Четверг, 19 сентября

Нихăçан манăçми çыннăмсем

Нихăçан манăçми çыннăмсем

Пире кун çути парнеленĕ, лăпка-лăпка ÿстернĕ аннепе атте çинчен каласа парасшăн эпĕ паян. Шел пулин те, вĕсем пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Хаклă çыннăмăрсен сăнарĕсем пирĕн, ачисен, чĕрисенче яланах упранаççĕ.
Анне, Ольга Степановна Андреева /Захарова/ 1924 çулта Аслă Чурачăкра çуралнă. Ачалăхĕ те, пурнăçĕ те çăмăлах пулман унăн. Çемьере 9 ача пулнă. Анне 7 çул тултарсан ашшĕ вилнĕ. Вăл ял совет председателĕнче ĕçленĕ. Çемье выçă ан лартăр тесе кукамай ачисене пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарнă. Çуллахи кун çырлана, кăмпана илсе çÿренĕ, пахча çимĕç çитĕнтернĕ. Вĕсене пасарта сутса укçа тунă. Çиччĕре чухнех сутлăх чĕнтĕр, алса-нуски çыхма пуçланă анне. Темле йывăр пулсан та кукамай ачисене вĕрентес тесе тăрăшнă.
Анне 1941 çулта июлĕн 15-мĕшĕнче лайăх паллăсемпе 10 класс пĕтернĕ. Аллине аттестат илнĕ хыççăн хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе Патăрьелĕнчи педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Анчах инкек сиксе тухнă. Кĕтмен çĕртен Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă. Пĕрле вĕренме кайнă ачасем /улттăн/ пурте каялла яла пăрахса килеççĕ, колхозра ĕçлеме пуçлаççĕ. Ноябрĕн 6-мĕшĕнче çамрăк хĕрсене окоп чавнă çĕре кăларса яраççĕ.
— Çитсенех вăрманта çĕр каçрăмăр. Тепĕр кун бараксем хатĕрлесе унта пурăнма пуçларăмăр. Сăр шывĕ шăнман, киле кайма çук, урасем йĕпенсе шăнатчĕç. Кăçатăсене типĕтме май çукчĕ. Хĕл ларсан хваттерсене куçарчĕç. Çапла Пăрачкавра ĕçлесе февраль вĕçĕччен пурăнтăмăр. Унтан Тутарстана ĕçлеме ячĕç, — каласа паратчĕ анне. Пĕрре те çăмăл килмен ĕнтĕ çамрăк хĕре окоп чавма, анчах вăл йывăрлăха парăнман. Анне хĕр чухнех нăйкăшма юратман, ĕçрен хăраман çирĕп чунлă çын пулнă.
Яла таврăнсан Ольăна ясли заведующийĕ пулма шанаççĕ. Ун хыççăн август уйăхĕнче Йÿç Шăхаль шкулне пуçламăш класри ачасене вĕрентме яраççĕ. 1943 çулта педагогика училищине пĕтерсе дипломлă специалист пулса тăрать вăл. Ачасене пĕлÿ панисĕр пуçне, çĕнтерĕве çывхартас тесе уроксем хыççăн колхозра ĕçлет. 43 çул тăрăшнă Ольга Степановна юратнă ĕçĕнче, пĕтĕм чунне парса ĕçленĕ. Миçе ачана вулама, шутлама, хăй пек илемлĕ çырма, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме вĕрентмен-ши вăл?
— Тепре кăна ачасем умне тăрса урок ирттересчĕ ман. Пурнăçа çĕнĕрен пурăнас пулсан та вĕрентекен профессинех суйланă пулăттăм, — тетчĕ вăл.
Чылай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн аннене нумай Хисеп грамотипе чысланă, «Ĕç ветеранĕ» ят панă. Тылра ĕçленĕшĕн «1941—1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе чысланă. Юратнă пиччĕшĕ Михаил Степанов вăрçăн малтанхи кунĕсенчех фронта тухса кайнă. Вăл 1944 çулта вилмеллех аманнă. Ăна вилнĕ хыççăн «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденпа чысланă.
Атте, Иван Степанович Андреев 1925 çулта Йÿç Шăхалĕнче кун çути курнă. Унăн та ачалăхĕ çăмăл пулман. Мăн асаттене, Энтрине кулак тесе айăпласа пĕтĕм пурлăхне туртса илнĕ. Ун хыççăн вĕсен çын патĕнче асапланса пурăнма тивнĕ. Йывăр пулсан та атте Аслă Арапуçĕнчи шкула Мухтав хучĕпе вĕренсе пĕтернĕ. Анчах малалла вĕренме кайма вăрçă пуçланни чăрмантарнă. Вĕсене, 17-ри çамрăксене, вăрçа илсе кайнă. Куççульсĕр аса илейместчĕ атте вăл вăхăта. Вăрçăра вăл паттăр çапăçнă, Сталинград патĕнче йывăр аманнă, госпитальте чылай вăхăт сипленнĕ. Фашистла Германине çĕнтернĕ хыççăн вĕсене Яппун вăрçине янă. Кунта вăл «Японие çĕнтернĕшĕн» медале тивĕç пулнă. Унсăр пуçне ăна иккĕмĕш степеньлĕ орденпа тата нумай медальсемпе, «1941—1945 çулсенчи фронтовик» паллăпа, Сталинăн Тав хучĕпе чысланă.
Яла вăл 1947 çулта таврăннă. Ветфельдшерсен курсне пĕтерсе выльăх-чĕрлĕх сипленĕ. Кайран платниксен бригадинче мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех ĕçленĕ. Аттепе анне 5 ача çуратса тивĕçлĕ вопитани парса ÿстернĕ. Кашни ачинех çурт-йĕр çавăрма пулăшнă. Вĕсем пурнăç çу- лĕпе такăнмасăр çирĕппĕн утчăр тесе тăрăшнă, çын пулччăр тенĕ. Виçĕ ывăлĕ чылай çул инженер-механикра ĕçленĕ.
Тепĕр ывăлĕпе хĕрĕ анне çулне суйласа илнĕ. Пичче, Николай Иванович Шурут вăтам шкулĕнче директорта тăрăшать. Эпĕ Александровка тĕп шкулĕнче кĕçĕн класри ачасене пĕлÿ паратăп. «Ачасем юратни, ашшĕ-амăшĕ хисеплени учительсемшĕн чи пысăк парне», — тетчĕ анне. Пирĕншĕн те çавах.
Аттепе анне — пирĕншĕн ырă тĕслĕх. Вĕсен сĕнÿ-канашĕсем пире пурнăçра яланах пулăшаççĕ. Эпир хаклă çыннăмăрсем вĕрентсе каланисене яланах асра тытатпăр. Хамăр ачасене те тÿрĕ çулпа утма, пурнăçри тĕллевсене пурнăçлама вĕрентетпĕр.
И. ВОРОБЬЕВА

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *