Çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерес программăсемпе килĕшÿллĕн çак эрнере районта пурăнакан ачаллă çемьесене хваттер туянма е çурт-йĕр хăпартма свидетельствăсем парса чысларĕç. Карсуновсем, Жуковсем, Филипповсем, Ивановсем, Габдулловсем, Чумаровсем, Павловсем, Галимзяновсем социаллă тÿлеве илме ирĕк паракан свидетельствăсен телейлĕ хуçисем пулса тăчĕç.
«Çамрăк çемьесене çурт-йĕр туянма пулăшу кÿни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Свидетельствăсене алла илекенсен йышĕ çулсерен ÿсни те савăнтарать. Çак пулăшу сире тăван районта тĕпленме, пурăнмалли вырăн çавăрма, ăна хăтлăлатма пулăштăр», — палăртнă район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов çамрăк çемьесене саламланă май.