Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн ҫулсеренех «Ачана шкула пуҫтар» акци иртет. Кӑҫал вӑл августӑн 17-мӗшӗпе 28-мӗшӗччен иртрӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейӗпе йӗркелекен акцие Комсомольски округӗнче пурӑнакансем ҫулсеренех хастар хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та акци вӑхӑтӗнче ачасем валли чылай япала пуҫтарма май килчӗ. Халӑха пулӑшу паракан центра пурте хавас кӑмӑлпа, ачасене пулӑшас тӗллевпе килчӗҫ. Уйрӑмах округ администрацине, вӗренӳ пайне, район больницин, ӗҫпе тивӗҫтерекен центр коллективӗсене, Валентина Столяровӑна, Татьяна Галзановӑна, Сергей Сорокина, Маринӑпа Карина Петухова, Юлия Смирнова ҫамрӑк волонтерсене тата ыттисене те ачасене вӗренӳ хатӗрӗсем парнеленӗшӗн — пысӑк тав. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ кашнин асӗнче ырӑпа ҫырӑнса юлтӑр.
Ольга Николаева.

