Пятница, 18 октября

Малашне пурнăçламалли тĕллевсем пысăк

Малашне пурнăçламалли тĕллевсем пысăк

Районта кирлĕ япала тупса илме ансат. Лавккасемпе суту-илÿ çурчĕсенче темĕн тĕрлĕ тавар çителĕклех. Чылайăшĕ райпо магазинĕсенче туянма кăмăллать. Вăл çулран-çул аталанса пыни те куç кĕрет. Суту-илÿ точкисене паянхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтермелле реконструкцилеççĕ. Тавар ассортименчĕ пуян, суйлама, туянма çав тери меллĕ. Хуларинчен пĕрре те кая мар. Пурнăçпа тан утаççĕ, тавар туянакансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтереççĕ. Çакна ÿсĕмсемпе çитĕнÿсем çирĕплетеççĕ. Февралĕн 18-мĕшĕнче пайщиксен пухăвĕнче шăпах 2021 çулта пурнăçланă ĕç-хĕле тата кăçал пурнăçлама палăртнă плансене сÿтсе яврĕç. Райпо Совечĕн председателĕ Светлана Грачева пĕлтернĕ тăрăх, 2021 çула пĕтĕмĕшле аван кăтартупа вĕçленĕ. Палăртнă плансене пурнăçланă, магазинсене çĕнетнĕ, юсав ĕçĕсем тунă. Пĕлтĕр пĕтĕм тĕрлĕ ĕç кăтартăвĕ 8,5 процент ÿснĕ. Бюджета 30 млн тенкĕ налук хывнă.
— Эпир суту-илÿ, обществăлла апатлану, хатĕрлев, тĕрлĕ тавар туса кăларас, халăха пулăшу кÿрес енĕпе ĕçлетпĕр. Çав вăхăтрах тĕп вырăнта пирĕншĕн суту-илÿ тăрать. Район центрĕнче пирĕн тĕрлĕ таварсемпе: апат-çимĕçпе, строительство тата хуçалăхра кирлĕ таварсемпе, аш-какайпа, ял хуçалăх продукцийĕпе, запас пайсемпе сутă тăвакан магазинсем вырнаçнă. Унпа пĕрлех ялсенче те магазинсем ĕçлеççĕ, лавкка çук ялсене ятарлă автолавкка тухса çÿрет. Çакă — ялти çынсемшĕн çав тери меллĕ: — пĕлтерчĕ Светлана Николаевна.
Райпо ĕçченĕсен алă усса ларма вăхăт çук, самана таппине кура çĕнĕлĕхсене алла илме, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртме тăрăшмалла. Çавна май кăçал чылай суту-илÿ точкине юсаса çĕнетнĕ, çĕнĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтернĕ, çĕнĕ автомашинăсем туянма вăй çитернĕ. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр Асанкассинчи лаввкана çĕнетнĕ, унтах аптека пункчĕ уçнă, суту-илÿ магазинĕсемпе кафесем валли çĕнĕ йышши сивĕтмĕшсем туяннă, «Жемчужина» кафене юсаса çĕнетнĕ, «Хозтовары» магазина тĕпрен юсама тытăннă. Çак пĕтĕмпех районта пурăнакансен кăмăлне тивĕçтерес тĕллевпе пурнăçланăскерсем.
Юлашки çулсенче пандеми вăхăтĕнче пурăнатпăр пулин те райпо ĕçченĕсем ваккăн тавар сутассин çаврăнăшне 6,6 процент чухлĕ ÿстерме пултарнă. Çынсем пĕлтĕр ытларах тыр-пул, выльăх-чĕрлĕх апачĕ, строительство таварĕ, чечек тата парнесем, чашăк-тирĕк, алкогольсĕр продукци ытларах туяннă. Çав вăхăтрах вара пахча-çимĕç, чăх-чĕп, вăрлăх, çĕр сутасси чакнă.
Райпора тăрăшакансем шаннă ĕçе яланах вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама хăнăхнă. Çакă пĕтĕмпех çулталăк ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ чухне тÿрремĕнех курăнать. Вĕсем кулленхи ĕçре тăрăшулăхпа палăрнипе пĕрлех, республика, район шайĕнче йĕркелекен пĕр мероприятирен те юлмаççĕ. Конкурссене, фестивальсене хутшăнаççĕ, хăйсен паха опычĕпе паллаштараççĕ, унпа пĕрлех ыттисен опычĕ те вĕсемшĕн кирлĕ. Пĕлтĕр ĕçченсем «Гостеприимная Чувашия» конкурса çĕнтерме пултарнă. «Комбинат питания» ООО директорĕ М.Федотова «Чăвашпотребсоюзăн обществăлла апталанăвăн чи лайăх менеджерĕ» номинацире Диплома тивĕçнĕ. «Наци кухни» конкурсра та обществăлла апталану ĕçченĕсем 1-мĕш вырăна алăран вĕçертмен.
Райпо ĕç-хĕлне «Чувашпотребсоюз» правленийĕн председателĕ Людмила Абрамова пĕтĕмлетсе лайăх ĕçлесе пынине палăртса хăварчĕ.
— Сирĕн коллектив тăрăшуллă та маттур. Суту-илÿре хастар та пултаруллă ĕçченсем вăй хунине ÿсĕмсем çирĕплетеççĕ. Пысăк ÿсĕмсем хăйсем тĕллĕн пулмаççĕ, пĕтĕмпех çынсенчен, коллектив тăрăшулăхĕнчен, çирĕплĕхĕнчен килет. Ахальтен мар пур отрасльте те кăтартусем аван. Комсомольски райпо малашлăхĕ çутă та ÿсĕмлĕ пултăр! — терĕ Людмила Леонидовна.
Пĕрле пуçтарăннă самантра маттур та тăрăшуллă ĕçченсене: «Хлебозавод» ООО директорне Физикать Абитова, «Кĕтне» кафе заведующине Альмира Зариповăна, Людмила Сорокина, Людмила Кокшина, Раиса Буланкова ветерансене, райпо коллективне «Центрсоюз. 190 лет потребительской кооперации России» медальсемпе чысларĕç.
Специалистсем кăçал тата та вăйлăрах тăрăшмаллине аван пĕлеççĕ. Вĕсен тĕллевĕ — туянакансен кăмăлне тивĕçтересси, паха продукци сĕнесси. Çакăн пек чухне çеç малалла утма, аталанма май пулĕ.
Мария Илларионова, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
«Районта ăнăçлă ĕçлекен предприятисенчен пĕри — райпо. Вăл çынсене ĕçпе тивĕçтерет, кунта 221 çын вăй хурать, вырăнти бюджета 30 млн тенкĕ налук хываççĕ. Çак укçа-тенкĕпе ял тăрăхĕнчи нумай вырăна хăтлăлатма май килет те. Халăха пысăк пахалăхлă, тин туса кăларнă продукципе, куллен кирлĕ таварпа тивĕçтересси, паха апат-çимĕç хатĕрлесси сирĕншĕн малти вырăнта тăрать. Сирĕн коллектив районта пурăнакансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес тесе тăрăшать. Çакна пурнăçлама пурте пĕрле вăй хуни пĕлтерĕшлĕ: сутуçăсем, поварсем, кондитерсем, водительсем, бухгалтерсем… Паян чи кирли — ĕçе юратни, пĕр вырăнта тăманни, малалла ăнтăлни. Эсир малашне те аталанса пырăр, çĕнĕрен çĕнĕ çитĕнÿсем тăвăр!»
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *