Чӑваш Республикин Правительстви хамӑр пурӑнакан тӑрӑхри ҫутҫанталӑк таса та тирпейлӗ пултӑр тесе нумай тӑрӑшать. Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви тӑратнӑ икӗ пастановление ырланӑ.
Вӗсенчен пӗри Комсомольскинчи саккунпа хупнӑ свалка вырӑнне тирпейлесе йӗркене кӗртмелли ӗҫсен проектне хатӗрлеме субсиди парасси ҫинчен калать. Пирӗн округ администрацийӗ муниципалитетсем хушшинче ҫӗнтерсе 17,8 миллион тенкӗ субсидие тивӗҫет.

