Суббота, 10 октября

Тӑван чӗлхе – халӑх чунӗ

Тӑван чӗлхе – халӑх чунӗ

Сентябрӗн 8-мӗшӗнче, Пӗтӗм Раҫҫейри  халӑх чӗлхин кунӗнче, округри Этнобиблиотекӑра сӑвӑ вулакансен «Истоки дружбы» конкурсӗ иртрӗ.

Ҫак кун вулавӑшра чӑваш, вырӑс, тутар халӑхӗсен сӑвви, юрри хаваслӑ янӑрарӗ. Конкурса аслӑрах ҫулхисем те, вӗренекенсем, те ача садне ҫӳрекенсем те хутшӑнчӗҫ. Кашнине итлесе ларма ҫав тери кӑмӑллӑ пулчӗ. Мӗнле маттур, пултаруллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ Каҫал тӑрӑхӗнче. Жюри  членӗсене — район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Евгения Соколовӑна, культура, туризм тата архив ӗҫӗсен пайӗн начальникне  Дария Грибовӑна, тӗп библиотека директорне  Инна Ядровӑна чи маттурисене суйласа илме ҫӑмӑл пулмарӗ. Апла пулин те конкурсра  пултаруллисене палӑртса хӑвармаллах.

Чи ҫамрӑк сӑвӑҫсенчен  Матвей Максимова («Рябинушка»), Злата Кадыковӑна (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ), Илья Чапрасова  («Радуга» ача сачӗ) палӑртса хӑварчӗҫ. Шкул ачисенчен Айпи Громова, Мария Пыркина, Лилиана Гайзатуллина, Азалия Адиева, Йосыф Гайнутдинов, Алия Хабибуллина, Дарья Арсентьева пултаруллӑ пулчӗҫ. Аслӑрах ҫулхисенчен Любовь Филиппова, Минадора Гаврилова Дипломсене тивӗҫрӗҫ.

Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакансем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫаҫҫӗ пулсассӑн та, пире пурне те  туслӑх, хутшӑну пӗрлештерсе тӑрать. Тӑван чӗлхе темрен хаклӑ пурлӑх.

Вера Горбунова.   

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *