Воскресенье, 11 октября

«Ҫӗнӗ шкул» проект ҫӗнӗлле ӗҫлеме хистет

«Ҫӗнӗ шкул» проект ҫӗнӗлле ӗҫлеме хистет

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланчӗ. Округри вӗрентӳ ӗҫӗнче тӑрӑшакансемпе вӗренекенсемшӗн яваплӑ тапхӑр тытӑнчӗ. Педагогсем тарӑн пӗлӳпе тивӗҫӗ воспитани парас енӗпе, ачасем ҫутӑ та ӑшӑ классенче ытларах пӗлӳ илес, тавра курӑмне аталантарас енӗпе тимлӗҫ. Округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗн, вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Е.Н. Соколовӑпа йӗркеленӗ калаҫура та вӗрентӳ учрежденийӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки сӑмах пырӗ.

— Евгения Николаевна, округри вӗрентӳ учрежденийӗсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне  мӗнле кӑтартусемпе кӗтсе илчӗҫ?

— Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗ пирки калаҫма пуҫличчен  вӗренӳ сферинчи иртнӗ ҫулхи  лару-тӑрупа кӗскен паллаштарса хӑварасшӑн. Яланхи пекех округри педагогсем хӑйсен тӗп тӗллевӗсене туллин пурнӑҫларӗҫ тесе ҫирӗплетсех каламалла. Ҫакна экзаменсен пӗтӗмлетӗвӗсем туллин  ҫирӗплетеҫҫӗ. Шкул пӗтерекен 124 ача Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗсем пачӗ. Урмаел вӑтам шкулӗнчи Рине Арифуллина вырӑс чӗлхипе 100 балл, виҫӗ предметпа пурӗ 294 балл пухрӗ.  Шкулсенчи ытти вӗренекенсем те япӑх мар пӗлӳ кӑтартрӗҫ. Шкул пӗтерекенсенчен  28 проценчӗ е 35 вӗренекен пӗрремӗш тата иккӗмӗш степеньлӗ медальсене тивӗҫрӗ.

Ачасен пӗлӳ шайне палӑртаканни — олимпиадӑсем. Вӗсенче вӗренекенсем пӗлӳпе пӗрлех хӑйсен анлӑ тавракурӑмне те кӑтартаҫҫӗ. Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче пирӗн округри шкулсенчи 87 вӗренекен  14 предметпа Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен олимпиадин регионти тапхӑрне хутшӑннӑ. Вӗсенче 2 шкул ачи ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ, 9-шӗ призерсен шутне кӗнӗ. Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи И.Филиппов Раҫҫей шайӗнче призерсен йышӑнче пулнӑ. Вӗсемсӗр пуҫне наци предмечӗсемпе иртнӗ олимпиадӑсене  Тукай Мишер, Урмаел, Аслӑ Чурачӑк, Комсомольский 2-мӗш вӑтам шкулӗсенчи 28 вӗренекен  хӑйсен пӗлӗвне кӑтартнӑ, 13-шӗ  ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем пулса тӑнӑ. Регионсем тата халӑхсем хушшинчи тупӑшусенче пурӗ 8 призлӑ вырӑнсем ҫӗнсе илнӗ. Ачасене хатӗрлекенсем ырӑ сӑмахсене тивӗҫлӗ.

Иртнӗ ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх  кӑҫал Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн стипендине — 17, Комсомольски округӗн пуҫлӑхӗн стипендине 20 пултаруллӑ вӗренекен тивӗҫнӗ.

Округри шкулсем  конкурссене те хастар хутшӑннине палӑртма кӑмӑллӑ. Акӑ, Хирти Явӑш вӑтам шкулӗ «Мир возможностей» проектпа иртнӗ  Пӗтӗм Раҫҫейри «Движение Первых» конкурсра 2-мӗш вырӑн йышӑнса 300 пин тенкӗлӗх грант ҫӗнсе илчӗ. Ҫакӑн пек ҫитӗнӳ Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн те,  вӑл 200 пин тенкӗлӗх гранта тивӗҫрӗ. Комсомольский 1-мӗш вӑтам шкулӗ «Отличные соседи» конкурсра ҫӗнтерсе 170 пин тенкӗлӗх грантлӑ пулчӗ. Ку ҫитӗнӳсем те педагогсемпе вӗренекенсен пӗрлехи тӑрӑшулӑхне ҫирӗплетеҫҫӗ.

— Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланчӗ терӗмӗр…

— Ҫак ятпа округри пур шкулсенче савӑнӑҫлӑ линейкӑсем иртрӗҫ. Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче  16 шкул, 4 ача сачӗ, шкулсем ҫумӗнчи шкул ҫулне ҫитменнисен 14 ушкӑнӗ, хушма пӗлӳ паракан 3 учреждени ачасене кӗтсе илчӗ. Вӗсенче пурӗ тӗрлӗ ҫулхи  2853 ача пӗлӳпе воспитани илӗ. Вӗсенчен 146-шӗ  кӑҫал пӗрремӗш хут парттӑсем хушшине ларчӗ. Шел пулин те пуҫласа шкул алӑкне уҫакан ачасен йышӗ чакса пырать. Кӑҫал та  иртнӗ ҫулхинчен 24 ача сахалрах пулчӗ. Ку педагогсене анчах мар округра пурӑнакан пур ҫынна та пӑшӑрхантармалла. Ачасем сахалланни шкулсене реструктуризаци тӑвасси патне илсе пырать.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн пур вӗрентӳ учреждение те комисси пӑхса ҫаврӑннӑ. Вӗсенче ачасене пӗлӳ илме, тӗрлӗ енлӗн аталанма условисем ҫителӗклӗ пулнине палӑртнӑ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пулӑшнипе республика бюджетӗнчен округри шкулсене 5 миллион ытла тенкӗлӗх  7110 вӗренӳ кӗнекисем килсе ҫитнӗ.

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн ҫӗнӗ ҫуртне хута ярасси пырать. Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулне тӗпрен ҫӗнетеҫҫӗ. Юсав ӗҫӗсем «Колосок» ача садӗнче те пыраҫҫӗ. Чӗчкен тӗп шкулӗнче спортӑн ӑслӑ площадки хута кайнӑ.  «Ҫӗнӗ шкул» проект вӗрентӳ ӗҫне улшӑнусемпе ҫӗнӗлӗхсем кӗртме, ачасене тӗрлӗ енлӗ воспитани парас енӗпе тимлӗрех тӑрӑшма хистет.

— Евгения Николаевна, хальхи вӑхӑтра шкулсенче профориентаци  ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрма сӗнеҫҫӗ. Пирӗн округра ку енӗпе лару-тӑру мӗнлерех-ши?

—  Ку енӗпе ӗҫсем ачасем шкул ҫулне ҫитичченех пуҫланаҫҫӗ тесен те тӗрӗсех пулӗ. Виҫӗм ҫул «Агролаборатория» проект хута кайнӑччӗ. Унтанпа округри пур ача садӗнче те агролабораторисем уҫрӑмӑр. Пӗчӗккисем унта ачаранах ҫӗр ӗҫ культурине алла илме хӑнӑхаҫҫӗ. Хӑйсем ӳсен-тӑран акса, лартса пӑхса ҫитӗнтерме хӑнӑхса пыраҫҫӗ. Малашне кун пек агролабораторисем ытти шкулсем ҫумӗнчи ачасен ушкӑнӗсенче те хута ярасшӑн. «Колосок» ача сачӗ республикӑри «Профессионалитет — детский сад» проекта хутшӑннӑ.

Пур шкулта та «Билет в будущее» (6—11-мӗш классем хутшӑнаҫҫӗ) проект ӗҫлет. Унӑн тӗллевӗ шкул сакки ҫинче ларнӑ чухнех ачана професси суйласа илме пулӑшасси пулса тӑрать. Ҫак тӗллевпе шкулсенче тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ, вӗренекенсемпе производство объекчӗсене, аслӑ тата вӑтам пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче экскурсире пулаҫҫӗ. Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче Чӗчкен тӗп шкулӗнче ӳсен-тӑран тата вӗсен селекцийӗ енӗпе  агротехнологин виҫӗ класӗ уҫӑлчӗ.

Ҫывӑх вӑхӑтри тӗллев — шкулсенче профильлӗ классен шутне ӳстересси.

— Ачаранах Тӑван ҫӗршыва юратни, хамӑр культурӑна пӗлсе ӳсни пысӑк пӗлтерӗшлӗ…

— Ҫапла. Патшалӑх символӗсен пӗлтерӗшне туяссине, вӗсене хисеплессине вӑйлатма шкулсенчи эрне пуҫламӑшӗнчи линейкӑсем ҫӗршыв ялавне ҫӗкленипе тата Раҫҫей гимне янратнипе пуҫланасси йӑлана кӗнӗ. «Разговоры о важном» проектпа ирттерекен мероприятисем  ачасене ӑс-хакӑл, тӑван культурӑпа истори пуянлӑхне лайӑхрах пӗлме, ӑнланма пулӑшаҫҫӗ.

Патриотизмла воспитани парас ӗҫ пур шкулсенче те пулса пырать. Уйрӑмах Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи кадет класӗсем ку енӗпе палӑраса тӑраҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗ шайри конкурссене хутшӑнса малти вырӑна тухаҫҫӗ. Ку шкулти ҫамрӑк армеецсем темиҫе ҫул ӗнтӗ округри «Зарница 2.0» ҫарпа спорт вӑййисенче пӗрремӗш вырӑн йышӑнаҫҫӗ, республикӑра та малтисен йышӗнче. Кӑҫал ҫавӑн пек вӑйӑсенче вӗсем республикӑра тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.

«Паттӑр партти» проект вӗренекенсене ентешсен ячӗсене асра тытма, Тӑван ҫӗршыв историне хисеплеме вӗрентет. Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ҫеҫ округра 8 ҫӗрте «Паттӑр партти» уҫнӑ. Малашне те ачасене патриотизмла воспитани парас  енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлемелле.

— Вӗрентӳ учрежденийӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ, ҫитӗнӗвӗсем унта тӑрӑшакансенчен нумай килет. Ку енӗпе округра мӗнлерех-ши?

— Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче 252 учитель, шкул ҫулне ҫитмен организацийӗсенче 74 воспитатель тата хушма пӗлӳ паракан организацисенче 21 педагог  вӑй хурӗ. Педагогика ӗҫченӗсен 80 проценчӗ пӗрремӗш е аслӑ квалификаци категориллӗ. Математика, физика, акӑлчан чӗлхи тата кӗҫӗн классене вӗрентекенсем кирлӗ. Кӑҫал «Земский учитель» программӑпа Асанкасси тата Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗсене учительсемпе тивӗҫтертӗмӗр. Округра тӗллевлӗ вӗрентӳ системи аталанса пырать. Хальхи вӑхӑтра аслӑ шкулсенче килӗшӳпе  16 студент пӗлӳ илет.  Малашне те ку енӗпе ӗҫсем пырӗҫ. Шкулсенче ачасене пӗлӳ пама вӗрентекенсем ҫителӗклӗ пулччӑр тесе тӑрӑшасси те пирӗн тӗп тӗллевсенчен пӗри.

— Евгения Николаевна, калаҫушӑн тавтапуҫ.

Юрий Гаврилов хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *