Вторник, 13 октября

Телей тилхепи

(Малалли).

Анфиса епле пулсан та ашшĕ хăйĕн шухăшне улăштарасса шанчĕ. Ашшĕ ăна телейлĕ тăвасшăн. Ăна лайăх ăнланать вăл: хĕрĕ çывăхра, кӳршĕ ялтах пулать. Маттур упăшка. Пĕлекен йăхран. Ятлă-сумлă çемьерен.
Амăшĕ мăшăрне хĕрĕн каччи пуррине систерчĕ, ача хутне кĕме тăрăшрĕ, анчах ашшĕ ăна итлемерĕ: «Ăçти çын-ха вăл? Мĕнле йăхран? Тăванĕ-шывĕ ăçтан? Кам пĕлет ăна! Хамăр енчи çын епле пулсан та шанчăклăрах. Ĕлĕкрен тăванлашиччен çиччĕмĕш сыпăка çитиччен тĕрĕсленĕ. Халĕ ав паллашнă-паллашман пĕрлешес пирки калаçаççĕ. Пĕрлешеççĕ, уйрăлаççĕ».
Анфиса ашшĕне ăнланма тăрăшрĕ, вăл та ăна ăнланасса шанса куçĕнчен тӳррĕн пăхрĕ.



Амăшĕ калаçăва хутшăнса хирĕçлемерĕ. Сăлтавĕ пур: хĕрĕ çывăхра пулĕ, час-часах курнăçĕç. Таврари пĕр хĕр те тиркес çук каччăна. Сăпайлă, типтерлĕ, ашшĕ-амăшне сума сăвакан ача. Ĕçчен, вĕреннĕ çын пулсан та пĕр ĕçе те тиркесе тăмасть. Мĕн кирлĕ тата?
Ача-пăчана телее мĕнле парнелемелле-ха? Телей сунсах телейсĕр те хăварма пулать-çке…


Анфиса хăй пурнăçĕнче кунашкал самант сиксе тухасса шутлама та пултарайман.
— Мĕн тумалла-ха? Аттене мĕнле ăнлантармалла?
Кун хыççăн кун васкарĕ. Ашшĕ хăй шухăшне çирĕп тытрĕ — хĕрне итлеттерме тăрăшрĕ. Акă ваттисен йăлипе хăтана та килме пуçларĕç. Ял халăхĕ валли калаçмалли тупăнсах тăчĕ. Хĕр хăйне читлĕхри кайăк пек туйрĕ. Ашшĕ-амăшне кӳрентерес килмест, анчах юратăвне, хăйĕн телейне епле упраса хăвармалла-ха? Хĕрĕн кăшкăрса йĕрес килчĕ, апла пулин те хăйне хăй лăплантарчĕ.
Хăтана çӳреме пăрахмарĕç. Ялан хĕр килне пушмак пăру шыраса е сиплĕ курăк патне кӳршĕ ялтан çын килчĕ.
Ашшĕ çине тăрсах хĕрне качча тухма ӳкĕтлерĕ, сассине хăпартса та пăхрĕ.
Анфиса юлашкинчен чăтаймарĕ, хыттăн, çирĕппĕн хирĕç калаçрĕ. Ашшĕ пăхăнман, итлемен хĕрĕ çине тарăхрĕ:
— Итлеместĕнех пулсан килтен тухса кай!
Чăннипе, ашшĕ ăна килтен кăларса ярасшăн марччĕ. Хĕрĕ çак сăмахсем хыççăн тек ăна хирĕçлемĕ терĕ кăна.
Килтен тухса кайни халĕ уншăн чăнахах та çăлăнăç тесе шутласа илчĕ Анфиса.
— Каятăп, атте.
— Халех тухса кай! — кăшкăрашрĕ ашшĕ.
— Çук, атте, каçа хирĕç каяймастăп. Ыран ирех çула тухăп, — хурланса сăмах хушрĕ хĕр. Вăл ăнланчĕ: ашшĕ çак сăмахсемпе ăна итлеттересшĕн, пăхăнтарасшăн.
Ашшĕ хăйĕн сăмахĕсемшĕн пăшăрханчĕ, анчах çакна палăртмарĕ. Тек сăмах хушмарĕ.


Ир-ирех амăшĕпе хĕрĕ çума-çумăн ларса чылайччен шăкăлтатрĕç. Анфиса амăшĕн кăмăлне хуçса хăварасран хăрарĕ, асăрханса калаçрĕ:
— Анне, эсĕ ан хумхан. Эсĕ мана ăнланасса шанатăп. Атте сăмахне ниепле те итлеме пултараймастăп. Ăнлантар ăна. Пĕлетĕп, вăхăт иртнĕçемĕн ăнланать вăл мана. Анне, айăпĕ хамра. Манăн Леша пирки сана систернипе кăна çырлахмалла марччĕ. Май тупса аттене унпа паллаштармаллаччĕ. Вăтаннă-çке. Леша ав хăй салтака кайиччен амăшне чĕнсе илсе паллаштарчĕ. Мана ун амăшĕ питĕ килĕшрĕ. «Салтакран йĕркеллĕ таврăнмалла пултăр. Хăвăр шухăшлани-ĕмĕтленни пурнăçлантăр. Пĕр-пĕрне юрататăр пулсан пĕрле йăва çавăрăр», — тесе пехиллесе хăварчĕ вăл.
Амăшĕ хăйĕн çитĕнсе çитнĕ хĕрĕ çине ытараймасăр пăхрĕ. Унăн Анфисăпа пĕрре те уйрăлас килмерĕ.


Халĕ ĕнтĕ хĕрĕн килтен тухса каймалла. Ăçта çул тытмалла?
Икĕ чăматана кĕнекесем те, тумтир таврашĕ те вырнаçрĕç. Амăшĕ парнеленĕ утияла, минтере тирпейлĕ çыхса хучĕ Анфиса.
Амăшĕ ывăлне чĕнсе илчĕ: «Аппуна аслă çул çине çити ăсатас пулать». Шăллĕ тĕрлĕ ыйту парса тăмарĕ, килти калаçăва илтнĕ вăл, йăлтах ăнкарать. Вăл пĕр сăмахсăрах аппăшне пулăшма килĕшрĕ. Анчах ашшĕ ку калаçăва çенĕкренех илтнĕ иккен. Алăк анинченех:
— Никам та ăсатмасть ăна, — терĕ ашшĕ çак самантра хĕрĕ çын пулăшмасăр çула тухаймĕ, хĕрĕ килех юлĕ, ăна итлĕ терĕ.
Анфиса халĕ хăйне нимĕнле йывăрлăхран та хăраман паттăр пек туйрĕ. Каялла чакма пултараяс çуккине лайăх ăнланчĕ. Вăл васкамасăр чăматанĕсене картишне кăларчĕ, пĕрерĕн-пĕрерĕн йăтса хапха патне илсе пырса лартрĕ. Çавнашкалах урама кăларчĕ, ял хапхи енне çул тытрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *