Пятница, 23 октября

Ҫунтарнӑшӑн – штраф

Ял ҫыннисен халӗ хӗрӳ вӑхӑт. Пурте ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, пахчасенче тирпейлеҫҫӗ. Ҫавна пулах юлашки вӑхӑтра  ҫынсем ҫӗрулми авӑрӗсене, типнӗ курӑка ҫунтарнине асӑрхама пулать.

Тӗслӗхрен, Комсомольски салинче каҫсерен сывлама та йывӑр, уҫӑлса ҫӳреме те кансӗр.  Тӗтӗм-сӗрӗмпе аслисем те ачасем те сывлаҫҫӗ, ҫакӑ пирӗн  сывлӑха нумай сиен кӳрет. Унсӑр пуҫне тата кил-тӗрӗшре ӑпӑр-тапӑр ҫунтаракансене те штраф параҫҫӗ. Вӗсен виҫисем вара пысӑк. Вут-кӑвартан асӑрханӑр!

Ҫӗрулми аврисене ан ҫунтарӑр!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *