Вторник, 13 октября

Стандартсӑр кинемей

Калав

Валентин Константинов

Кӗтерне ял пуҫӗнче ларса канма шутларӗ. Район хулинчен килекенскер, автобус ҫинчен анса юлчӗ те пӗр-икӗ ҫухрӑм ҫуранах утрӗ. Ҫул тӑршшӗпех шухӑшсемпе асапланса пынӑ май кӑштах ывӑнчӗ те, сывлӑш ҫавӑрса ярас тенӗн пысӑках мар тӗмеске ҫине вырнаҫса ларчӗ. Ҫӳллӗ ҫӗрте вӑл, аялта ал тупанӗ ҫинчи пек улӑх-ҫаран, кӳлӗ-вӑрман курӑнса выртаҫҫӗ. Юнашар — тӑван ял, чӗрере ҫӳрекен Аманик. Ашшӗ те, аслашшӗ те, мӑн аслашшӗ те ҫакӑнта ҫуралнӑ, ҫакӑнта ҫӗре кӗнӗ. Кӗтерне те тӑван тӑрӑхрах кун-ҫулне ирттерчӗ. Ҫакӑнта вӑл ҫемьеллӗ пулнӑ, ача-пӑча ӳстерсе ура ҫине тӑратнӑ. Ҫакӑнта вӑл ырми-канми колхоз-совхоз ферминче ӗҫленӗ, ир тӑнӑ та каҫхине киле таврӑннӑ. Пенсие тухсан та вырӑн ҫинче йӑваланса выртма вӑхӑт пулман. Ӗҫлекен ҫыншӑн ӗҫ пур тенӗ ваттисем, Кӗтернешӗн пӗр лӑпкӑ каҫ та ҫаврӑнса килмен — ялан такамшӑн тӑрӑшмалла пулнӑ, хӑв пирки шухӑшлама май пур-и ун пек чухне? 

Юлашки вӑхӑтра Кӗтерне вӑй ҫуккине туйма пуҫларӗ. Ир-ирех пуҫӗ ыратать, кӑмӑлӗ пӑтранать… Ялти фельдшер ҫуртне кайрӗ те унта вӑрҫсах каларӗҫ, пульницана выртма хушрӗҫ.

— Итлес пуль апла сире, — терӗ Кӗтерне. — Нихӑҫан та пулса курман, питӗ каяс килмест…

Качакипе чӑх-чӗпписене кӳршӗсене пӑхма хушса хӑварчӗ те район пульницине ҫитрӗ.

— Хӗрӗм, — терӗ вӑл ҫамрӑк врача. — Тухтӑрсем патӗнче ҫуралнӑранпа та пулман, пульницӑсем тӑрӑх ҫӳреме халӗ те вӑхӑт ҫук. Эсир мана хӑвӑртрах сыватма тӑрӑшӑр… Тата, пӗр килнӗскер, пӗтӗмпех сиплесшӗн хама, тепӗр хут тахҫан тухса килӗп сирӗн пата…

Врач ӑнланмасӑр пӑхрӗ Кӗтерне ҫине.

— Кинемей, сирӗн давлени пысӑк, паралич ҫапма пултарать… Камӑн куҫӗнчен пӑхӑр кайран…

— Никам куҫӗнчен те пӑхаймастӑп-ха эпӗ, — терӗ вӑл. – Упӑшка уйрӑлса кайрӗ, ачасем хулара. Пӗчченех пурӑнатӑп.

— Вӑт, вӑт, эпӗ те ҫакнах калатӑп, — ҫепӗҫҫӗн курӑнма тӑрӑшрӗ тухтӑр. — Давленирен сиплетпӗр. Кайран та эмел ӗҫсех тӑма тивет.

— Юрӗ, юрӗ, пысӑк тав сире… Тӑрӑшатӑр вӗт карчӑкшӑн… Тулӗк, пӗр килнӗҫем, куҫа та тӗрӗслеттересшӗн эпӗ…

— Начар куратӑр-и?   

— Начар та куратӑп… Сылтӑмминчен пӗр вӗҫӗмсӗр куҫҫуль юхать. Пӑхтарасшӑнччӗ… Алӑ сурать тата… Тем амакӗ, тем ҫитмест… Хӗр чухне фермӑра сивӗ шывпа нумай ӗҫленӗ, те ҫавӑ аса илтерет… Ура кӗллинче шӗпӗн пур, ҫавӑ ыраттарать…

— Кинемей, каҫар пире, анчах пур чире те пӗр вӑхӑтра сиплеме пултараймастпӑр. Пӗрне кӑна… Давленипе ҫыхӑннине… Стандарт пирӗн!

Кӗтерне ҫухалсах кайрӗ – тухтӑр мӗншӗн сиплесшӗн пулманнине тӳрех ӑнкарма пултараймарӗ.

— Мӗн-ши вӑл стандарт? —хӑюсӑррӑн ыйтрӗ вӑл.

— Министртан ыйтӑр, — терӗ ҫутӑ хӗр. — Ытти чирсене сипленӗшӗн пульницӑна укҫа тӳлемеҫҫӗ. Саккунӗ ҫапла.

— Стандартлӑ пулаймарӑм иккен… — пӑшӑлтатрӗ Кӗтерне. — ,мӗр тӑршшӗпе ларса-тӑмасӑр ӗҫлесен те стандартлӑ пулаймастӑн…

Вунӑ кун хушши шутласа ҫӳрерӗ ҫакӑн пирки кинемей. Халӗ те вӑл, аслӑ Аманик пуҫӗнче лараканскер, тухтӑр сӑмахӗсене пӗрерӗн-пӗрерӗн аса илчӗ. Министра куҫӗ умӗнче курасшӑн пулчӗ. Вырӑс-ши вӑл, чӑваш-ши? Арҫын-и, хӗрарӑм-и? Ялта ӳснӗ-ши, хула ҫынни-ши? Ӗҫ тӗлне пӗлнӗ-ши, е ихӗрсе ҫӳренӗ-ши? Чирлесессӗн хӑй мӗнле сипленет? Ахӑртнех, унӑн пӗр стандарт кӑна пулас ҫук. Темиҫе стандарт туса тултарнӑ-ха хӑйне валли? Арӑмӗ е упӑшки стандартсӑр ҫӳрес ҫук, ачи-пӑчи те… Кӗтернен вара пӗр стандартпах тивӗҫмелле. Ӑна валли урӑх ҫук. Фермӑра ӗҫленӗ чухне мухтаса мӗн тӗрлӗ кӑна хут памарӗҫ, уссийӗ вара чӗрне хури чухлӗ те ҫук. Вӗсен вырӑнне пӗр стандартпа тивӗҫтернӗ пулсан тем пекехчӗ…

«Мӗнлерех-ши вӑл, стандарт; — шухӑшларӗ Кӗтерне. — Ылтӑн сӑмахсемпе ҫырнӑ хут-и е кӑкӑр ҫине ҫакмалли орден-медаль-ши; Хаклӑ пуль ӗнтӗ, ҫавӑнпа пурне те памаҫҫӗ…» 

«Мӗн питӗ пӑшӑрханатӑп вара; — хӑйне хавхалантарчӗ кӑштахран кинемей. — Куҫа каҫсерен качака сӗтне тумлатса выртам-ха, иртсе каять… Таса мар кӗнӗ пуль, ҫуса кӑларать… Ал сурнине сӑмакунпа сӗрсе те ирттерсе яма пулать, ӳркенмелле мар. Тухтӑра шӗпӗн пирки каларӑм тата… Кирлӗччӗ-и ӑна аса илме; Хальччен ҫӳренине малалла та ҫӳрӗп-ха… Тупнӑ кулянмалли… Нумай стандарт вӑл нумай чир. Кирлӗ мар нимӗнле стандарт та! Ҫӳреччӗр министрсем хӑйсен стандарчӗсемпе!»  

Кӗтерне тепӗр хут таврана пӑхса ҫаврӑнчӗ. Авӑ, ҫав юманлӑх ҫумӗнче Акатуй ирттеретчӗҫ. Унта вӑл пулас мӑшӑрӗпе Михаляпа паллашнӑччӗ. Кунтах ӗне фермиччӗ, Кӗтерне ӗҫе ҫӳренӗ вырӑн. Пысӑк плитасемпех туса лартнӑччӗ юлашкинчен. Халӗ вӑл ҫук, темӗнле хуҫа пӑсса илсе кайнӑ терӗҫ. Лавкка туса лартнӑ тет-и; Аякра-аякра пусӑсем курӑнаҫҫӗ. Унта Михаля суха тунӑ, тырӑ вырнӑ. Аялтан тӑвалла ҫул хӑпарать. Ун тӑрӑх вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче амӑшӗ вӑкӑрсемпех района тырӑ леҫнӗ. Пӗррехинче лав ҫинче ҫывӑрса кайнӑ та хыҫалта пыракан вӑкӑр миххе туртса ҫурнӑ, тырри тӑкӑннӑ. Района ҫитсен хӑй вӑрланӑ тесе хупса хунӑ. Ял халӑхӗ (мӗнле хӑраман-ши тулӗк) ҫамрӑк хӗре ҫӑлма район центрне кайнӑ. Вара тин ӑна ирӗке кӑларнӑ…

Ҫӑмӑл пулнӑ-и пурнӑҫ? Кӗтерне чӗрине яланлӑхах пӗр кун кӗрсе юлнӑ.

Ҫуркунне ферма ӗнисене ҫуллахи лагере хуса каятчӗҫ. Лагерӗ улӑхра, Энӗш урлӑ вырнаҫнӑччӗ. Ирхине ирех, тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах тухса каятчӗҫ ӗне сума. Кӑнтӑрла та, каҫхине те уҫӑ кузовлӑ машина ҫине ларатчӗҫ те юрӑ юрласа улӑха, Лӑпӑса ҫул тытатчӗҫ.

Ҫав ҫул кӗркунне ир килчӗ. Чарӑнма пӗлмен ҫумӑрсем пуҫланчӗҫ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *