Воскресенье, 11 октября

Черетлӗ ыйту – Комсомольскинчи культура ҫурчӗ

Иртнӗ тунтикун муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин  «Вконтакте» социаллӑ сетьре черетлӗ «1 ыйту — 1 хурав» тӳрӗ эфир ирттерчӗ. Унта сӑмах Комсомольскинчи культура ҫурчӗ пирки пычӗ.

Кунӗпе ӗҫленӗ хыҫҫӑн округ центрӗнче пурӑнакансен чунтан канса пушӑ вӑхӑта усӑллӑ та савӑнӑҫлӑ ирттерес килет. Комсомольскинчи культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем ку енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ-ха. Анчах та культура ҫурчӗ кивелнӗ, вӑл паянхи пурнӑҫ ыйтӑвне туллин тивӗҫтермест. Культура ҫурчӗ тӑвас ыйту чылайранпа пырать.

Паянхи кун вара культура ҫурчӗн ҫӗнӗ проектне хатӗрлес енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Ӑна хӑш вырӑнта лартас пирки икӗ вариант тӑнӑ.  Округ центрӗ сарӑлса пынӑҫемӗн ӑна ҫӗнӗ ҫуртсем ҫывӑхнерех тӑвас шухӑш та пулнӑ. Унта инженери тата ытти енӗпе условисем хальлӗхе ҫителӗксӗр пулнипе культура ҫуртне хӑйӗн вырӑнӗнчех тума йышӑннӑ.

Проект тӑвасси хӑвӑрт пулакан ӗҫ мар. Ҫитес ҫул пуҫламӑшӗнче вӑл хатӗр пуласса шанаҫҫӗ. Экспертиза тухса Чӑваш Республикин адреслӑ инвестици программине кӗртсен строительство ӗҫӗсем пуҫланмалла. Ку енӗпе ЧР культура министерствипе тачӑ ҫыхӑну тытса тӑраҫҫӗ.

Ҫӗнӗ культура ҫурчӗн проектне пӑхса тухнӑ чухне унта ӗҫченсем валли те, коллективсене репетицисем ирттермелли вырӑнсене те шута илнӗ. Курав залӗ 300 ҫын вырнаҫмаллӑх пулмалла. Комсомольскинчи искусствӑсен шкулӗн ҫуртӗнче округри ачасене кирлӗ таран пултарулӑхне аталантарма вырӑн сахалрах пулнине шута илсе ҫӗнӗ культура ҫуртӗнче вӗсен валли те вырӑн пулмалла.

Тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче Николай Никандрович  тӗпрен илсен ҫак шухӑшсене палӑртрӗ.

Юрий ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *