалитет программисем управленин ҫӗнӗ тытӑмӗ ҫине куҫассине те пӗлтерчӗ.

Малалла информушкӑн Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялне ҫитсе ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пунктне тӑвас ӗҫ епле пынипе паллашрӗ. Ку ФАПа «Раҫҫей Федерацийӗнчи сывлӑх сыхлавӗн пӗрремӗш сыпӑкне модернизацилесси» регионти проект шайӗнче пурнӑҫлаҫҫӗ. «Каскад»  подряд организацийӗ строительство ӗҫӗсене вӗҫленӗпе пӗрех, пӗтӗм коммуникацине тунӑ, шалта ҫутӑ та хӑтлӑ, ӑшӑ. Ятарлӑ оборудованипе   сӗтел-пукан вырнаҫтарасси, ФАП патне илсе пыракан ҫула сарасси ҫеҫ юлнӑ. «Ку объекта тӑвассине малтан пӑхнинчен иртерех вӗҫлетпӗр, декабрьте вӑл пациентсене йышӑнма пуҫлӗ», — терӗ ӗҫ-хӗлпе паллаштарса Александровка территори уйрӑмӗн начальникӗ Любовь Полякова.

Комсомольски тӗп больницин коллективӗпе те тӗлпулу иртрӗ. Халӑхпа пӗрле кун йӗркинчи темӑсене кӑна мар, ял ҫыннисене кӑсӑклантаракан ытти ыйтусене те пӑхса тухрӗҫ. Вӗсен хушшинче ҫулсем тӑвасси, юсасси тата тытса тӑрасси, тирпей-илем пирки те калаҫу пулчӗ.

Любовь Шуряшкина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *