Чирлекенсем пур-ха

Чирлекенсем пур-ха

Районта коронавируспа чирлисен йышĕ чакса пырать. Августăн 21-мĕшĕ тĕлне COVID-19 эпидеми тапхăрĕ пуçланнăранпа районта пурăнакан 583 çын сăнавра пулнă.
Хальлĕхе 6 çын коронавируспа чирлĕ, 368-шĕ чирлĕ çынпа хутшăннисем, 5 çын килте карантинра. 191 çын çак усал чиртен сывалнă. 5 чирлĕ çынна госпитализациленĕ, чире пула 3 çын вилнĕ. Карантин тапхăрĕ иртнĕ май 364 çынна сăнавран кăларнă.
Коронавируспа чирлекенсен йышĕ чакни лăпланмалли сăлтав мар. Çак чирпе республикăра 7551 çын чирленĕ, 68-шĕ вилнĕ. Раççейĕпе вара — 961493 çын чирленĕ, 16448 çын пурнăçран уйрăлнă. Çавăнпа та хамăр сывлăха пур енлĕн упрама тăрăшасчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *