Воскресенье, 25 октября

Ҫӗнӗлӗхсене вӗреннӗ

Ҫӗнӗлӗхсене вӗреннӗ

Сентябрӗн 18, 19, 20-мӗшӗсенче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин тӑххӑрмӗш созывӗн депутачӗсен тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн саккӑрмӗш созывӗн депутачӗсен суйлавӗ иртет. Ун умӗн августӑн 24-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 9-мӗшӗччен республикӑри пур муниципалитетри  участокри суйлав комиссийӗн членӗсемпе те вӗренӳ иртмелле.

Августӑн 27-мӗшӗнче  пирӗн округри участоксенчи  суйлав комиссийӗн членӗсем вӗренӗве пуҫтарӑннӑ. Занятире вӗсем участоксенчи суйлав комиссийӗн ӗҫӗн тӗп тапхӑрӗсене пӑхса тухнӑ% интерактивлӑ ӗҫ блокночӗ, суйлавҫӑсен списокне  тӗрӗслени, суйлав лаптӑкӗсӗр  пуҫне урӑх вырӑнта сасӑлатарасси, суйлав документацине упрасси тата сейфпакетсемпе усӑ курасси. Уйрӑмах сасӑсене шутласси, штатлӑ мар лару-тӑру сиксе тухсан пурнӑҫламалли ӗҫсен алгоритмӗ ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.

Ҫакӑн пек вӗренӳ участоксенчи суйлав комиссийӗн членӗсене суйлав саккунне лайӑхрах пӗлме, суйлава хатӗрленнӗ тата ӑна ирттернӗ вӑхӑтра кирлӗ ӗҫсене пахалӑхлӑ тума май параҫҫӗ.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *