Воскресенье, 22 ноября

Тӗлӗкри сӑнар

/Малалли/.

— Манӑн ҫуралнӑ кун тепӗр эрнере кӑна-ха. Кам иртерех саламлать вара? Эпӗ тепӗр ҫул ватӑласса пит кӗтеҫҫӗ-им? — тӗлӗнчӗ хӗрарӑм. — Ачасем ҫуралнӑ куна Ҫимӗке килсен паллӑ тӑватпӑр терӗҫ те, эпӗ  уяв пирки шухӑшламан та.

Наташа тӳрех хаҫатри салам страницине  уҫрӗ.

— Ара, кунта манӑн шкул чухнехи сӑн ӳкерчӗк-ҫке. Ӑҫтан тата кам тупнӑ ӑна?

— «Пӗрремӗш юратӑвӑм» тесе ҫырнӑ  вӗт.

— Мӗскер?! Кам шӳтлет ҫапла?

— Ятне-шывне ҫырман. Хӑвӑр  пӗлетӗр пулӗ ӗнтӗ.

— Эх, ку ҫынна хӑлха чикки парсан та ҫылӑх пулас ҫук.

… Пурнӑҫра ҫут ен ҫеҫ пултӑр,

Сӑн-питре – йӑл кулӑ,

Нимӗн те ан пӑшӑрхан,

Пул ялан хӑюллӑ…

— Салам сӑмахӗсем чунран ҫырни сисӗнет, — ытти чухне те хаҫат пама килсен калаҫкаланӑран почтальонка Наташӑпа уҫҫӑнах пуплерӗ.

«Мӗн шутлӗҫ ман пирки ялта? Мӗншӗн ун пек хӑтланмалла вара? Кам-ши вӑл? Хаҫата  пӗтӗм район ҫынни вулать вӗт. Мана «пӗрремӗш юратӑвӑм» теме Валера кӑна пултарать. Эпӗ урӑх никампа та туслӑ ҫӳремен», — канӑҫне ҫухатрӗ Наташа.

Шухӑшласа ҫӳресен-ҫӳресен чӑтаймарӗ, хаҫат редакцине шӑнкӑравларӗ.

— Паянхи хаҫатра мана ҫывхаракан юбилейпе  кам саламланине пӗлес килет. Сирӗн унӑн адресӗ пурах.

Линин тепӗр вӗҫӗнчи хӗрарӑм питӗ ҫепӗҫ пуплерӗ. Наташа хуравне часах пӗлчӗ:

— Ҫырӑвӗ электрон почтӑпа килнӗ. Ижевск хулинчен, Валерий Тимирязевран.

— Ӑнлантӑм, тавах. Каҫарӑр чӑрмантарнӑшӑн.

Апла Наташа йӑнӑшман: саламлаканӗ чӑнах та пӗр класра вӗреннӗ Валерий.

«Ӑна тата  мӗн хистенӗ-ши мана 40 ҫултан аса илме?» — ыйхӑ мӗнне пачах манчӗ  Наташа. Телевизор ярсан та ӑна пӑхас килмерӗ унӑн. Ачисем шӑнкӑравласан та ытлашши нумай калаҫмарӗ. Пӗрмай шухӑша путрӗ.

— Анне, мӗн пулнӑ санпа? Тем сӑну улшӑннӑ санӑн. Чирлемерӗн пулӗ те, — видеоҫыхӑнӑва тухсан ыйтрӗ хӗрӗ амӑшӗнчен.

— Нимӗн те пулман. Сире кӗтетӗп, — пӑлханнине систерес темерӗ Наташа.

х  х  х

Ҫимӗкчен ҫичӗ хутчен шыва кӗмелле теҫҫӗ те — кӑҫал  вӑл йӑлана никам та пурнӑҫлаймарӗ пулас. Ял вӗҫӗнчи пӗвере ятарласа шыва кӗмелли вырӑн хатӗрленӗ пулсан та унта ача-пӑча та, аслисем те курӑнмарӗҫ. Ҫимӗкре Наташӑн кил-ҫурчӗ  савӑнӑҫлӑ шавпа кӗрлесе тӑчӗ. Масар ҫине кайса вилнисене асӑнса килсен кил хуҫи хӗрарӑмӗн юбилейне паллӑ тума сӗтел хушшине ларчӗҫ. Ытла нумай хӑна пухас темерӗ ултӑ теҫетке ҫула парӑнтарнӑ хӗрарӑм. Ара, коронавирус инфекцийӗ вуҫех пӗтмен. Ҫав  чире аран-аран парӑнтарнӑран Наташӑн шиклӗх туйӑмӗ сӗвӗрӗлмен-ха.

Уяв хыҫҫӑн тепӗр кунхине ҫемье килте канчӗ. Пӗрле кил-ҫурта тирпейлерӗҫ. Шӑматкун Наташа ачисемпе тӑван ялне васкарӗ. Вӑл ҫуралса ӳснӗ ҫуртӑн палли те ҫук. Вӗсем ӑна упӑшкипе сутсах тухса кайнӑччӗ. Ӑна туяннӑ ҫамрӑк мӑшӑр капмар ҫурт ҫӗклесе лартнӑ. Ку тӑрӑхра ҫывӑх тӑванӗсем те ҫукпа пӗрех. Наташа кашни ҫулах  ашшӗпе амӑшӗн вил тӑприйӗсем ҫине каять. Кӑҫал  масар ҫине пысӑк йышпа килчӗҫ —  хӗрӗпе ывӑлӗ те ҫемйисемпе пур.

Масар ҫинче ҫын йышлах мар.  Ку ялти йӑлапа ытларахӑшӗ вилнисене асӑнма кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫеҫ килет.

— Салам, Наташа! Тинех  тӗл пултӑм сана, — Наташа  умне  кӗмӗл тӗслӗ ҫӳҫлӗ, хура куҫлӑх тӑхӑннӑ, яка тумланнӑ арҫын пырса тӑчӗ.

— Салам. Тем паллаймарӑм.

— Хура куҫлӑха хывмасӑр ӑҫтан паллайӑн ӗнтӗ, — терӗ те хайхи арҫын куҫлӑхне хывса йӑл кулчӗ:

— А_а-а Палларӑм. Валера! Ӑҫтан  йӑтӑнса антӑн эсӗ?

— Яла таврӑнтӑм та, эсӗ масар ҫине килетӗнех пуль тесе кунта иртерех ҫитес терӗм. Кунта калаҫса тӑма аванах мар. Телефон номерне пар-ха. Тӗл пулсах калаҫӑпӑр. Эпӗ Чӑваш Ене яланлӑхах килтӗм, — хӑйӗн ҫинчен  кӗскен пӗлтерчӗ Валера.

— Хула пурнӑҫӗнчен йӑлӑхрӑн-им?

— Ватлӑхра тӑван кӗтес хӑйӗн патне чӗнчӗ. Ачасем унтах юлчӗҫ. Юрӗ, тӗл пуличчен, сире чӑрмантарас мар, — тесе  хавас кӑмӑлпа пӑрӑнса утрӗ арҫын.

— Анне, кам пулчӗ ку? Питӗ тӗреклӗ те хитре арҫын вара, — амӑшне аллинчен тытрӗ Ирина.

— Пӗр класра вӗреннӗ Валера. Ӑна 40 ҫул курманччӗ.

Тӑрук Наташӑн ҫан-ҫурӑмӗ тӑрӑх сивӗ хум чупса иртрӗ. Ара, ҫак арҫыннӑн сӑнарӗ тӗлӗке килет вӗт. Тинех палласа илчӗ вӑл ӑна.

—  Шухӑшлама та пултарайман кун пирки. Вӑ-ӑт тӗлӗк…

Валера тепӗр куннех  шӑнкӑравларӗ.

— Ыран сирӗн пата пырӑп. Калаҫса ларӑпӑр. Вӑхӑт тупӑнать-ши санӑн?

— Хӑнасене яланах тарават. Тен, пӗрле вӗреннӗ туссене те чӗнер?

— Лайӑх шухӑш ку, анчах хальхинче мар-ха. Паян вырсарникун, хулана  кайма та пуҫтарӑнчӗҫ пуль. Тепӗр чухне тӗл пулӑпӑр. Пӗрле калаҫса лармаллах, кашнин шӑпи мӗнле йӗркеленнине пӗлес килет. Ыран вара иксӗмӗр кӑна тӗл пулар.

40 ҫул курман Валерӑна кӗтсе Наташа вӗри апат хатӗрлерӗ. Хӑй темшӗн пӑлханчӗ. Хитре кӗпе тӑхӑнчӗ, пит-куҫне кӑштах сӑрларӗ. Хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнчӗ хӗрарӑм: юлашки 5 ҫулта шкапри япаласем ҫине куҫ хӳрипе те пӑхманччӗ. Халӗ унӑн хитре курӑнас килчӗ, чӗри ыррӑн тапрӗ.

— Анне, Валера пирӗн пата апат ҫиме килмест ӗнтӗ, ытлашши ан ӑшталан-ха. Холодильник  ахаль те туп-тулли, — амӑшне хавхалантарчӗ Ирина. – Эпир сире ҫамрӑклӑх авӑрне путма, чуна уҫса калаҫма чӑрмантармӑпӑр. Пӗр парта хушшинче ларнӑ Оля ӗнерех хӑйӗн патне йыхравларӗ. Эпир  унта кайӑпӑр.

 Ирина ачисемпе машинӑна ларса тепӗр яла вӗҫтерчӗҫ. Коля ҫемйипе арӑмӗн ялне кайрӗ. Наташа пӗчченех юлчӗ.

Мӑшӑрӗ ҫӗре кӗнӗренпе ун патне  ют арҫын килменччӗ. Кӳршӗ-аршӑ мотоблокпа ҫӗр улми лартма, курӑк ҫулса пуҫтарма пулӑшаҫҫӗ-ха. Хӑй вӑхӑтӗнче Вася вӗсене нумай пулӑшнӑ. Кӳршӗ арҫыннисем Наташӑшӑн ют ҫын мар ӗнтӗ. Вӗсен арӑмӗсемпе канашламасӑр  нимӗн те ӗҫлеттермест. Ӗҫленӗшӗн укҫа сӗнсе пӑхать, анчах лешсем илмеҫҫӗ.

Хапха умне чаплӑ машина чарӑнсан Наташа хӑнана хирӗҫ тухас тесе саппунне, тутӑрне салтрӗ.

— Хӑвӑрт ҫитрӗн.  Машинӑна питӗ хытӑ хӑваларӑн-им? — терӗ хӑнана сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн Наташа.

— Ара, сирӗн тӑрӑхра ҫул яп-яка. Пирӗн ялтан тухма вара чӑрмавлӑ. Асфальта юсама саплама тесе шӑтӑк-путӑк чавнӑ, анчах хӑҫан  якатса пӗтересси паллӑ мар.

Тӗлпулӑва чечек ҫыххисӗр килмест ҫав йӗркеллӗ арҫын. Валера  Наташӑна хитре ҫыхӑ тыттарчӗ. Упӑшки ҫӗре кӗнӗренпе, ывӑлне шутламасан, арҫынран чечек илсе курманччӗ вӑл. Ырӑ шӑршӑллӑ ҫыхӑ Наташӑн кӑмӑлне ҫӗклерӗ.

Валентина Кириллова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *