Вторник, 13 октября

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли)

Хаҫат тусӗсем йышланнӑ, тираж ӳснӗ

Район хаҫачӗн страницисене уҫсан, пирӗн тӑрӑхра  ҫӑмӑл атлетикӑпа, йӗлтӗр спорчӗпе, футболла, волейболла выляса ӑмӑртусем ирттернипе пӗрлех иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче бокс, штанга йӑтассипе те турнирсем пулса иртнине пӗлетпӗр.

1978 ҫулта Нӗркеҫри 8 ҫул вӗренмелли шкул команди «Ылтӑн шайба» призне ҫӗнсе илессишӗн хоккейла выляса республикӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Хаҫатӑн 1974 ҫулхи июлӗн 27-мӗшӗнче «Асӑрханӑр: колорадо нӑрри» статья куҫ тӗлне пулчӗ. Ӑна Канаш районӗнчи «Коммунизмшӑн» хаҫатран куҫарса пичетленӗ. Вӑл вӑхӑтра тата 10 ҫул ытла ҫак сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑ пирӗн тӑрӑхра ҫӗр ӗҫченне тарӑхтарман, паллах. Ял ҫыннисем малашне вӑл ҫӗрулмин чӑн-чӑн тӑшманӗ пулса тӑрасси пирки те шутлама пултарайман. «Июлӗн 16-мӗшӗнче «Советская Чувашия» совхозри Шакӑл ялӗнчи рабочисен ҫӗрулми участокӗсенче колорадо нӑррисем тупнӑ», — тенӗ унта. Вӑл нӑрӑ ӗрчевлӗ пулма пултарнине, пысӑк сиен кӳнине палӑртнӑ.

Авиаци колхозсене уй-хирти ӗҫсене пурнӑҫлама пулӑшнине, вӑрмансене сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑсенчен, чир-чӗртен им-ҫамсем сапни пирки пӗлетпӗр-ха. «Шанчӑклӑ, меллӗ, хӑвӑрт» статьяна Ҫӗнӗ Мӑратри аэропорт начальникӗ Н.Немцев ҫырнӑ. Унпа кӗскен паллаштарни паянхи хаҫат вулаканӗсемшӗн интереслӗ пулӗ: «Ҫур сехет хушшинче заказсене пурнӑҫлама май килчӗ. Тепӗр икӗ кунтан Давыдовсен ҫемйи Ҫӗнӗ Мӑратри аэропортран Шупашкар урлӑ Волгограда вӗҫсе кайрӗ. Ҫӗнӗ Мӑратри аэропорта уҫнӑранпа часах тӑватӑ ҫул ҫитет. Ҫак вӑхӑт хушшинче пиншер ҫын самолетпа ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсене вӗҫсе кайнӑ. Вырӑнти линипе кунтан АН-2 самолет Шупашкара ҫитиччен вӗҫет. Анчах билетсене пирӗн Тӑван ҫӗршывӑн хӑш хулине каймалла пулсан та малтанах заказ парса хума пулать. Акӑ, август уйӑхӗнче кӑна Ленинград, Дон ҫинчи Ростов, Мускав, Горький хулисене 8 пассажир вӗҫсе кайрӗ. Август уйӑхӗнче вара пӗтӗмпе 315 пассажир ӑсатрӑмӑр. Ҫӗнӗ Мӑратри аэропортран вӗҫекенсен йышӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Кӑҫалхи сакӑр уйӑхра 1900 пассажира яхӑн пирӗн аэропортран кайнӑ… Расписани тӑрӑх пирӗн аэропортран икӗ рейс пулать. Рейссем ирхине 9 сехет те 40 минутра тата кӑнтӑрла иртсен 2 сехет те 40 минутра пулаҫҫӗ» (1974 ҫулхи сентябрӗн 3-мӗшӗ).

 Хаҫатӑн  1976 ҫулхи июнӗн 5-мӗшӗнче «Микроавтомобиль ҫула тухать» статьяра Комсомольскинче пурӑнакан Александр Гоголев хӑй аллипе пӗчӗк ҫӑмӑл автомашина пуҫтарни пирки каласа парать. «Микроавтомобиле Серпуховри завод  кӑларакан кивӗ мотоколяска бази ҫинче пуҫтарнӑ. Сакӑр лаша вӑйлӗ двигатель, рама, руль управленийӗ унран. Машинӑна туртакан пайне хӑш-пӗр улшӑнусем кӗртнӗ. Хыҫалти мостне кӑштах анлӑлатнӑ. Малти мост амортизаторне лайӑхлатнӑ. Кузовне йӑлтах хам тунӑ. Иккӗн ларса ҫӳремелли микроавтомобиль сехетре 70 километр хӑвӑртлӑхпа пыма пултарать» каласа парать машина хуҫи.

1970 ҫулсенче хаҫатра ӗҫлекенсем Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранӗсем, ӗҫ паттӑрӗсем, пирӗн районта ҫуралса  ӳснӗ ҫынсем, ялсен историйӗ  пирки нумай статьясемпе очерксем ҫырнӑ. Хаҫат район пурнӑҫне тӗрлӗ енлӗ ҫутаттӑр тесе тӑрӑшнӑ.

Йывӑр пулсан та малалла

1980 ҫулсенче ҫӗршывра пысӑк улшӑнусем пулса иртнӗ. Совет Союзне нумай ҫул ертсе пынӑ Л.И.Брежнев 1982 ҫулхи ноябрӗн 10-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Хаҫатра ӗҫ коллективӗсем хурланнине пӗлтерекен ҫырусем чылай пичетленӗ. Ун хыҫҫӑн КПСС Генеральнӑй секретарӗ пулнӑ, ҫӗршыв пуҫӗнче тӑнӑ Ю.В.Андропов та, Г.У.Черненко та нумаях ӗҫлеймен. М.С.Горбачев вара обществӑна ҫӗнӗ варкӑш илсе кӗнӗ. Перестройка, урӑ пурнӑҫшӑн кӗрешесси пуҫланӑ. 80 ҫулсен вӗҫӗнче пирӗн чӗлхене «дефицит», «талон» сӑмахсем ҫирӗппӗнех кӗрсе вырнаҫнӑ. Халӑх уҫҫӑнлӑх пирки калаҫма пуҫланӑ.

Район хаҫатӗнче критикӑлла материалсем нумай пичетленме пуҫланӑ. Вулакансем те районти ҫитменлӗхсем пирки пӗлтерсе тӑнӑ. Ку тапхӑр хаҫат историйӗнче синкерлӗ пулӑмпа паллӑ пулса юлнӑ. 1989 ҫулта «Октябрь ялавӗ» хаҫатӑн корреспонденчӗ Николай Никифоров ҫухалнӑ. Тупӑнасса шанса, паллах, тӳрех ун пирки вулакансене пӗлтермен. «Кӗҫнерникун, 1989 ҫулхи мартӑн 2-мӗшӗнче, каҫхине ӗҫ вӗҫленсен «Октябрь ялавӗ» хаҫат сотрудникӗ Н.В. Никифоров килне таврӑнман» текен хыпар пичетленӗ. Кун пирки пӗлекенсене хаҫат редакцине е районти шалти ӗҫсен пайне шӑнкӑравлама ыйтнӑ. Корреспондент ҫухалнине чылайӑшӗ вӑл районти пысӑк пуҫлӑхсем пирки критикӑлла статьясем ҫырнипе сӑлтавланӑ. Шырав вӑхӑтӗнче хаҫатра ҫак ӗҫсем мӗнле пынипе паллаштарса тӑнӑ, вулакансен шухӑш-кӑмӑлне палӑртакан ҫырусене пичетленӗ. Журналист виллине 2 уйӑхран ҫеҫ тупма май килнӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫӗршыв, республика шайӗнчи пичет изданийӗсенче те уҫҫӑнлӑхшӑн кӗрешнӗ журналист пирки статьясем ҫапӑнса тухнӑ.  Хаҫатӑн   мартӑн 28-мӗшӗнчи номерӗнче «Вулакан ыйтать, сивлет, сӗнет» рубрикӑпа вулакансен ҫырӑвӗсемпе телеграммисене пичетленӗ. Н.Никифоров ӗҫне тӗпчеме республика шайӗнчен ҫеҫ мар, Мускаври следстви органӗсенче ӗҫлекенсем хутшӑннӑ. «Майӑн 3-мӗшӗнче районти ӗҫҫыннисем, шкул ачисем, районти тата республикӑри журналистсем «Октябрь ялавӗ»  хаҫат редакцийӗнче пай заведующи пулса ӗҫленӗ Николай Валентинович Никифорова юлашки ҫула ӑсатрӗҫ» (1989 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗ).

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *