Вторник, 30 апреля

«Каçал тăрăхĕ аталантăр, пурнăç лайăхлантăр!»

«Каçал тăрăхĕ аталантăр, пурнăç лайăхлантăр!»

Çак тĕллевпе ĕçлет район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов. Вăл ĕçе кÿлĕннĕренпе икĕ çул çеç çитет пулин те, çак вăхăтра районта нумай ĕç пурнăçланчĕ. Районăмăр кунран-кун аталанать, çĕнелет, хитреленет. Район 80 çул тултарнă май унăн иксĕлми аталанăвне куç умне кăларас килет. 8 теçетке утса тухнă тапхăрта вара паллă пулăмсене, тунă çитĕнÿсене аса илни, малашлăха илсе каякан çулсене тепĕр хут хаклани вырăнлă пулĕ тесе шутлатăп. Каçал тăрăхĕ район юбилейне, Акатуя мĕнлерех кĕтсе илнипе кăсăкланса район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа тĕл пултăмăр.
— Александр Николаевич, мĕн ĕлĕкренех çурхи ака ĕçĕсене вĕçлесессĕн ял хуçалăх ĕçченĕсем Акатуйра савăннă. Кăçалхи уяв тата та анлăрах, район 80 çул тултарчĕ. Мĕнлерех кăмăл-туйăмпа кĕтсе илетпĕр эпир ăна?
— Маншăн кăна çапларах туйăнать-и, е ыттисемшĕн те çавăн пек, паянхи самана çиçĕмле хăвăрт иртет, уйăх е çулталăк хыçа юлнине те сиссе юлаймастăн. Акă, эпĕ те çак ĕçе пикеннĕренпе утă уйăхĕнче икĕ çул çитет. Тăван районăмăр, çуралнă тăрăх 80 çул тултарчĕ. Çак вăхăтра вăл тĕлĕнмелле аталанса вăй илнĕ тесе шутлатăп. Паллах, йывăр вăхăтсем те сахал мар пулнă пулĕ. Апла пулин те, кунта ĕçлесе пурăнакан халăх йывăрлăхсене парăнмасăр шав малалла аталанса, кунран-кун вăй илсе пыни савăнтарать. Иртсе пыракан çулталăк та эпир пĕр тĕллевпе тăрăшса ĕçленĕрен мĕн палăртнине пурнăçа кĕртме май пуррине çирĕплетрĕ. Чăннипех те, республика аталанăвне хамăр тÿпене хывас тесе чылай тăрăшатпăр. Пурнăçланă ĕç куç умĕнче, вĕсене районта пурăнакансем тивĕçлипе хаклаççĕ пулĕ тесе шутлатăп. Ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе пурнăçланакан проектсем те сахал мар. Тĕслĕх-рен, юлашки икĕ çула илес пулсассăн, Хирти Явăшра çĕнĕ шкул, Хырай Ĕнелĕнче культура керменĕ, ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем хута кайни район историйĕнче ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлчĕç пулĕ тетĕп. Çитес вăхăтра вара Урмаелĕнче ача сачĕн, Шурутра культура çурчĕн алăкĕсене савăнăçлă кăмăл-туйăмпа уçăпăр. Ял çыннисем çак саманта чылайранпа кĕтни пĕрре те иккĕлентермест. Ял хуçалăхĕнче те çитĕнÿсем сахал мар: «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕнче — сĕт-çу ферми, «Комсомольские овощи» агрофирмăра — пахча çимĕç хранилищи, Г. Хайртдинова фермер хуçалăхĕнче сĕт-çу юр-варĕ хатĕрлекен цех хута янă. Хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх витисене тĕпрен юсама вăй çитернĕ. 2018 çулта эпир инвестици проекчĕсене 120,66 млн тенкĕлĕх пурнăçланă, çынсене 17 çĕнĕ ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Çак ĕçе эпир кăçал та малалла тăсатпăр. Пĕрле тăрăшни палăртнă пысăк ĕçсене пурнăçа кĕртме май парать. Чи малтанах кунта тĕпленнĕ çынсем маттур, ĕçчен пулнине уйрăммăн палăртатăп. Каçал тăрăхĕнче пурăнакансем ĕçрен хăраман та, хăрамаççĕ те.
— Апла пулсассăн, район пуянлăхĕ унăн çыннисенче?
— Паллах! Пирĕн тăрăх хăйĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕсемпе чăннипех те мухтанма пултарать. Кунта тĕрлĕ халăх çынни килĕштерсе пурăнать: чăвашсем, тутарсем, вырăссем, ирçесем тата ытти наци çыннисем. Пирĕн тăнăçлăх — пĕр-пĕрин йăли-йĕркине хисепленинче, пĕрле пуçтарăнса савăннинче, пĕр-пĕрне ырă сунса пурăннинче. Тата мĕн кирлĕ пурнăçра? Ахальтен каламан ваттисем: «Тĕнчере чи хакли — туслăх». Каçал ен хăйĕн сăпкинче çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан, кунта тĕпленнĕ, район малашлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшакан маттур çынсене сиктернĕ. Вĕсене ятран асăнса пĕтереймĕн, чылайăшĕнпе тивĕçлипех мухтанма сăлтав пур. Ентешсем тăван тăрăха манмаççĕ, килсе çÿреççĕ, ял, район аталанăвне тÿпе хывма та вăй çитереççĕ. Акă, районти Акатуй уявне те кашниех çитессе шанса тăратăп. Кунта ĕçлесе пурăнакансем вăр-варлăхпа, сатурлăхпа палăраççĕ, тивĕçлĕ канурисем те ят-сума ĕçри тăрăшулăхшăн çĕнсе илнĕ. Вĕсем ырми-канми тăрăшни — пĕрлехи çитĕнÿсенче уççăн курăнать. Ĕç ветеранĕсем çулĕсене пăхмасăрах маттур пулни пире ĕçлеме хавхалантарать. Вĕсем нумай ыйтăва уçăмлатаççĕ, сĕнÿ-канашпа пулăшаççĕ. Çамрăк ертÿçĕсен, специалистсен камран тĕслĕх илмелли пурах. Маттур çынсем пирĕн хушăра пурăннăран эпир пуян.
— Çитĕнÿсемпе, маттур çынсемпе савăнма сăлтав пур. Вĕсем — куç умĕнче, малашнехи тĕллевсем мĕнлерех-ши?
— Пирĕн пурин те пĕрлехи çул-йĕр — кунран-кун аталанасси, çĕнĕрен çĕнĕлле ĕçлесси. Çакна шута илсе пурте пĕрле килĕштерсе, тăрăшса ĕçлесчĕ, район аталанăвне кашни тÿпе хывма тăрăшасчĕ. Пысăк-и вăл, пĕчĕк-и? Пурпĕрех çав тери пĕлтерĕшлĕ пулĕ. «Пĕр çын сурать — типсе пырать, халăх сурать — кÿлĕ пулать» каларăша шута илсе пурăнасчĕ. Уйрăммăн палăртса хăварас пулсассăн вара, çакна каласшăн: халăх пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе ĕçлемелли чылай-ха! Ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем, ача сачĕсем, культура çурчĕсем кирлĕ, çул-йĕр ыйтăвĕсене татса памалла, çÿп-çап ыйтăвĕ те пăшăрхантарать. Çавăн пекех çурт-йĕр ытларах тăвас енĕпе те ĕçлемелле. Çамрăксем ялта тĕпленччĕр тесе тăрăшмалла. Çакна пурнăçлама ĕç вырăнĕсем, пурнăç условийĕсем лайăх пулмалла. Пур ыйтупа та ĕçлетпĕр. Ял тăрăхĕсенче те чылай ĕç пурнăçлаççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн хушăвне пурнăçласа вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ обществăлла инфраструктурăсен аталанăвĕн проекчĕсене чылай ĕçе кĕртрĕмĕр. Кăçал çеç 29 проект пурнăçланмалла. Асăннă проектсем пурнăçланма тытăннă. Çакна ялта пурăнакансем хăйсем кураççĕ тата хаклаççĕ пулĕ тетĕп. Хамăр пурăнакан вырăн яланах хăтлă та таса, хитре пултăр тесе тăрăшатпăр. Юлашки вăхăтра район центрĕ те самай илемленнине туйрĕç пулĕ тетĕп кунта пурăнакансем, хăнасем. Акă, центрти парка реконструкцилеме тытăнтăмăр. Чылай ĕçе пурнăçланă та. Парк тĕпрен юсанса çĕнелмелле. Вăл чи илемлĕ кану вырăнĕ пулмалла. Çавăн пекех Комсомольскинчи вăрман хĕрринчи лапам, Акатуй иртекен вырăн та, хăтлăланса илемленмелле. Ку енĕпе те ĕçе пуçăннă, ĕмĕтсене, шухăшсене пурнăçа кĕртмелле. Эпир тĕлĕнмелле илемлĕ вырăнта пурăнатпăр. Улăх-çарансем, вăрмансем чуна илĕртеççĕ, канăçлăх парнелеççĕ. Пирĕн тăрăхра пурăнакан халăх çанă тавăрса ĕçлеме те, вăхăтра канма та пĕлет. Çавăнпа та районта ĕç вырăнĕсем те, канмалли вырăнсем те пулччăр.
— Александр Николаевич, район çыннисене мĕн сунатăр?
— Эпĕ пĕлетĕп, туятăп: Каçалсем ыттисенчен харпăр хăй вăйне туйнипе, ĕçченлĕхпе, сатурлăхпа, пултарулăхпа, тăван тăрăха чунтан юратнипе, пĕр-пĕрне сума сунипе уйрăлса тăраççĕ. Çавăнпа та ĕçе пуçăнсассăн эпир ăна ăнăçлă пурнăçласса, кирек епле йывăрлăха та çĕнтерсе пырасса шанса ĕçлетĕп. Пĕрлĕхре — пирĕн вăй!
Хаклă ентешсем! Малашне те тăван район пурнăçне лайăхлатса пырассишĕн пĕрле вăй хума сĕнетĕп. Сире çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, вăрăм ĕмĕр, ăнăçу сунатăп.
А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *