Воскресенье, 11 октября

Сывлӑх сыхлавӗн тӗрекӗ — ҫамрӑк специалист

Сывлӑх сыхлавӗн тӗрекӗ — ҫамрӑк специалист

Тӗп больницӑра «Вӑрах та хастар пурнӑҫ»  («Продолжительная и активная жизнь») наци проекчӗпе килӗшӳллӗн сывлӑх сыхлавӗн  сферине ҫамрӑк специалистсене явӑҫтарасси тӗп вырӑна хураҫҫӗ. Ҫавна май ҫамрӑк ӗҫченсем кунта ҫӑмӑллӑнах ӗҫе тытӑнаҫҫӗ. Ҫак кунсенче  Комсомольски тӗп больницинче Наталья Воробьева  ҫамрӑк специалист — врач-терапевт ӗҫлеме тытӑннӑ.

Наталья Воробьева  Александровка ялӗнче ҫуралса ӳснӗ,  2018 ҫулта Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчен пиллӗк паллӑпа, ылтӑн медальпе вӗренсе тухнӑ.  Экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытса, алла аттестат илнӗ хӗр тӗп хулари И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетне вӗренме кӗнӗ. Аслӑ пӗлӳ илме вӑл тӗллевлӗ программӑпа кайнӑ. Халӗ ординатурӑран пиллӗк паллӑпа вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ҫамрӑк  тухтӑр  пӗлӗве  тӑван округ тӗп больницинче практикӑра усӑ курма хатӗр. 

«Эпӗ врач профессине суйласа илнӗшӗн,  халӗ район больницинче ӗҫленӗшӗн савӑнатӑп.   Ҫамрӑксемшӗн тӗллевлӗ программӑпа вӗренни ҫав тери паха. Алла диплом илсессӗнех ӑҫта ӗҫлеме каяссине пӗлсе тӑратӑн. Эпӗ Каҫал тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, мана кунта пурте ҫывӑх. Ҫавӑнпа та ӗҫе тытӑнма та ҫӑмӑл. Шкул вӑхӑтӗнче тӗп больницӑна тӗрӗсленме ҫӳренӗ чухне, тухтӑрсем, медицина сестрисем ӗҫленине тӗлӗнсе кайса сӑнаттӑм. Хам та вӗсем пек  пулма шухӑшлаттӑм. Ӗмӗт пурнӑҫланчӗ. Эпӗ паян — тухтӑр, вӗсемпе ҫуммӑн ӗҫлетӗп.  Паллах, тӳрех ӗҫе тытӑнма ҫӑмӑл мар иккен. Апла пулин те аслӑ юлташсем пулӑшнӑран ҫӑмӑлрах. Сӑмахран, терапи уйрӑмӗн заведующийӗ Надежда Вячеславовна Ефремова  мӗнле ӗҫлемеллине куллен вӗрентсе пырать. Вӑл манӑн — наставник. Пӗлекен вырӑнта, паллакан, пулӑшакан ҫынсемпе  ӗҫе хӑнӑхма  ҫӑмӑлрах. Ҫавӑнпа та манӑн тӗллев — ҫынсене сиплесси, вӗсене канашпа, сӗнӳпе пулӑшасси, — тет ҫамрӑк тухтӑр  Наталья Геннадьевна.

Ҫамрӑк тухтӑр пирки каласа хӑварас  пулсассӑн, вӑл  ӗҫе тытӑнсанах  «Земский  доктор» программӑпа  тӗллевлӗн  усӑ курнӑ. Ҫак программа ҫамрӑксене профессипе ӗҫлеме пуҫласассӑн  уйрӑмах пысӑк пулӑшу кӳрет.

Инна Ефремова,

район больницин тӗп тухтӑрӗ:

«Пирӗн коллективра ҫамрӑк специалистсем  чылайӑн пулнине  палӑртма кӑмӑллӑ. Ҫамрӑк тухтӑрсемпе пӗрле ӗҫлеме   уйрӑмах аван. Вӗсенчен  вӗренмелли те пур.  Эпир тӑрӑшуллӑ,  ӗҫе  чунтан юратакан кашни специалиста май  килнӗ таран пулӑшма, вӗрентсе пыма хатӗр.  Килӗшӳллӗхре, ӑнлануллӑхра  ҫамрӑксене ӗҫлеме ҫӑмӑлрах».

Ирина КОРНИЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *