Пятница, 23 октября

Халӑх пуҫаруллӑран – ял хӑтлӑ

Халӑх пуҫаруллӑран – ял хӑтлӑ

Тукай Мишер ялӗнче пуҫаруллӑ, ӗҫчен  ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫакна вӗсем пӗрре кӑна мар тӗслӗхсемпе ҫирӗплетнӗ.

Ку тӑрӑхра  ҫуртсем кӑмпа пек ҫӗкленеҫҫӗ, мӑшӑрсем пӗрлешеҫҫӗ, ачасем ҫуралаҫҫӗ, ял халӑхӗ йышланать. Тӑван тӑрӑхра пурӑнма хӑтлӑ та меллӗ пултӑр тесе Тукай Мишерӗнче чылай ӗҫ пурнӑҫланать.  Вӗсем ЧР Правительстви сӗнекен проектсенчен, программӑсенчен нихӑҫан та айккинче юлмаҫҫӗ. Акӑ, халӗ те ялта пурӑнакансем «Ниме — халӑх бюджечӗ» проекта хастар хутшӑнаҫҫӗ.  Ҫавна май проектпа килӗшӳллӗн ҫитес ҫул Тукаймишерсем Габайдуллин ячӗпе хисепленекен тӗп  урамри  ҫула тӗпрен юсаса ҫӗнетес тата тротуар  тӑвас  тӗллевлӗ. Асӑннӑ урамра пурнӑҫ «вӗресе» тӑрать: ачасем шкула, ача садне васкаҫҫӗ, аслӑрахисем мечете ҫитеҫҫӗ.  Ҫавӑнпа та ялти пуҫаруллӑ ушкӑн асӑннӑ урамра ҫынсене утса ҫӳреме тротуар кирлех тесе шутлать.  Тукай Мишерӗнче пурӑнакансем «Ниме — халӑх бюджечӗ» проектпа ҫитес ҫул усӑ курас тӗллевпе хӑйсен тӳпине хывма та ӗлкӗрнӗ. Чи малтанах ял ҫыннисемпе ыйтӑва сӳтсе явнӑ, пуҫаруллӑ ушкӑн йӗркеленӗ, укҫа-тенкӗ хывнӑ. Апла  пулсассӑн халӑхӑн пуҫаруллӑ шухӑшӗ ӗҫе кӗрессе шанаҫҫӗ.

Гелия Гинатуллина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *