Урмаел сали округра ӑнӑҫлӑ аталанса пыраканнисенчен пӗри. Кунта пурӑнакансем ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗклеҫҫӗ, хуралтӑсем тӑваҫҫӗ. Ҫамрӑксем хушшинче те тӑван тӑрӑха юлакансем чылай. Ҫавӑнпа та демографилле лару-тӑру та лайӑхрах.
Ялта пурӑнакансем ҫулсеренех «Ниме — халӑх бюджечӗ» проекта хастар хутшӑнаҫҫӗ. Кунта юлашки ҫулсенче анчах пуҫаруллӑ проектсемпе чылай ӗҫ пурнӑҫланӑ. Халӑх хӑйсем пурӑнакан тӑрӑх илемлӗ те хӑтлӑ пултӑр тесе тимлет.
Ҫитес ҫул кунта «Ниме — халӑх бюджечӗ» проекта хутшӑнса Урмаелӗнчи Ленин урамӗнче ҫула юсасшӑн. Проекта хатӗрлесе ҫитернӗ, ӗҫ планне ҫирӗплетнӗ, пуҫару ушкӑнӗ йӗркеленӗ.
Ял инфраструктурине аталантарас тӗлӗшпе «Ниме — халӑх бюджечӗ» проект пысӑк пулӑшу панине ял халӑхӗ ӑнланса йышӑнать. Ҫула юсассине те ял ҫыннисем ырларӗҫ, укҫа-тенкӗ хыврӗҫ. Комисси ӑна ҫирӗплетессе, ҫитес ҫул ку урамра пурӑнакансене тикӗс те такӑр ҫул савӑнтарасса шанаҫҫӗ. Фидаил Рахимзянов.

