Ҫак кунсенче Ҫӗмӗрле хулинче Республикӑри XII-мӗш «Парад маршевых ансамблей — 2026» фестиваль конкурс иртрӗ.
Унта Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем те хутшӑнчӗҫ. Барабан калакан хӗрсен «Олимп» отрячӗ фестиваль-конкурсран ҫӗнтерӳпе таврӑнчӗ. Вӗсем республикӑри 10 муниципалитетри командӑсем хушшинче малти вырӑна йышӑнма пултарчӗҫ. А.Романова, М.Денисова, М.Мамуткина, Е.Меньшикова пултаруллӑ та мал ӗмӗтлӗ пулнине тепӗр хутчен ҫирӗплетсе пачӗҫ.
Евгений Федотов

