Четверг, 19 сентября

Чӑваш ҫамрӑкӗсем Раҫҫейӗн ҫӗнӗ регионӗсене пулӑшаҫҫӗ

Кашни уйӑхра «Ҫамрӑк гварди» хастарӗсем хӑйсен ирӗкӗпе Раҫҫейри ҫӗнӗ регионсене ыркӑмӑллӑх миссийӗпе каяҫҫӗ. Икӗ эрне хушшинче вӗсем вырӑнти ҫынсене, строительсене, больницӑсенче медиксемпе пациентсене пулӑшаҫҫӗ, гуманитари таварӗсем тата адреслӑ пулӑшу параҫҫӗ. Ҫӗнӗ регионсен территорийӗнчи гуманитари миссине Раҫҫейрен 2,5 пин ытла хастар хутшӑннӑ, ҫав шутра — Чӑваш Енрен те.

Октябрь уйӑхӗнче гуманитари миссийӗпе Донбаса виҫӗ ҫамрӑк гвардеец волонтерсен черетлӗ отрячӗн йышӗнче кайса килнӗ. Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнчи Алексей Ильиншӑн ку ҫулҫӳрев пӗрремӗш мар. Маларах вӑл Донецка волонтер пулса кайнӑ, ҫавӑнпа та икӗ эрне вырӑнне миссине уйӑхран ҫеҫ вӗҫленӗ.

«Мана унта аманнӑ салтаксене регистрацилеме, гуманитари таварӗсене пушатма, реанимацире тухтӑрсене пулӑшма тӳр килчӗ. Ытларах эпӗ операци блокӗнче санитар ӗҫӗсене пурнӑҫларӑм»,— каласа парать волонтер.

Александр Михайловпа Ульяна Рыбакова ҫамрӑк гвардеецсем — Шупашкарти медицина колледжӗн студенчӗсем, икӗ эрне ӗҫлесе гуманитари миссийӗнчен Раҫҫейӗн ҫӗнӗ регионӗсенчен таврӑннӑ. Волонтерсем Луганскпа Мариупольти госпитальсенче медицина ӗҫченӗсене пулӑшу панӑ, ҫавӑн пекех пенси фондӗнче те ӗҫленӗ — вырӑнти ҫынсене Раҫҫей докуменчӗсене йӗркелеме пулӑшнӑ.

«Пулас медиксем пулнӑ май, онкологи диспансерӗн пациенчӗсене операци пӳлӗмне тата каялла палатӑна турттарма пулӑшаттӑмӑр, ҫыхмалли материал хатӗрлеттӗмӗр, палатӑсене тасататтӑмӑр. Шкул умӗнхи ӗҫченӗн кунӗнче ача сачӗсем тӑрӑх ҫӳресе воспитательсене саламларӑмӑр, ачасене теттесем, пылак ҫимӗҫсем, кӗнекесем валеҫрӗмӗр» — ҫапла каласа панӑ Ульяна Рыбакова хӑйсен ҫулҫӳревӗ ҫинчен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *