Пятница, 18 октября

Ĕçпе хисеп çĕнсе илнĕ

Ĕçпе хисеп çĕнсе илнĕ

Районта иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче пурăнмалли çурт-йĕр те, социаллă-культурăлла оъектсем те нумай тунă. Ку енĕпе темиçе организаци те ĕçленĕ. Вĕсенчен чи пысăкки МПМК /хуçалăхсем хушшинчи куçса çÿрекен строительство организацийĕ/ пулнă. Каярахпа вăл ятне улăштарса «Комсомольская» МСО пулса тăнă. Хăй вăхăтĕнче унта тăрăшнă строительсенчен чылайăшĕ паянхи кун тивĕçлĕ канура ĕнтĕ.
Кĕçĕн Çĕрпÿел хĕрĕ Тоня, шкул пĕтерсен нумай шутласа тăман, штукатур-маляр специальноçне алла илес шутпа Сĕнтĕрвăрри хулинчи училищĕне вĕренме каять. Ăна ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн вăл пĕр çул Шупашкарти ПМК-137 строительство организацийĕнче ĕçлет. Хулари пурнăç кăмăлне кайманнипе-ши е хăй çуралса ÿснĕ тăрăх туртнипе хĕр тăван ене таврăнать. «Комсомольская» МПМКана вăл вăхăтра М.М.Гибатдинов ертсе пынă. Ĕçе кĕме килнĕ хĕре директор хапăлласах йышăнать. Çапла вара 1975 çултан пуçласа Антонина Алексеевна Агашева ĕçĕ-хĕлĕ пĕтĕмпех çак организаципе çыхăнать. Кивĕ хаçатсене пăхкаласа ларнă май районта строительство ĕçĕсем пирки çырнă хыпарсенче тăтăшах çак хушамата асăрхама пулать. «А.Агашева ертсе пыракан штукатур-малярсен бригади умма лартнă тĕллевсене чыслăн пурнăçлать», «тăрăшулăхпа палăрса тăрать», «ĕçе пахалăхлă пурнăçлать» тенисене куратăн та, хăй вăхăтĕнче вĕсем чăннипех те хастар пулнине пĕлетĕн. Антонина Алексеевнăна бригада шанса париччен хĕрĕн хăй специальноçĕпе илнĕ пĕлĕве ĕçре кăтартса памалла пулнă. Р.М.Васильева ертсе пыракан бригадăна лексен малтанхи ĕç кунне паянхи пек лайăх астăвать вăл. «Бригадир мана чÿречесен хашакĕсене штукатурка тума хушнăччĕ. Вĕреннĕ япала пулсан та питĕ хумханса пурнăçланăччĕ çав ĕçе. Бригадир, ытти строительсем умĕнче намăс курасран питĕ хăранăччĕ. Кайран ку ĕçе темĕн чухлех тума тивнĕ, çавăн пекех пăлханман», — тет А.Агашева. Ĕçе типтерлĕ, хăвăрт тунипе, пахалăхлă пурнăçланипе вăл коллективра хăвăрт ырă ят çĕнсе илнĕ. Çавăнпах пулĕ 1978 çултах ăна штукатур-малярсен республикăри конкурсне яраççĕ. Кунтан вăл иккĕмĕш вырăн йышăнса таврăнать. Ун хыççăн хастар ĕçчен çакăн пек ăмăртусене кашни çул тенĕ пекех хутшăнать, призсемпе таврăнать.
Хĕрĕх çул строительствăра тăрăшса мĕнле ĕç кăна тума тивмен-ши, ăçта кăна ĕçлемен вăл. Пур çĕрте те хастарлăхпа палăрса тăнă. Тепĕр чухне районти хăш объектсене тунă çĕрте ĕçленине шутлама пикенет те, арпашсах каять: Шурут вăтам шкулĕ, садикĕ, культура çурчĕ, Асанкасси вăтам шкулĕ, Александровка клубĕ, «Комсомольский» совхозри, «Россия», «Гигант», «Заря» колхозсенчи мăйракаллă шултра выльăх самăртмалли комп- лекссем, район больницин инфекци уйрăмĕ… Питĕ нумай вĕсем. Пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Район центрĕн-чи пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсене хута янă çĕрте те тăрăшнă. Социаллă-культурăллă объектсенче чылай ĕçленĕ. «Хирти Выçли ялĕнчи культура çуртне хута ярас тесе нумай тăрăшрăмăр. Унта ĕçлекенсене те, çÿрекенсене те хăтлă пултăр тесе çине тăрса ĕçлерĕмĕр. Халĕ вăл юхăнса ларни пăшăрхантарать. Эпир районта тунă хăш-пĕр обьектсем те такамсен тимсĕрлĕхне пула вăхăт çитмесĕрех юрăхсăра тухрĕç. Çакă та кăмăла пăсать», — тет Антонина Алексеевна. Пĕрле ĕçленĕ Г.Гафурова, Т.Яковлева, В.Шигапова, З.Адинова, Л.Чернова штукатур-малярсен ячĕсене ырăпа аса илчĕ ĕç ветеранĕ. Пысăкрах çурт-йĕр тунă чухне бригадăра ĕçлекенсен шучĕ 16 çынна та çитнĕ. Çамрăксене коллективра кирлĕ сĕнÿсемпе, канашсемпе пулăшсах пынă.
А.А.Агашева хастар ĕçшĕн тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçнĕ. Ăна «Чăваш республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ят панă. «Комсомольская» МСОра Антонина Алексеевна тивĕçлĕ канăва кайсан та ĕçленĕ-ха. Тăван пулса тăнă коллективпа вăл 2017 çулта çеç сывпулашнă.
Мăшăрĕпе, Анатолий Михайловичпа 3 ывăл пăхса çитĕн-тернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Килти хуçалăхра выльăх-чĕр-лĕх тытаççĕ, тĕрлĕ çимĕç туса илĕççĕ. Антонина Алексеевна пушă вăхăтра çыхма юратать.
А.Агашевăна эпĕ ку статьяра паттăр туса кăтартма тĕллев лартман. Çын хăйĕн хастар ĕçĕпе, тăрăшулăхĕпе ырă ят çĕнсе илме пултарнине палăртма тăрăшрăм. Ĕмĕрĕпе çынсене пурăнма, ĕçлеме, канма хăтлă пултăр тесе тăрăшнăскер хисепе тивĕçлĕ мар-и вара?
Ю.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *