Суббота, 14 ноября

Харсӑр, ӗҫчен, тӑрӑшуллӑ Петровсем

Харсӑр, ӗҫчен, тӑрӑшуллӑ Петровсем

Ҫемье вӑл — атте, анне тата ачасем. Октябрӗн 16-мӗшӗ — Ял хӗрарӑмӗн, 18-мӗшӗ — Аттесен кунӗ. Ҫак паллӑ уявсем умӗн чӑн-чӑн ял хӗрарӑмӗн тата ят-сумлӑ арҫыннӑн, аттен сӑнарӗсене пӗрлештерсе тӑракан Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнчи   Петровсен ҫемйи пирки каласа пани вырӑнлӑ пулӗ.

Надежда Александровна Шупашкар хулинче ҫуралса ӳссе ҫитӗннӗ пулин те халӗ ял хӗрарӑмӗ пулса тӑнӑ. 30 ҫул ытла Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнче пурӑнать. Ҫамрӑк хӗре хӑй вӑхӑтӗнче ял урамӗсенче ҫӑрӑлакан пылчӑк та, йывӑрлӑхсем те, хуларан инҫетре пурӑнма тивни те шиклентерсе тӑман. Студент вӑхӑтӗнчех Ҫӗнӗ Кипеҫ каччине, Александр Петрова качча тухнӑ та паянхи кун та пӗр-пӗрне юратса, килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Статьяна мӗншӗн Надежда Александровна ҫинчен каланипе пуҫларӑм-ха? Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчех ял хӗрӗсенчен чылайӑшӗ хулара вырнаҫас, вӗреннӗ вырӑнтах ӗҫ тупса тӗпленес ӗмӗтпе пурӑннӑ. Яла качча кайнисем те мӑшӑрӗсене хуланалла илсе кайма тӑрӑшнӑ. Вӑл вӑхӑтра хула хӗрӗ нимрен хӑрамасӑр яла пурӑнма килнине хӑйне майлӑ паттӑрлӑх тесех калама пулать. Пытарма кирлӗ мар ӗнтӗ, малтанхи ҫулсенче нумай чӑтма-тӳсме тивнӗ ҫамрӑк кинӗн. Йывӑрлӑхсене шӑл ҫыртса парӑнтарма та тивнӗ пулӗ. Ҫапах та  хуҫӑлса ӳкмен, мӑшӑрӗпе икӗ ывӑл ҫитӗнтернӗ. Петровсем ялта та хӑйсен пурнӑҫри вырӑнне тупнӑ. Паянхи кун Надежда Александровна ялта пурӑнакан хастар та пултаруллӑ хӗрарӑм-ертӳҫӗ. 2009 ҫултанпа вӑл Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн директорӗнче вӑй хурать. 2014-1017 ҫулсенче Н.А.Петрова район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗренӳ пайӗн начальникӗ  те пулса ӗҫленӗ.

Надеждӑн 4-мӗш класрах вӗрентекен пулас ӗмӗчӗ ҫуралнӑ. Шкулта пур предметсемпе те лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пынӑ. Экзаменсене ӑнӑҫлӑ панӑ хыҫҫӑн Шупашкарти И.Я.Яковлев ячӗллӗ педагогика институтне вӗренме кӗнӗ. Кунта паллашнӑ та ӗнтӗ вӑл ял каччипе, Саша Петровпа. Хула хӗрӗпе ял каччи хушшинче юрату туйӑмӗ ҫуралнӑ. Студент вӑхӑтӗнчех пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрнӑ. Институт хыҫҫӑн мӑшӑрӗпе яла килнӗ.

Александр Петрович педагог ҫемйинче ӳснӗскер шкул ҫулӗсенче вӗренӳре малтисен ретӗнче пынӑ. Аттестат илнӗ хыҫҫӑн амӑшӗн ҫулӗпех каяс тӗллевпе педагогика институтне ҫул тытнӑ. Кунтах професси илнипе пӗрлех ӗмӗр тӑршшӗпех пӗрле утма хатӗр мӑшӑр та тупнӑ.

Яла таврӑнсан Александр Петров Ҫӗнӗ Кипеҫ вӑтам шкулӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Пултарулӑхне кура ӑна шкул директорӗн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулма шаннӑ. 2001-2005 ҫулсенче вӑл Ҫӗнӗ Кипеҫ вӑтам, 2014-2017 ҫулсенче Нӗркеҫ вӑтам шкулӗсен коллективӗсене ертсе пынӑ.

Петровсем ачасене вӗрентес, воспитани парас енӗпе тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн нумай наградӑна тивӗҫнӗ. Иккӗшне те Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин Хисеп грамотисем парса чысланӑ. Надежда Александровна  «Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗренӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ».

Куллен  шкула ӗҫе ҫӳренипе пӗрлех мӑшӑр кил-ҫуртра тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳллӗх хуҫалантӑр тесе те тимлет. Надежда Александровна — ҫемье ӑшшин «вучахне» тытса пыраканӗ. Александр Петрович вара — хуҫалӑх тӗрекӗн никӗсне ҫирӗплетекенӗ, ачисемшӗн юратнӑ ашшӗ. Вӑл хӑйӗн тӗпренчӗкӗсем чӑн-чӑн арҫын пулса ӳсччӗр тесе пӗчӗкренех тӑрӑшнӑ. Вӗсем ӗҫе юратса ҫитӗнччӗр,  палӑртнӑ тӗллевӗсене пурнӑҫлама хӑнӑхччӗр тесе нумай тимленӗ. Яланах ачисемшӗн кирлӗ вӑхӑтра ӗҫпе те, ырӑ канаш-сӗнӳсемпе те пулӑшаканӗ, ҫывӑх юлташӗ пулса тӑрать. Халӗ ывӑлӗсем ӳссе ҫитӗннӗ пулсан та вӗсемшӗн кӑмӑллӑ атте анчах мар, кирек хӑҫан та пулӑшма хатӗр ҫын пулса тӑрать.

Ачисем, Сергейпа Алексей  спорта юратса ӳснӗ. Шкулта лайӑх паллӑсемпе ҫеҫ вӗренсе пынипе пӗрлех  район шайӗнчи ӑмӑртусемпе конкурссене те хутшӑннӑ. Иккӗшӗ те «Орленок-2011» ҫарпа спорт вӑййисен районти ҫӗнтерӳҫисем. Ҫӑмӑл атлетика, хоккей, шывра ишесси тата спортӑн ытти енӗсемпе шкула ҫӳренӗ вӑхӑтрах чылай награда ҫӗнсе илнӗ.

Ашшӗпе амӑшӗ ачисене Тӑван ҫӗршыва юратма, аслисене хисеплеме вӗрентсе ҫитӗнтернӗ. Ҫавӑнпах пулӗ Сергей ҫӗршыв хӳтӗлевҫин профессине суйласа илнӗ. Ҫар вӗренӳ заведенине хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗскер Калининград хулинче службӑра тӑрать. Кӑҫал вӑл ятарлӑ ҫар операцинче командировкӑра та пулнӑ. Ятарлӑ ҫар операцийӗ тенӗрен, Петровсем Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнчи «Шанчӑклӑ тыл» ушкӑн ӗҫне те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Салтаксем валли типӗтнӗ яшка хатӗрлес тата ытти енӗпе те чылай ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ.

Ывӑлӗ Алексей ашшӗпе амӑшӗн ӗҫне малалла тӑсать. Шупашкарти И.Я.Яковлев ячӗллӗ педагогика институтӗнче вӗреннӗ вӑхӑтрах аслӑ шкул чысне хӳтӗлесе Раҫҫейри нумай ӑмӑртусене хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Тӗп хулари шкулта ачасене физкультура предметне вӗрентет. Вӑл хатӗрленӗ ҫамрӑк спортсменсем тӗрлӗ шайри ӑмӑртусенче палӑраҫҫӗ.

Ҫирӗп тымарлӑ улмуҫҫи ҫеҫ сӗтеклӗ ҫимӗҫсемпе савӑнтарма пултарать. Петровсен ҫемйи икӗ ывӑлпа, кинсемпе, мӑнуксемпе  ҫирӗп.

Ялта ӳссе ҫитӗнмен пулсан та чӑн-чӑн пуҫаруллӑ ял хӗрарӑмӗ пулса тӑнӑ Надежда Александровна та, икӗ ывӑлне тата шкулти ҫӗршер арҫын ачана чӑн-чӑн арҫын пулса ҫитӗнме пулӑшнӑ Александр Петровичӑн та октябрь уйӑхӗнче Вӗрентекен уявӗсӗр пуҫне Ял хӗрарӑмӗн кунне те, Аттесен кунне те тивӗҫлипе паллӑ тума сӑлтавсем пур.

Петровсен хӑйсен тӗпренчӗкӗсене ҫитӗнтернипе пӗрлех  шкула килекен кашни ачанах тарӑн пӗлӳ панӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма пулӑшать. Паян вӗренекенӗсем халӑх хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакан ҫӗр ӗҫченӗсем, вӗрентекенсем, тухтӑрсем, ҫар ҫыннисем…

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *