Пятница, 23 октября

Ӗмӗрне ӗҫре ирттернӗ – 90 ҫула ҫитнӗ

Ӗмӗрне ӗҫре ирттернӗ – 90 ҫула ҫитнӗ

Ҫитес ҫул Киров поселокне пуҫласа янӑранпа 80 ҫул пулать. 1947 ҫулта хальхи Хирти Сӗнтӗр террритори уйрӑмне кӗрекен  тӑрӑхран, Хирти Мӑнтӑрпа Турхан тата ытти ялсенчен ҫынсем кунта куҫса килсе пурӑнма тытӑннӑ. Вӑл ҫулсене астӑвакансенчен пӗринпе, Киров поселокӗнче пурӑнакан Христина Петровна Красновӑпа курса калаҫрӑм. Ҫак кунсенче вӑл 90 ҫул тултарать.

Ӗмӗрӗнче хура-шурне, йывӑрлӑхсене чылай курнӑ  пулин те, хӑйне ҫирӗп тытать вӑл. «Урасем сураҫҫӗ, ҫӳреме кансӗр. Йывӑр ҫулсенче фермӑра ӗҫлени хӑйӗн йӗрне хӑварчӗ пулӗ. Ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те ураран резина атӑ кайман. Витесенче хӗлле сивӗччӗ, кӗркуннепе ҫуркунне чӗркуҫҫи таран пылчӑк ҫӑрӑлатчӗ. Пур ӗҫе те алӑ вӑйӗпе тума тивнӗ. Вӑл вӑхӑтра фермӑсенче механизаци пирки шутлама та пултарайман.  Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче Ҫӗнӗ Александровка сӗт-ҫу ферминче ӗҫлеме тӳр килчӗ те унта пачах та урӑхла ӳкерчӗк. Ӗҫлес те ӗҫлес килсе тӑрать. Витесем таса та ҫутӑ, пушмакпа ҫӳреме пулать. Эпир вара 50—70-мӗш  ҫулсенче питӗ йывӑр условисенче ӗҫленӗ», — тет Христина Петровна. Поселокри пӗтӗм пурнӑҫ ун куҫ умӗнче пулса иртнӗ. Ӗмӗрӗпех ҫакӑнта пурӑнса тӑван тӑрӑх аталантӑр тесе нумай тӑрӑшнӑ. Тӑхӑр теҫеткене ҫитнӗ пулин те, ӑс-тӑн енчен ҫирӗп вӑл. 80 ҫул хушшинче поселок мӗнле аталанса пынине тӗплӗн каласа пама пултарать. Поселокри  ачасене унпа калаҫса, унӑн аса илӗвӗсене ҫырса илме сӗнес килет. Ҫакӑ историшӗн, ҫитес ӑрушӑн паха пулмалла.

«Эпир Нӗркеҫ ялӗнче пурӑннӑ. Аттене «халӑх тӑшманӗ» тесе айӑпланӑ та ҫемьене Ҫӗпӗре ӑсатнӑ. Вӑл вӑхӑтра эпӗ 3 ҫулта анчах пулнӑ. 10 ҫул тӑван тӑрӑхран инҫетре  пурӑннӑ хыҫҫӑн Нӗркеҫе таврӑнтӑмӑр. Ман атте ялти ҫӗнӗ вырӑна пурӑнма куҫса каяс текенсем ҫумне хутшӑнчӗ. Ялта хамӑрӑн ҫурт пулман. Ҫӗнӗ вырӑна куҫса каякансем, камӑн пӳрчӗсем пулнӑ вӗсене куҫарса кайнӑ, ҫӗнӗ ҫуртсем туянса илсе пынӑ. Пирӗн ҫемье малтан   ҫӗрпӳртре пурӑнчӗ.  Атте ӑна чӑн-чӑн пӳрт пекех хӑтлӑлатнӑччӗ. Эпир пынӑ вӑхӑтра хальхи Киров поселокӗ ларакан вырӑнта талкӑшӗпех эрӗм тата ытти ҫум курӑк кашласа ларатчӗ. Вунпӗр ҫулсенче ҫеҫ пулнӑ пулин те аслисемпе тан вӗсене тасатма хутшӑннӑ. Перчеткесем пулман, алӑсем юн тухичченех курӑка тӑпӑлтарнине ас тӑватӑп», — каласа парать Христина Краснова.

Тепрер ҫултан хӗр поселокри ачасемпе Ҫӗнӗ Каҫал ялне пуҫламӑш шкула вӗренме ҫуран ҫӳреме тытӑнать. Ҫулӗ ҫывӑх мар пулнӑ, йывӑрлӑхсем чылай курнӑ. Вӗренес туртӑм пысӑк пулнӑ та, пӗтӗм кӑткӑслӑха ҫӗнтерсе малалла ӑнтӑлнӑ. Шкулта лайӑх паллӑсемпе ҫеҫ ӗлкӗрсе пынӑ. Малалла вӗренес шухӑшӗ те пулнӑ. Вӑрнарти совхоз-техникума ветеринар пулма экзаменсем  панӑ. Кунта ӑна «халӑх тӑшманӗн» хӗрӗ пулни те чӑрмав кӳнӗ. Укҫа-тенкӗ енчен хӗсӗкки те хӑй ӗҫне тунӑ. Ҫапла вара хӗрӗн специалист пулас ӗмӗчӗ татӑлнӑ. Ҫамрӑк ялти сурӑх ферминче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫу кунӗсенче колхозри выльӑхсене кӗтӗве кӑларсан черетпе ҫитерме ҫӳренӗ, пушӑ кун пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхри ытти ӗҫсене хутшӑннӑ. Пӗр вӑхӑт та усӑсӑр ларман вӑл. Магнитогорск хулинче чукун ҫул ҫинче те пӗр ҫулталӑк ӗҫленӗ. Унтан алра тытмаллӑх укҫа-тенкӗ илсе килсе ҫемьене пулӑшу панӑ. Пӗр поселок каччипе Павел Красновпа пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрнӑ. Мӑшӑрӗ малтан Киров ячӗллӗ, кайран «Россия» колхозра механизаторта тӑрӑшнӑ. Христина Петровна вара  колхозри фермӑсенче вӑй хунӑ. Сурӑхсем те, чӑх-чӗп те, хурсем те пӑхма тивнӗ ӑна. Пур ҫӗрте те тӑрӑшулӑхпа палӑрса тӑнӑ мӑшӑр. Вӑй ҫитерсе ҫӗнӗ ҫурт лартнӑ, хуралтӑсем ҫӗкленӗ. Картиш тулли выльӑ-чӗрлӗх тытнӑ. Мӑшӑрӗпе ултӑ  ывӑлпа пӗр хӗр  пӑхса ҫитӗнтернӗ. Вӗсене тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Мӗн пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхтарнӑ, пӗр-пӗрне пулӑшмаллине, аслисене хисеплемеллине, тӑван тӑрӑха юратмаллине вӗрентнӗ. Ултӑ ывӑлӗ те Совет ҫарӗнче службӑра пулнӑ. Ачисем пурте хӑйсене килӗшекен специальность суйласа  илнӗ. Вӗсем килӗштерсе пурӑннишӗн, яланах тӑванӗсене пулӑшма хатӗр пулнишӗн чунтан савӑнать амӑшӗн чӗри. Вӗсене ура ҫине тӑратма ҫӑмӑлах пулман. Христина  Петровнӑпа мӑшӑрӗ иртен пуҫласа каҫчен  ӗҫре пулнӑ. Ачисем, аслисем кӗҫӗннисене пӑхса килти ӗҫсене пурнӑҫлама хӑнӑхса ҫитӗннӗ. Амӑшӗ ҫӗвӗ ӗҫне лайӑх пӗлекенскер вӗсен тум-тирне хӑех ҫӗлесе пама тӑрӑшнӑ. Красновсен ҫуртӗнче ҫур ҫӗр хыҫҫӑн та ҫутӑ сӳнмен,  колхоз ӗҫӗ хыҫҫӑн ывӑннине пӑхмасӑр Христина Петровна ҫӗвӗ машини умӗнче ларнӑ. Халӗ Красновсен тӗпренчӗкӗсем ӳссе ҫитӗннӗ ӗнтӗ. Мӑшӑрланса хӑйсен хуҫалӑхӗсемпе пурӑнаҫҫӗ. Христина Петровнӑна 14 мӑнукӗ, 5 мӑнмӑнукӗ савӑнтарть. Хӑй вӑл кӗҫӗн ывӑлӗн ҫемйипе пурӑнать.  Урисем ыратнипе пахчана тухаймасть, алса-нуски ҫыхать.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшма тӑрӑшать. Вӗсем валли ӑшӑ япаласем  хатӗрлет. Юлашки ҫулсенче ҫеҫ 30—40 мӑшӑр чӑлха нуски ҫыхса панӑ.

Ачисемпе мӑнукӗсем тӑван кӗтесе килсен чунтан савӑнать. Вӗсен пурнӑҫӗпе интересленсех тӑрать, ҫитӗнӗвӗшӗн чунтан хӗпӗртет. Амӑшӗн чӗри вӗсене кирлӗ канаш-сӗнӳсем пама яланах хатӗр. Ӳссе ҫитӗннӗ пулсан та вӗсем уншӑн ачасемех пулса  юлаҫҫӗ. 90 ҫул нумай та пек туйӑнать. Анчах та унӑн йӑх-ӑрӑвӗнче вӑрӑм ӗмӗрлӗ ҫынсем те пулнине шута илсен сахал та. Малашне те нумай ачаллӑ хӗрарӑмӑн, ӗмӗр тӑршшӗпе терт-нуша  курнӑ ҫыннӑн сывлӑхӗ пултӑр. Ачисемпе мӑнукӗсен юратӑвӗпе хисепӗ нумай ҫул пурӑнма вӑй парса тӑччӑр.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *