Воскресенье, 25 октября

Ӗмӗрӗпех халӑх хушшинче пулнӑ

Ӗмӗрӗпех халӑх хушшинче пулнӑ

«Атте мана вӑрҫа  тухса кайиччен йӑтса илсе ҫӳле ҫӗкленине ун чухне пилӗк ҫулта анчах пулсан та питӗ лайӑх ас туса юлнӑ. Ун чухне вӑл юнлӑ ҫапӑҫу хирне тухса кайнине чухлайман та пулӗ. Турра тавах, киле чӗрех  ҫаврӑнса ҫитрӗ. Ачалӑхпа ҫамрӑклӑх вӑрҫӑ  тата ун хыҫҫӑнхи ҫулсене лекрӗ. Йывӑрлӑхсене нумай курнӑ пулсан та ҫак ҫула ҫитме пултартӑм», — терӗ Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакан В.Т.Зайцева. Валентина Тимофеевна ҫак кунсенче 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Кинемей 9 теҫеткерен  иртнӗ пулин те иртнине лайӑх астӑвать, тӗплӗн каласа парать.

Малтан ялти, кайран Хырай Ӗнелӗнчи шкулсене ҫӳренӗ. Ашшӗ хӗрӗсене  питӗ малалла вӗрентесшӗн пулнӑ. Темӗнле йывӑр пулсан та укҫа-тенкӗ тупса Комсомольски вӑтам шкулне пӗтерме май панӑ.  Валентина  аттестат илнӗ вӑхӑтра  аппӑшӗ аслӑ шкулта вӗреннӗ, йӑмӑкӗ Анна (А.Т.Ежергина ӗмӗр тӑршшӗпе ачасене пӗлӳ парса «Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» ята тивӗҫнӗ) Комсомольскине малалла пӗлӳ илме кайма хатӗрленнӗ. Ҫӑмӑл мар пурнӑҫпа пурӑнакан ҫемьене укҫа-тенкӗ ҫитерме йывӑр килнӗ. Вӗренсе пӗр-пӗр специальноҫ илес ӗмӗчӗсем пулсан та хӗр пулӑшу пултӑр тесе ялти сысна фермине ӗҫлеме кӗнӗ. Пӗрре те ҫӑмӑл пулман ҫамрӑк хӗре. Сыснасем ҫӑвӑрланӑ вӑхӑтра ҫӗрӗн-кунӗн вӗсен умӗнче тӑма тивнӗ. Темӗнле кӑткӑс пулсан та хӑйне шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа туса пынӑ.

Пӗр сысна аминчен  24 ҫура илнӗшӗн Валентина Тимофеевна 1955 ҫулта Пӗтӗм Союзри ял хуҫалӑх выставкине те кайма тивӗҫнӗ. Анчах та укҫа-тенкӗ ыйтӑвне пулах тӗп хуламӑрта пулайман вӑл. Выставка медальне паянхи кун та тирпейлӗ  упрать. Пултарулӑхне кура ӑна уй-хир бригадирӗ пулма шанаҫҫӗ. Ку ӗҫре вӑл 3 ҫул вӑй хурать.

1960 ҫулта Валентина пӗр ялта пӗр вӑхӑтра ҫитӗннӗ каччӑпа Сергей Зайцевпа пӗрлешет. Ҫемьеллӗ пулнӑ хыҫҫӑн бригадир ӗҫне пӑрахать, колхозрах  тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлет. 1966 ҫулта вара районти ҫыхӑну узелӗн Хырай Ӗнелӗнчи уйрӑмне ӗҫе кӗрет. Вӑл Ҫӗнӗ Сӗнтӗр тата Ахмет ялӗсене хаҫат-журналпа, ҫыру-телеграммӑпа тивӗҫтерме пуҫлать. 1992 ҫулчченех ҫак ӗҫре тӑрӑшать вӑл. «Вӑхӑт ҫитсен тивӗҫлӗ канӑва тухрӑм. Вӑл вӑхӑтра пенсионерсене ӗҫлемелле мар тесе саккун тухнӑччӗ. Шел, асфальтлӑ ҫулпа велосипедпа ҫӳреймерӗм. Унчченхи такӑр мар ҫула вӑл вӑхӑтра асфальт сарса тикӗсленӗччӗ.  Хӑнӑхнӑ, юратнӑ ӗҫрен уйрӑлма ҫӑмӑл пулмарӗ», — тет халӗ Валентина Тимофеевна пӑшӑрханнӑ пек пулса.

Ҫул тенӗрен, 26  ҫул хушшинче Хырай ,нел — Ҫӗнӗ Сӗнтӗр, Ахмет — Ҫӗнӗ Сӗнтӗр маршрутсемпе миҫе ҫӗр ҫухрӑм хыҫа хӑварман-ши? Йӗпе-сапаллӑ, ҫил-тӑманлӑ кунсенче вӑл вӑхӑтра ҫул ыйтӑвӗ чӑннипех те ҫивӗч пулнӑ. Район центрӗнчен ялсене почта илсе ҫитерме те кун пек вӑхӑтра хӗн килнӗ. Ҫынсем ҫырӑннӑ хаҫат-журнала, вӗсен ячӗпе адресланӑ ҫырусемпе открыткӑсене, телеграммӑсене яла ҫитерсен те вӗсене килсем тӑрӑх салатмалла пулнӑ.  Пӗр яла анчах мар-ҫке, сахал-и, нумай-и, Ахмет ялне те ҫитернӗ. Киле каҫа юлса таврӑннисем те сахал мар пулнӑ. Вӑл вӑхӑтра ял ҫыннисем нумай хаҫат-журнал ҫырӑнса илнӗ. Учительсемпе ытти специалистсен ҫемйисем 10—15 тӗрлӗ издани илсе тӑнӑ.

«Тӗрки-тӗркипе «Тӑван Атӑл», «Ялав», «Капкӑн», «Хатӗр пул» журналсем килетчӗҫ. Вӗсене урапапа е ҫунапа туртса килнӗ. Ачасем ӳсерехпе пулӑшатчӗҫ ӗнтӗ, вӗсем ҫитӗниччен хам ҫӳренӗ, пӗчченех Ҫӗнӗ Сӗнтӗрти 100 ытла, Ахметри 28 киле салатнӑ. Вӑл вӑхӑтра хаҫат-журнал ҫырӑнман пӗр кил те пулман. Пичет изданийӗсене сарма заданисем паратчӗҫ. Эпӗ вӗсене яланах ирттерсе пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ», — каласа парать почта ӗҫӗн ветеранӗ.

Сергей Викторовичпа вӗсем 5 ача пӑхса ҫитӗнтернӗ. Хӑйсем кунӗпе ӗҫре пулсан та вӗсене тивӗҫлӗ воспитани парса  ӳстерме тӑрӑшнӑ. Мӗн май килнӗ таран ачасемпе юнашар пулма вӑхӑт тупнӑ. Хӑйсем колхозра ӗҫлемесен те ҫӗрулми, выльӑх кӑшманӗ ҫумламалли лаптӑксене икшер пай илнӗ. «Ачасем мӗн пӗчӗкрен ӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнса ӳсччӗр, яваплӑха туйччӑр тесе тимленӗ. Ашшӗ, мӗн ачаранах спортпа туслӑскер, шкулта физкультура учителӗнче ӗҫлекенскер ывӑл-хӗрсем вӑй-хал енчен ҫирӗп ҫитӗнччӗр тесе тӑрӑшатчӗ. Ачасемпе килте час-часах шашкӑлла вылятчӗ. Кӗҫӗн хӗр, Рина, ку енӗпе спорт турнирӗсенче те ҫӗнтерӳҫӗсен йышне пӗрре мар кӗнӗ», — сӑмахне малалла тӑсать Валентина Тимофеевна. Сӑмах май, унӑн мӑшӑрӗ Сергей Зайцев районти чи ӑста шашистсенчен пӗри пулнӑ.

Валентина Зайцева почтальонкӑра ӗҫленӗ май яланах халӑх хушшинче ҫӳренӗ. Ӑна пӗрре мар ял совет депутатне суйланӑ. Райсовет депутачӗ те пулнӑ вӑл.

Ӗҫри хастарлӑхшӑн чылай наградӑна тивӗҫнӗ. «Социализмла ӗҫ ударникӗ», «Пилӗкҫуллӑх ударникӗ» тата ытти паллӑсем тимиҫе те унӑн. 1985 ҫулта пултаруллӑхшӑн ӑна «Районти чи лайӑх почтальон» ят панӑ. Районти ҫыхӑну узелӗн Хисеп хӑми ҫинчен унӑн сӑнӗ кайман. 1986 ҫулта ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа туса пынӑшӑн «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» медальпе наградӑланӑ.

Паянхи кун Валентина Тимофеевнӑн 6 мӑнук, 4 мӑнмӑнук. Вӗсем юратнӑ кукамӑшӗ-асламӑшӗ патне килсех тӑраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра В.Зайцева кӗҫӗн хӗрӗпе пурӑнать. «Чӗркуҫҫисем  сураҫҫӗ, ҫул ҫинче шӑннисем хӑйсене аса илтереҫҫӗ пулӗ», —тет «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ хисеплӗ ҫын. «Пурнӑҫ  лайӑх халӗ, вӑрҫӑ ҫеҫ чарӑнтӑрччӗ», — тет вӑл. Кинемей мӗн май килнӗ таран ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшма тӑрӑшать.

Малашне те сывлӑхпа пурӑнмалла пултӑр ӗмӗрне ӗҫре ирттернӗ ҫыннӑн, ачисемпе мӑнукӗсен юратӑвӗпе хисепӗ вӑй парса пыччӑр.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *