Четверг, 19 сентября

Район хаçатне çулсерен çырăнатпăр

Район хаçатне çулсерен çырăнатпăр

«Каçал ен» хаçата эпир яланах çырăнса тăнă, район хыпарçин кашни номерĕпе тĕплĕн паллашнă. Эпĕ хам 10 çул ытла хаçатпа тачă çыхăну тытатăп, статьясенче ытларах Аслă Отечественнăй вăрçăри паттăрсем, ялти мухтава тивĕç ĕç çыннисем çинчен çырма тăрăшатăп. Районти хыпарсене, интереслĕ историсене питĕ кăмăлласа вулатăп, саламсене пăхса тухатăп, вăл е ку çыннăн юбилейĕ е туй кунĕ пулнине пĕлсе савăнатăп. Кам пурнăçран уйрăлнине те хаçат урлă пĕлетĕп.
Район хаçатне кашнинчех чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Мана пурте килĕшет, пурте маншăн интереслĕ. Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем, предприятисен, медицина учрежденийĕсен ĕçченĕсем, педагогсем, хисеплĕ ветерансем çинчен хаваспах вулатăп. Паллах, маттур çамрăксем çинчен те хаçат урлă пĕлетĕп.
Манăн анне те, çулĕсем нумай пулсан та, кашни çулах хаçата çырăнса илет. Эпĕ хăш-пĕр чухне тăван ялтан аякра пулсан та район хыпарĕсемпе паллашма май тупатăп, вĕсене хаçатăн интернетри сайтне кĕрсе вулатăп. Район хаçатĕнче ăста специалистсем тăрăшнипе кашни статья çăмăллăн вуланать, сăнÿкерчĕксем тăрăх вара çынсене палласа илетпĕр. Район хаçачĕ яланах пирĕн сĕтел çинче.
Вăрçă вăхăтĕнче Чăваш тата Мордва АССРĕсен территорийĕсенче Сăр хÿтĕлев чиккине тунă. Гитлеровецсем Хусан патнелле çывхарас пулсан вĕсене чарса лартмалли чикĕ пулнă çакă. Ку ĕç фронтĕнче пирĕн район çыннисем те тĕлĕнмелле паттăрлăх кăтартнă. Вĕсем шартлама сивве те, чир-чĕрсене те, ытти йывăрлăхсене те чăтса ирттернĕ. Чăваш историне кĕрсе юлнă çак тапхăр çинчен кăçалхи çул хаçат урлă ытларах вуласа пĕлме ĕмĕтленетĕп.
Хаçат ĕçченĕсене юбилей ячĕпе саламласа малашне те район пурнăçне вăхăтра тата туллин çутатса пыма, интереслĕ материалсемпе паллаштарма, вулакансен йышне ÿстерсех пыма сунатăп.

П.ЗАЙЦЕВ,
ЧР хисеплĕ таврапĕлÿçи.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *