Июнь уйӑхӗн 1-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун. Ӑна ҫулсеренех Раҫҫейре анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ, нумай-нумай мероприяти йӗркелесе ирттереҫҫӗ.
Ҫак кун Комсомольскинчи культурӑпа кану паркне тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Кунта «Должны смеяться дети» мероприяти иртрӗ. Ӑна муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ А.Н.Осипов уҫрӗ, пурне те уяв ячӗпе саламларӗ.
— Ачасем пире телей парнелеҫҫӗ, пурнӑҫа пӗлтерӗш кӳреҫҫӗ. Малашнехи шанӑҫпа ӗмӗтсем, ҫутӑ пуласлӑх вӗсемпе ҫыхӑннӑ. Кашни ача тимлӗхе, ҫитӗннисен юратӑвне туйни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ачасене аталанма, вӗренме, канма пур условисем те туса пама тӑрӑшатпӑр. Пурне те ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, телей, хӗвеллӗ ҫулла, хаваслӑ кулӑ тата усӑллӑ кану сунатӑп, — терӗ Александр Николаевич.
Уява ЧР вӗрентӳ министрӗ Д.А.Захаров, «Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗ» обществӑлла организацин председателӗ Н.А.Николаева, Пӗтӗм Раҫҫейри «Ачасене хӳтӗлекен фонд» обществӑпа патшалӑх организацийӗн регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Ю.М.Кислов килсе ҫитрӗҫ. Вӗсем пуҫтарӑннисене уяв ячӗпе саламланӑ май ҫӗршыв, республика шайӗнче ачасене хӳтӗлес, вӗсене тивӗҫлӗ аталанма пулӑшас тӗллевпе пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе паллаштарчӗҫ. Кӑҫал, республикӑра Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ пулнӑ май, мероприятисем йышлӑ йӗркеленине палӑртрӗҫ. Салам сӑмахӗсемпе округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева та тухса калаҫрӗ.
Нумай ачаллӑ ҫемьесене пурӑнмалли хваттерсем туянма е ҫӗнӗрен ҫуртсем тума пулӑшакан патшалӑх сертификачӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пачӗҫ.
Уява шкулта вӗренекенсем те, ача садне ҫӳрекенсем те хӑйсен уҫӑ сассисемпе илем кӳчӗҫ. Ачасем ташӑ картине тӑрса савӑнчӗҫ. Культурӑпа кану паркӗнче вырӑс, чӑваш, тутар юррисем чылайччен янраса тӑчӗҫ.
Ачасен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен округри уполномоченнӑй М.А.Илларионова «Россия» юрӑпа сцена ҫине тухса саламларӗ, патриотизм туйӑмне ҫӗклерӗ.
Июнӗн 1-мӗшӗнчен «Взрослые — детям» ыр кӑмӑллӑх проекчӗ старт илчӗ. Унта кашниех хутшӑнма пултарать. Кью-ар код урлӑ кӗрсе укҫа-тенкӗ куҫарма май пур. Пухӑннӑ укҫа йӑлтах ачасене валли кайӗ.
Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалласа округри вӗренӳ тата культура учрежденийӗсенче те савӑнӑҫлӑ мероприятисем чылай иртнӗ.
Ангелина Иноходцева.