Воскресенье, 11 октября

Хирсенче ӗҫ шавӗ чакмасть

Хирсенче ӗҫ шавӗ чакмасть

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче  тырпултан пушаннӑ лаптӑксем кунран-кун хушӑнсах пыраҫҫӗ. Уяр кунпа усӑ курса «хир карапӗсем»  иртен пуҫласа каҫченех хирте ӗҫлеҫҫӗ.

Сентябрӗн 2-мӗшӗ тӗлне округӗпе 6710 гектар пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене пуҫтарса кӗртнӗ. Ку пурнӑҫламлли ӗҫ планӗнчен — 54,3 процент. Йӗтемсем ҫине пурӗ 21619 тонна тырӑ кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ хальлӗхе кашни гектар пуҫне — 32,2 центнер.

Ҫавӑн пекех хуҫалӑхсенче ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ. Хальлӗхе ҫак ӗҫе 58 гектар ҫинче пурнӑҫланӑ. Ку енӗпе «Слава картофелю» агрофирма тата Самаринӑн фермер хуҫалӑхӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Вӑтам тухӑҫ кашни гектар пуҫне — 414 тонна. 

Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче, фермер хуҫалӑхӗсенче кӗр тыррисене вӑхӑтра акса хӑварма ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ. Хальлӗхе 565 гектар кӗрхи тулӑ акса хӑварнӑ.

Хирсенче ӗҫ шавӗ кӗрлесе тӑрать.  Ҫӗр ӗҫченӗ мӗн ҫитӗнтернине вӑхӑтра пуҫтарса  кӗртес тесе тӑрӑшать.

Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *