Вторник, 13 октября

Пӗрлӗхре – вӑй

Пӗрлӗхре – вӑй

Округри ялсенче ял халӑхӗн пухӑвӗсем малалла пыраҫҫӗ. Иртнӗ эрнере Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнчи  ялсенче пурӑнакансем тӗл пулса калаҫнӑ. Малтан Хирти Сӗнтӗрпе Хирти Ӗнел, Ҫӗнӗ Кипеҫпе Тӗвенеш ялӗсенчи ҫынсен пухӑвӗ иртнӗ. Нӗркеҫ тата Янкасси ялӗсенчи халӑх  февралӗн 11-мӗшӗнче Нӗркеҫри культура ҫуртне пуҫтарӑнчӗ.

Залра халӑх йышлӑн пулни, пуху 3 сехет ытла тӑсӑлни кунта пурӑнакансене ялсен пурнӑҫӗ, малашнехи шӑпи чӑннипех те пӑшӑрхантарнине ҫирӗплетет. Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ В.А.Салмина иртнӗ ҫул ку тӑрӑхра пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинчен отчет туса панӑ май «ҫара» цифрӑсемпе кӑтартусене  асӑннипе пӗрлех, вӑл е ку ӗҫе пурнӑҫланӑ чухне тухса тӑнӑ йывӑрлӑхсене те, ҫитменлӗхсене те палӑртса пычӗ. Ялсенче пурӑнакансене, вӗсене ертсе пыракан старостӑсемпе пуҫаруллӑ ҫынсене тав тума та, мухтама та, ҫавӑн пекех ҫитменлӗхсем ҫинчен калама та манмарӗ.

Отчет пӗтӗмӗшле Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗ пирки пынӑ май, ку тӑрӑхра чӑннипех те пӗлтӗр ялсене хӑтлӑхпа тирпей-илем кӗртес енӗпе чылай ӗҫ туса ирттерни  палӑрчӗ. 2025 ҫулта кунта 28 пуҫаруллӑ проекта ӗҫе кӗртнӗ: урамсене вак чул сарнӑ, йӑла каяшӗсене пуҫтармалли контейнерсем ларакан 6 вырӑна тирпейленӗ, пӗвене тасатнӑ, Нӗркеҫри вӑтам шкул ҫурчӗн ҫивиттине улӑштарнӑ… Кӑҫал тата 8 проект пурнӑҫламалла. Ҫулсем  ҫине вак чул сарассине малалла тӑсмалла, ялсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑксене юсаса ҫӗнетмелле.

Хирти Сӗнтӗр территорийӗнчи «Шанчӑклӑ тыл» ушкӑн  ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсене пулӑшас енӗпе округра чи хастар ӗҫлекеннисенчен пӗри. Кунта пулӑшу ӗҫӗ пӗр кун та чарӑнса тӑмасть тесен те юрать пулӗ. Валентина Алексеевна сӑмахӗсене вырӑнти волонтерсен ушкӑнӗн ертӳҫи В.В.Воронов та ҫирӗплетрӗ. Кунта маскировка сеткисем ҫыхнисӗр, дронсенчен хӳтӗленмелли плащсем ҫӗленисӗр, окоп ҫуртисем тунисӗр, гуманитари пулӑшӑвӗ валли тӗрлӗ япаласем пуҫтарнисӗр пуҫне,  округра пуҫласа типӗ яшкасем хатӗрлеме тытӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра ку енӗпе темиҫе ҫӗрте те ятарлӑ пунктсем ӗҫлеҫҫӗ.

Ҫынсем ял пуласлӑхӗшӗн, тирпей-илемӗшӗн нумай тӑрӑшаҫҫӗ-ха, анчах та чылай ҫӗрти пекех кунта та демографи лару-тӑрӑвӗ савӑнтармасть. Ултӑ ялта иртнӗ ҫул пурӗ те 3 ача кун ҫутине килнӗ, виҫӗмҫул 6 ача ҫуралнӑ пулнӑ. 25 ҫын вилнӗ, 7 ҫемье чӑмӑртаннӑ. Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн директорӗн ҫумӗ Ю.А.Максимов сӑмахӗ тӑрӑх шкулта вӗренекен ачасенчен ытларахӑшӗ Нӗркеҫ тата Янкасси ялӗсенчен.  Ҫӗнӗ Кипеҫпе Тӗвенеш, Хирти Сӗнтӗрпе Хирти ,нел ялӗсенче пурӑнакансене ҫакӑ шухӑшлаттармалла — ял пуласлӑхӗ ҫамрӑксенче, тетпӗр-ҫке.

Ку тӑрӑхри халӑх мӗн ӗлӗкренпех спортпа туслӑ пулнӑ. Аслисен ҫак ырӑ йӑлине ҫамрӑксем малалла тӑсаҫҫӗ. Кунта тӑтӑшах ӑмӑртусем йӗркелеҫҫӗ. Тупӑшусенчен ытларахӑшӗ — йӑлана кӗнисем. Ҫулсеренех  вӗсем ку тӑрӑхра пурӑнакан спорт тусӗсене ҫеҫ мар, ытти ҫӗрти спортсменсене те пуҫтараҫҫӗ. Округри, республикӑри ӑмӑртусенче те ку тӑрӑхра пурӑнакансем лайӑх кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ. Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнче ирттернӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем, культура мероприятийӗсем ҫинчен Нӗркеҫри культура ҫурчӗн директорӗ М.П.Кузнецов тӗплӗн каласа пачӗ. Ку тӑрӑхри культура ҫурчӗсем ҫумӗнчи  «Мерчен», «Шанчӑк», «Убойная сила» художество пултарулӑх коллективӗсем ялсенче юрӑ-ташӑпа савӑнтарнипе пӗрлех округри мероприятисене  те хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Ҫак территори уйрӑмӗнчи ялсем округ центрӗнчен чылай аякра вырнаҫнӑ. Вут-кӑвар сиксе тухсан унпа кӗрешме  вырӑнта пушар машини пулни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Пухура ӑна тытса тӑма халӑхран укҫа-тенкӗ пуҫтарас ыйтӑва та пӑхса тухрӗҫ.

Пуху ӗҫне округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене тирпей-илем кӗртес тата аталантарас управлени начальникӗ А.Г.Кузьмин хутшӑнчӗ. Вӑл кӗскен округ пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ. Округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н. Грачева ку тӑрӑхра ӗҫчен те пултаруллӑ ҫынсем пурӑннине палӑртрӗ, малашне те  вӗсене ӑнӑҫусем сунчӗ. Комсомольски район больницин тӗп врачӗ И.И.Ефремова округра медицина пулӑшӑвӗ парас лару-тӑрупа паллаштарчӗ. Ҫавӑн пекех пушар надзорӗн, шалти ӗҫсен министерствин «Комсомольский» уйрӑмӗн, «Россельхозбанк» уйрӑмӗн специалисчӗсем сӑмах илчӗҫ.

Халӑх территори уйрӑмӗн ӗҫне хакласа малашне те унта тӑрӑшакансене ҫынсен ыйтӑвӗсене татса парас тӗлӗшпе ӗҫлеме сунчӗ. Пӗрле пуҫтарӑнса ӗҫлесен ҫеҫ тавралӑх илемленессе, хӑтлӑланасса шаннине палӑртрӗҫ. Ваттисем калашле: «Пӗрлӗхре — вӑй».

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *