«Чӑваш Ен» Издательствӑпа полиграфи комплексӗн Чӑваш кӗнеке издательстви яш-кӗрӗме «Кӗмӗл калем» литература конкурсне хутшӑнма йыхравлать.
Унта 18—35 ҫулсенчи авторсем ҫак номинацисемпе чӑвашла е вырӑсла ҫырнӑ хайлавсемпе хутшӑнма пултараҫҫӗ:
— илемлӗ проза;
— документлӑ проза;
— поэзи.
Ятарлӑ номинаци те пур: ӳкерчӗксемпе е сӑн ӳкерчӗксемпе хатӗрленӗ истори (урӑхла каласан — комикс).
Конкурса хальччен пичетленмен ӗҫсене ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ, проза калӑпӑшӗ — 1 автор листи (40000 паллӑ), поэзи — 700 йӗрке, иллюстраци — 3000 тӑваткал сантиметр чухлӗ материал. Кашни номинаципе пӗр ӗҫ ҫеҫ тӑратма юрать.
Пӗрремӗш страницӑра автор ятне, хушаматне, ашшӗ ятне (пур пулсан — псевдонимне), хӑҫан ҫуралнине, телефон номерне, электронлӑ почтӑна, хӑш номинаципе хутшӑннине, хайлав ятне палӑртмалла. ,ҫсене майӑн 6-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш кӗнеке издательствин ҫуралнӑ кунӗнче, ноябрӗн 12-мӗшӗнче, чыслӗҫ.
Мала тухнисем дипломпа парнесене тивӗҫӗҫ, Чӑваш кӗнеке издательствинче стажировка тухма пултарӗҫ. Унсӑр пуҫне тӑватӑ номинацири ҫӗнтерӳҫӗрен пӗри конкурсӑн Гран-прине тивӗҫӗ, ӑна 50000 тенкӗ парса хавхалантарӗҫ.
Парнесене тивӗҫнӗ авторсен ӗҫӗсем тата жюри пайташӗсем палӑртнӑ хайлавсем «Кӗмӗл калем. Серебряное перо» сборника кӗрӗҫ.
Ӗҫсене glavred@ipk21.ru электронлӑ адреспа йышӑнаҫҫӗ. Конкурс йӗркипе тӗплӗнрех Чӑваш кӗнеке издательствин www.chuvbook.ru, «Чӑваш Ен» Издательствӑпа полиграфи комплексӗн ipk21.ru сайчӗсенче, «ВКонтакте» социаллӑ тетелте паллашма пулать.
Ҫамрӑк авторсен хайлавӗсене кӗтетпӗр!
Ольга ФЕДОРОВА.

