Вторник, 13 октября

Патшалӑх Думинче пултӑмӑр

Патшалӑх Думинче пултӑмӑр

Чӑваш Республикинчи агропромышленноҫра ӗҫленӗ ветерансен союзӗн делегацийӗ йышӗнче  апрелӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Енрен Патшалӑх депутачӗ А.Л.Салаева чӗннипе Патшалӑх Думинче пултӑмӑр. Мускава эпир республикӑран 14-ӑн тухса кайрӑмӑр.

Алла Леонидовна пире тарават кӗтсе илчӗ, РФ Патшалӑх Думин ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсене хатӗрлес ӗҫсене хутшӑнни пирки каласа пачӗ, ыйтусене хуравларӗ.

Патшалӑх Думинче иртнӗ экскурси вӑхӑтӗнче пӗрремӗш хӗрарӑм-космонавтпа, авиаци генерал-майорӗпе, темиҫе созывра та Патшалӑх  Думине суйланнӑ В.В.Терешкова депутатпа тӗл пултӑмӑр. Вӑл чӑваш тӑрӑхӗ пирки ыйтса пӗлчӗ. Патшалӑх Думин сакӑр созывӗн депутачӗ, хӑй вӑхӑтӗнче совхоз директорӗ пулнӑ Н.М.Харитоновпа курса калаҫма та кӑмӑллӑ пулчӗ. Хӑй те ял хуҫалӑхӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ май, унпа ҫак отрасль пирки ытларах калаҫрӑмӑр. Вӑл пире тимлӗ итлерӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ. Раҫҫейри паллӑ политик,  ҫӗршыври телевиденири дебатсене тӑтӑшах хутшӑнакан ҫын, Патшалӑх Думин темиҫе созывӗн депутачӗ В.А.Никонов та пирӗнпе тӗл пулма хаваспах килӗшрӗ. Вӗсем пурте пирӗн республика пирки ыйтса пӗлнӗ май ӑна малалла та аталанма ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Пирӗн делегаци малалла РФ Оборона министерствин  «Победа» ҫарпа истори музейне ҫитсе курчӗ. Кунта Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ экспонатсемпе кӑмӑлласах паллашрӑмӑр.

РФ Патшалӑх Думине, саккунсем тата йышӑнусем хатӗрлекен центра ҫитсе курни, депутатсемпе калаҫни, «Победа» музейра пулни  пирӗн кӑмӑлсене кайрӗ. Ветерансене хисеплесе чӗннӗшӗн  Алла Леонидовна Салаева депутата тав тӑватпӑр.

Илдус  Миннетуллин,

ЧР АПК ветеранӗсен союзӗн округри совечӗн

председателӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *