Пӗлтерӗшлӗ те, усӑллӑ та

Комсомольскинчи тӗп библиотека ачасемпе тата ҫамрӑксемпе тӑтӑшах тӗрлӗ мероприятисем ирттерет. Черетлӗ тӗлпулура калаҫу наркотиксем тата психотроплӑ япаласем, вӗсен сиенӗ тата сывлӑх умне хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан йӑласем пирки пулчӗ.

Библиотека ӗҫченӗ В.А.Горбунова  ҫӗршывра ачасемпе ҫамрӑксем хушшинче наркотикла япаласемпе усӑ куракансем сахал мар пулни, вӗсем сывлӑха, ҫын психикине сиенлӗ витӗм кӳни ҫинчен каласа пачӗ. Тӗп больницӑн врач-наркологӗ Л.И.Ярышева пуҫтарӑннисемпе уҫҫӑн калаҫса наркотиксем, психотроплӑ япаласем, ҫавӑн пекех алкоголь, пирус туртни ҫын сывлӑхне мӗнле хавшатни, вилӗм патне илсе ҫитерни ҫинче чарӑнса тӑчӗ.  Округӑн вӗрентӳ пайӗн ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комисси специалисчӗ Ю.Р.Закирова хӑй сӑмахӗсенче  тӗрӗс мар утӑм тӑвиччен малтан лайӑх шутласа пӑхма сӗнчӗ.

Сиенлӗ йӑласене хӑнӑхма ҫӑмӑл, анчах та вӗсенчен хӑтӑлас тесен нумай тӑрӑшма тивет. Ҫавӑнпа та ачасене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыни, спорт площадкисенче, кружоксенче, пӗлӗве ӳстерекен вырӑнсенче ытларах  пулни, обществӑлла ӗҫсене хутшӑнни сывлӑхлӑ пулма, сиенлӗ шухӑшсенчен хӑтӑлма май панине палӑртрӗҫ.

Юлашкинчен ҫамрӑксем хушшинче «Человек и здоровье» интерактивлӑ вӑйӑ иртрӗ. Унта пуҫтарӑннисем хапӑлласах хутшӑнчӗҫ. Ҫакӑн пек мероприятисем ҫитӗнекен ӑрушӑн пӗлтерӗшлӗ те, усӑллӑ та.

Светлана Григорьева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *