«С любовью к родному краю» тесе ят панӑ Владимир Яковлевичпа Федор Яковлевич Григорьевсен ячӗпе Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура ҫуртӗнче иртнӗ асӑну каҫне. Чӑнах та хӑйсем кун ҫутине килнӗ тӑван тӑрӑха чун-чӗререн юратнӑ, унӑн иртнӗ кун-ҫулӗпе, ҫынсен пурнӑҫӗпе интересленнӗ пӗртӑвансем. Ӗмӗр тӑршшӗпех халӑхпа ҫывӑх пулнӑ вӗсем, тӑван ене тӗпченӗ. Паянхи тата пулас ӑру валли нимле виҫепе те хаклама ҫук пысӑк тупра, хӑйсен несӗлӗсем ҫинчен каласа паракан тӗпчевсем хӑварнӑ.
Асӑну каҫне ял ҫыннисем, округри таврапӗлӳҫӗсем, вӗсемпе пӗрле ӗҫленӗ, пурӑннӑ ҫынсем, культура ӗҫченӗсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Евгения Соколова ҫакӑн пек мероприятисем пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине, тӑван тӑрӑхшӑн нумай ӗҫ тунӑ ҫынсене асра тытма пулӑшнине, вӗсен пархатарлӑ ӗҫӗсем ҫинчен пӗлни ҫитӗнекен ӑрушӑн паха пулнине палӑртрӗ.
Владимир Яковлевич 1932 ҫулта Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче ҫуралнӑ. Патӑрьелӗнчи педагогика училищинче, Горькири парти аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел, Хырай Ӗнел, Ҫӗнӗ Кипеҫ шкулӗсенче ӗҫленӗ. 1954—1982 ҫулсенче районта комсомол, парти ӗҫӗсенче пулнӑ. Ун хыҫҫӑн ЧАССР Верховнӑй Совет Президиумӗнче, секретариатӗнче тӑрӑшнӑ. 2005 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Вӑл — Халӑх академикӗ, Хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ. Хастарлӑхшӑн «Хисеп Палли» ордена тивӗҫнӗ. Нумай ҫул Комсомольски районӗн, Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмне кӗрекен ялсен историне тӗпчес енӗпе ӗҫленӗ. Икӗ томлӑ «Комсомольски районӗн энциклопедине» хатӗрлесе кун ҫутине кӑларас енӗпе пуҫаруҫӑсенчен пӗри пулнӑ. «Летопись села Комсомольское и населенных пунктов Комсомольского района Чувашской Республики» кӗнекене хатӗрлеме хутшӑннӑ. Шӑллӗпе пӗрле «На истоке малой Булы» пысӑк тӗпчев ӗҫӗ валли материалсем пуҫтарнӑ, ӑна пичетлесе кӑларнӑ. «Сельские очаги культуры», «Люди нашего района» тата ытти кӗнекесем те округра пурӑнакансемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
Федор Яковлевич 1934 ҫулта кун ҫутине килнӗ. Шупашкарти И.Я.Яковлев ячӗллӗ педагогика институтне пӗтернӗ хыҫҫӑн 45 ҫул ачасене шкулта тарӑн пӗлӳ парас енӗпе тӑрӑшнӑ. Вӗрентекен, директор ҫумӗ, 1986—1994 ҫулсенче Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ. Шкулта вӗренекенсемпе пӗрле паха сад ӗрчетнӗ. Ачасене вӗрентнипе пӗрлех тӑван тӑрӑха та ӗмӗр тӑршшӗпех тӗпченӗ. Вӑл пиччӗшӗпе пӗрле район, ялсен историйӗпе ҫыхӑннӑ кӗнекесем валли материалсем пуҫтарнӑ. Федор Яковлевич — ЧАССР тава тивӗҫлӗ учителӗ, халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ.
Ҫак сумлӑ таврапӗлӳҫӗсем халӗ пирӗн хушӑра ҫук ӗнтӗ. Анчах вӗсен ячӗсем, пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗсем яланах халӑх асӗнче юлӗҫ. Ҫакна асӑну каҫӗнче тухса калаҫакансем те палӑртрӗҫ. Пӗртӑвансем тӑван тӑрӑха тӗпчес ӗҫре тарӑн йӗр хӑварнине ҫирӗплетрӗҫ.
Светлана Кокорева,
таврапӗлӳҫӗ.

