Фармацевтра ӗҫлес тесен тарӑн пӗлӳллӗ пулни ҫеҫ ҫителӗксӗр, ҫынсемпе хутшӑнма пӗлмелле, чӑтӑмлӑх кирлӗ, кашни килекене мӗн кирлине ӑнланса пулӑшу кӳме хатӗр пулмалла. Енчен те аптекӑра пирӗнпе кӑмӑллӑн калаҫсан, кирлӗ эмеле суйлама пулӑшсан эпир унта ӗҫлекенсене шанма пуҫлатпӑр, тепрехинче те вӗсем патнех васкатпӑр. Комсомольскинчи 41-мӗш аптекӑран шӑпах ҫавӑнпа халӑх татӑлма та пӗлмест. Кӑмӑллӑ фармацевтсем кашни килекене мӗн пӑшӑрхантарнине ыйтса пӗлсе пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.
Коллективра хальхи вӑхӑтра 25 ҫын тӑрӑшать. Алевтина Ильина директор учрежденин ӗҫне пӗлсе йӗркелесе пырать. Фармацевт ӗҫӗ ҫынсене кирлӗ эмеле тупса парассинче ҫеҫ мар. Кунта тӑрӑшакансем медикаментсен усӑ курмалли срокӗсене куллен тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ, вӗсене кирлӗ пек упрамалли условисемпе тивӗҫтереҫҫӗ, вӑл е ку эмеле рецепт тӑрӑх парассине те пысӑк яваплӑхпа тимлеҫҫӗ, пахалӑх докуменчӗсене тӗрӗслеҫҫӗ. Аптекӑра телефонпа е онлайн мелпе маларах заказ парса хума та пулать. Енчен те ҫын хӑй аптекӑна пыраймасть пулсан Комсомольскинче пурӑнакансене эмелсене киле пырса памалли пулӑшу та ӗҫлет. 2024 ҫултанпа реабилитацин техникӑлла хатӗрӗсемпе электрон сертификатсем урлӑ тивӗҫтерессине те хута янӑ. Суту-илӳ залӗнче тӳлевсӗрех тонометрпа усӑ курса артери пусӑмне тата чӗре таппине тӗрӗслеме пулать. Ҫакӑ та Комсомольскинче пурӑнакансемшӗн тата ялсенчен округ центрне килнӗ ҫынсемшӗн питӗ меллӗ. Енчен те урамра пынӑ чухне хӑвӑра япӑх туйсан кунта кӗрсе юн пусӑмне виҫме май пур. Кирлӗ пулсан ертсе пыракан менеджер тонометр суйлама та пулӑшать, унпа тӗрӗс виҫме те вӗрентет.
— Эпир ҫынсемшӗн ӗҫлетпӗр. Вӗсем кӑмӑллӑ пулни, пире шанни — чи пысӑк награда. Пирӗн коллективра чӑн-чӑн профессионалсем вӑй хураҫҫӗ. Вӗсем ӗҫе хӑйсен пӗлӗвне ҫеҫ мар, чунӗн пӗр пайне параҫҫӗ. Кашниех хӑйӗн тивӗҫӗсене пӗлсе пурнӑҫланине кура аптека ӗҫӗ кал-кал пырать. Эпир округра пурӑнакан кашни ҫын квалификациллӗ пулӑшу илме пултартӑр тесе куллен тимлетпӗр, — уҫать шухӑшне аптека ертӳҫи Алевтина Николаевна.
Аптекӑра тӑрӑшакансем ӗҫре ҫеҫ мар, округӑн обществӑлла пурнӑҫӗнче те питӗ хастар. Акӑ, сӑмахран, Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн вӗсем «Ҫӗнтерӳ моди» тата «Ҫӗнтерӳ пӗрлӗхре» акцисенче активлӑ пулнӑ. «Катюшӑна» пӗтӗм ҫӗршывӗпе юрлатпӑр» патриотла акцире ҫак легендарлӑ юрра тӗлӗнмелле илемлӗ шӑрантарнӑ. Туслӑ коллектив ытти акци-конкурссене хутшӑнма та вӑхӑт тупать.
Иртнӗ эрнере фармацевтикӑра вӑй хуракансем хӑйсен професси уявне паллӑ тунӑ. Ҫӗрпӳ хулинче ҫакна халалласа савӑнӑҫлӑ мероприяти йӗркеленӗ. Унта Комсомольскинчи 41-мӗш аптекӑра тӑрӑшакансем те хутшӑннӑ. Уявра «Чи лайӑх аптека — 2026» конкурса та пӗтӗмлетнӗ. Професси конкурсӗ икӗ тапхӑртан тӑнӑ. Чи малтанах республикӑра пурӑнакансем хушшинче интернет-ыйтӑм ирттернӗ. Иккӗмӗш тапхӑрта конкурсантсем хӑйсен аптекисен презентацийӗсене хатӗрлесе куракансене вӗсемпе паллаштарнӑ, ҫавӑн пекех творчество номерӗсем те кӑтартса панӑ. Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх пирӗн округ фармацевчӗсем конкурсран Дипломпа таврӑннӑ.
Вӗсене малашне те хӑйсен пархатарлӑ ӗҫӗнче ӑнӑҫу сунатпӑр.
Наталья Калашникова.

