Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн районти тӗп библиотекӑра «Супер асанне» хаваслӑ мероприяти иртрӗ. Унта «Шанчӑк» клуба ҫӳрекен активлӑ та талантлӑ асанне-кукамайсем хутшӑнчӗҫ.
Пуҫтарӑннисене Чӑваш Енри хӗрарӑмсен Союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова ҫывхарса килекен ҫурхи уяв ячӗпе ӑшшӑн саламларӗ, ҫирӗп сывлӑх, хавас кӑмӑл, ӑнӑҫу сунчӗ.
«Супер асанне» ята тивӗҫессишӗн пиллӗкӗн тупӑшрӗҫ: Нина Зайцева, Валентина Константинова, Лидия Карзакова, Галина Маркеева, Валентина Хораськина. Конкурса хутшӑнакансем тӗрлӗ енлӗн хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса пачӗҫ. Вӗсем тутлӑ апат-ҫимӗҫ пӗҫерме те, ал ӗҫ тума та, ӳкерме те, сцена ҫинчен халӑха савӑнтарма та пултараҫҫӗ, литературӑна та аван пӗлеҫҫӗ. Куракансем кашнинех тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ, шӳтсемпе интереслӗ самантсем пурне те хавас кӑмӑл парнелерӗҫ.
Конкурс округра пурӑнакан «кӗмӗл ӳсӗмри» хӗрарӑмсем мӗн тери талантлӑ, активлӑ, пур енӗпе те маттур пулнине кӑтартса пачӗ. Ҫавӑнпа та ҫӗнтерӳҫе палӑртма та ҫӑмӑл мар пулчӗ. Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх «Чи талантлӑ кукамай» ята Валентина Константинова, «Чи кӑмӑллӑ асанне» ята Лидия Карзакова, «Чи ӗлккен асанне» ята Галина Маркеева, «Халӑх йӑлисене упракан кукамай» ята Валентина Хораськина тивӗҫрӗҫ. Кӑҫал 80 ҫул тултаракан Нина Зайцева вара конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи — «Супер асанне» пулса тӑчӗ!
Конкурсантсене пурне те Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысларӗҫ. «Шанчӑк» клуба ҫӳрекен Николай Смирнов хӗрарӑмсене уяв ячӗпе саламласа чечексем парнелесе савӑнтарчӗ.
Вера Горбунова.

