Пятница, 23 октября

Пулӑшу мелӗсем хутшӑнаҫҫӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен тата вӗсен ҫемйисене социаллӑ пулӑшу  парассине палӑрмаллах ӳстересси пирки Указ ҫине алӑ пуснӑ. Унта   ятарлӑ ҫар операцине кайиччен вӑл пӑхса пурӑннӑ пур ҫын та, тӑванлӑх шайне пӑхмасӑр, ҫемье членӗсем шутне кӗрессине палӑртнӑ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса инвалида тухнӑ ҫынсене, вӗсем миҫемӗш  ушкӑнри инвалид шутланнине пӑхмасӑр пулӑшу мерисем яланлӑхах пулса пымалла. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ҫын ҫемйинчи студентсене вӗри апатпа  вӑл бюджет е коммерци майӗпе вӗреннине пӑхмасӑр тивӗҫтермелле.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне ҫӗнӗ мерӑсене хӑ- вӑртрах ӗҫе кӗртме хушнӑ.

«Эпир хамӑр паттӑрсемпе вӗсен ҫемйисене пулӑшассин йӗркине  ҫирӗплетсех пыратпӑр. Чӑваш Ен хӑйӗн хӳтӗлевҫисемпе яланах юнашар пулать. Эпир паттӑрлӑха асра тытатпӑр,  хӑюллӑхпа мухтанатпӑр, вӗсен тата ҫывӑх ҫыннисем пирӗн пур енлӗ пулӑшӑва туйччӑр тесе тӑрӑшатпӑр», — тенӗ республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *