Кӑҫал Ҫӑварни питӗ ир килчӗ. Унӑн юлашки кунӗнче, Мӑнкун типпине кӗриччен, пӗр-пӗринчен каҫару ыйтмалла.
Ҫӗнӗ Шӑхран клубӗ умне ял халӑхӗ Ҫӑварние ӑсатма йышлӑн пуҫтарӑнчӗ. Чӑвашсен капӑр кӗпине тӑхӑннӑ, тӗрӗллӗ саппун ҫакнӑ, ҫӳҫеллӗ тутӑр ҫыхнӑ хӗрсемпе хӗрарӑмсем, хитре тумланнӑ арҫынсем уява татах та илемлетрӗҫ. Ҫӑварни юррисене шӑрантаракан хӗрарӑмсен сасси янраса аякка саланчӗ. Вӑйӑсем те, карталанса юрласа ҫаврӑнни те пулчӗ ҫак кун. Ҫуллӑ икерчӗ ҫине пыл, варени сӗрсе, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса вӗри чей ӗҫсе сӑйланчӗҫ. «Чир-чӗр, инкек-синкек, вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗ, мӗнпур япӑххи ҫурхи шывпа юхса кайтӑр», — терӗҫ ҫынсем хӗл катемпине ҫунтарса янӑ май. Ҫитес ҫуркунне лайӑххине, ыррине ҫеҫ илсе килтӗр, ҫынсене савӑнӑҫ, ырӑ кӑмӑл парнелетӗр.
Ҫакӑн пек мероприятисем ҫынсене хавхалану кӳреҫҫӗ, чун-чӗресенче ырӑ туйӑм ҫуратаҫҫӗ. Людмила Тихонова,
ял старости.

