Ҫӑварнире савӑнтӑмӑр

Ҫӑварнире савӑнтӑмӑр

«И, Ҫӑварни, Ҫӑварни! Ҫӑвар тулли икерчи, эрне хушши катаччи!» — тесе юрланӑ унччентерех Ҫӑварни эрнинче лашапа катаччи чупакансем. Халӗ лашапа ярӑнас йӑла манӑҫа тухрӗ тесен те юрать, ялсенче урхамахсем те юлмарӗҫ пулӗ. Апла пулин те Ҫӑварние пӗрле пуҫтарӑнса шавлӑн уявласси паянхи кун та йӑлара-ха.

Иртнӗ эрнекун округ администрацийӗ умӗнчи лапамра савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Ҫитӗннисем те, ача-пӑча та ҫӳҫеллӗ Ҫӑварни тутрисем ҫыхса, хаваслӑн юрласа-ташласа, тутлӑ икерчӗсемпе сӑйланса, тӗрлӗ вӑйӑ выляса уява паллӑ турӗҫ, сивӗ хӗле ӑсатрӗҫ.

Чи малтанах округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альберт Кузьмин, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, 3-мӗш округ благочиннӑйӗ, Комсомольскинчи «Вознесения Господня» чиркӗвӗн настоятелӗ Сергий иерей пурне те уяв ячӗпе саламларӗҫ, халӑх йӑли-йӗркисене тытса пыни, уявра пӗрле пуҫтарӑнса савӑнни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗҫ, пурне те ырлӑх-сывлӑх, хавас кӑмӑл сунчӗҫ. Ҫавӑн пекех Альберт Германович Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленсе кил-ҫурт таврашне чи хитре илемлетес енӗпе округра иртнӗ конкурса пӗтӗмлетсе чи маттуррисене грамотӑсемпе чысларӗ.

Уявра никам та кичемленсе лармарӗ. Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулне ҫӳрекенсем, округри культура ӗҫченӗсем, фольклор коллективӗсем юрри-ташшипе пурне те савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ.

Мӗнле-ха Ҫӑварни тӗрлӗ вӑйӑсемсӗр? Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра тӑрӑшакансем хаваслӑ программа хатӗрленӗ. Унта хутшӑнас текенсем йышлӑн пулчӗҫ. Пуҫтарӑннисем алӑ вӑйне виҫрӗҫ, канат туртрӗҫ, михӗпе сикрӗҫ тата ытти вӑйӑсем выляса вӑхӑта хаваслӑ ирттерчӗҫ. Ҫакӑнтах выляса, ташласа ывӑннӑ хыҫҫӑн техӗмлӗ чей ӗҫсе ӑшӑнма, сарӑ питлӗ икерчӗпе, тӗрлӗрен варенипе сӑйланма та май пулчӗ. Ӑшӑ ҫанталӑк, лапка-лапка юр ҫуса тӑни уява тата та илемлӗх кӳчӗ.

Наталья Калашникова.   

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *