Нумаях пулмасть Комсомольскинчи «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗнче «Симфония моей души» курав уҫӑлнӑ. Унӑн авторӗ — Надежда Абдюшева, талантлӑ педагог, художник, педагог-художниксен Пӗтӗм тӗнчери союзӗн членӗ, Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн ӳнер уйрӑмӗн преподавателӗ.
Куравра унӑн нумай енлӗ пултарулӑхӗпе: хӳхӗм графикӑпа чуна витерекен живописьрен пуҫласа пусма тата йывӑҫ ҫинчи тӗлӗнмелле эрешсем таранах — паллашма пулать. Надежда Владимировнӑн чун-чӗринче пусма ҫинче эрешсем тӑвасси уйрӑм вырӑн йышӑнать. Ҫак авалхи ӳнер тӗсӗ Китай, Инди тата Индонези культурисемпе ҫыхӑннӑ. Вӑл куракансем умӗнче пуян сӑрӑсен тата питӗ хӳхӗм эрешсен тӗнчине уҫса парать, ҫак творчествӑпа ҫывӑхрах паллашма хистет.
Талантлӑ художнике курав уҫӑлнӑ ятпа муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗн — вӗренӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Е.Н.Соколова, культура, туризм тата архив ӗҫӗн пайӗн начальникӗ Д.Н.Грибова, Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн директорӗ Я.Н.Ильин, Чӑваш Енри хӗрарӑмсен Союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ И.П.Ядрова, пӗрле ӗҫлекенсем, тӑванӗсем тата тусӗсем саламланӑ. Вӗсем художникӗн ӗҫӗсем питӗ илӗртӳллӗ, илемлӗ пулнине палӑртнӑ, малашне те пултарулӑх анинче пысӑк хавхаланупа ӗҫлеме суннӑ.
Округра пурӑнакансене те ҫывӑх вӑхӑтра музея ҫитсе куравпа паллашма йыхравлатпӑр. Ӳнерҫӗн ӗҫӗсем сирӗн чун-чӗресене хускатаҫҫех тесе шутлатпӑр.
Алена Полякова.

