Понедельник, 29 апреля

Кĕрхи культурăсене акаççĕ

Кĕрхи культурăсене акаççĕ

Çак кунсенче районти хăш-пĕр хуçалăхсем кĕрхи акана тухнă. «Урожай», «Искра» колхозсем, «Труд», «Асаново» ЯХПКсем, «Слава картофелю» агрофирма кĕрхи культурăсене акма пикеннĕ. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов «Слава картофелю» агрофирмăн уйне çитсе ака мĕнле пынипе паллашнă, хуçалăх ĕçченĕсемпе тĕл пулса çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă.
План тăрăх, пурĕ районĕпе 4916 гектар çинче кĕрхисене акса хăвармалла. Хальлĕхе хуçалăхсем 296 гектар çинче ку ĕçе пурнăçланă.
Августăн 24-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем 7926 гектар çинче çитĕннĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕ. Пурĕ 25073,5 тонна тырă пÿлмесене кĕнĕ. Вăтам тухăç кашни гектартан 31,6 центнерпа танлашнă.
«Слава картофелю» агрофирмăра çĕрулми кăларма пикеннĕ. Хальлĕхе ку ĕçе 8 гектар çинче пурнăçланă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *