Воскресенье, 11 октября

Ҫирӗп кӑмӑллӑ, маттур, пуҫаруллӑ

Ҫирӗп кӑмӑллӑ, маттур, пуҫаруллӑ

— Кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнче паллӑ пулӑм, асра юлакан самант пур. Маншӑн тӗрлӗ ҫулта тӗрлӗ шайра иртекен суйлав кунӗ яланах пысӑк яваплӑхпа, ҫав вӑхӑтрах савӑк кӑмӑлпа та ҫыхӑннӑ. Мӗншӗн тесен тӑван ҫӗршыв, республика, округ пуласлӑхӗшӗн хамӑрӑн сассӑмӑра пани кирлех, — ҫакӑн пек ҫирӗп шухӑшсемпе пуҫларӗ калаҫӑва  Тукай Мишерӗнчи суйлав участокӗн председателӗнче нумай ҫул тӑрӑшакан Гелия Минсаитовна Сафиуллина (сӑн ӳкерчӗкре).

Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи   ҫамрӑк та хастар специалиста чи малтанах, ялти 820-мӗш  суйлав участокӗн членӗ пулса ӗҫлеме шаннӑ.

«Яваплӑ тивӗҫе пуҫӑниччен малтанах шиклентӗм. Суйлав тапхӑрӗ ӑнӑҫлӑ тата пахалӑхлӑ иртсе кайнине кура-ши тепӗр сасӑлаврах мана хамӑрӑн участокра председатель пулма шанчӗҫ. Унтанпа 23 ҫул шаннӑ ӗҫре тӑрӑшатӑп, — калаҫӑва малалла тӑсрӗ хастар общественник.

Обществӑшӑн пархатарлӑ ӗҫ туни ял-йыш умӗнче яланах сумлӑ, хисеплӗ. Гелия Минсаитовна  ӗҫӗпе пурте кӑмӑллӑ. Унӑн ӑшӑлӑхӗпе ырӑ кӑмӑллӑхӗ, ӗҫченлӗхӗпе сӑпайлӑхӗ пурне те хӑй патне туртать. Пушӑ вӑхӑта нихӑҫан та алӑ усса ларса ирттермест кил хуҫи хӗрарӑмӗ. Кил-тӗрешре те яланах тирпейлӗ те хӑтлӑ.

Гелия Сафиуллина суйлавӑн малтанхи тапхӑрӗсене сӑпайлӑн ҫеҫ аса илчӗ. «Хальхи вӑхӑтри суйлавпа 23 ҫул каяллахин йӗрки пӗр пулин те, кӑткӑслӑхӗпе расна. Ун чухне комисси членӗсен пурне те алӑ вӗҫҫӗн, питӗ тимлӗ шутласа пурнӑҫлама тиветчӗ. Интернет тапхӑрӗ вӑй илсен ӗҫ ансатланчӗ. Йӑнӑшсене те шыраса тупма ҫӑмӑл. Ун чухне вара пӗр бюллетень шучӗ тухмасан темиҫе хут шутланӑ», — аса илчӗ вӑл малтанхи ҫулсенчи суйлав кунӗсене.

Пурнӑҫра эпир чылай чухне хамӑра кирлине, тивӗҫтерекеннине, лайӑх кӑтарту тума пултаракан варианта суйласа илетпӗр. 20 ытла ҫул участокра тӑрӑшакан ӗҫчен суйлав кунӗнче бюллетеньсенчи паллӑ пирӗн малашлӑха уҫӑмлатма, пурнӑҫ хӑтлӑхне лайӑхлатма  пулӑшнине ҫирӗп пӗлет. Ҫавна май Тукай Мишерӗнче  пурӑнакан кашни ҫын суйлава хутшӑнасса ҫирӗп шанса тӑрать. 

Алевтина Ефремова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *