Ҫӗр ҫинче пысӑк чун-чӗреллӗ ҫынсем пурӑннипе тӗнче илемлӗ те ӑшӑ. Йӑлмахва ялӗнче пурӑнакан Елизавета Рыжова ҫакӑн пек ҫынсенчен пӗри. Елизавета Григорьена 96 ҫулта пулин те алӑран ӗҫ ямасть. Кашни минутпа, сехетпе, кунпа туллин усӑ курать. Вӑл кашни кунах ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли ӑшӑ чӑлха-нуски ҫыхать. Мӗн чухлӗ нуски ҫыхнине хӑй те татӑклӑн калаймасть.
— Чылай, урисем ан шӑнччӑр ҫеҫ, — тет кинемей.
Мӗн тери маттур та ӗҫчен Елизавета Григорьевна! Ӗҫпе пиҫнӗ алӑсем куҫ ҫумне куҫ хушса, илемлӗ ҫиппе ҫыхса чӑлха хыҫҫӑн чӑлха пулать. Унӑн ӑшӑ та ӗҫчен аллисем ывӑнмасӑр ӗҫлеччӗр.
Альбина ЕФРЕМОВА.

