Вторник, 13 октября

Хӗрарӑмсен союзӗ парти проекчӗсене ырлать

Чӑваш республикинчи Хӗрарӑмсен союзӗн правленийӗн ларӑвӗнче  «Женское движение Единой России» парти проекчӗн пуҫарӑвӗсене пурнӑҫа кӗртес енӗпе вӑйсене пӗрлештерес ыйту ҫине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.  Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева регионӑн обществӑпа политика пурнӑҫне хутшӑнакан хӗрарӑмсен йышӗ ӳссе пынине палӑртнӑ. «Эпир халӑха кирлӗ пуҫарусемшӗн. Пирӗн проектсем «Единая Россия» парти  программисемпе килӗшсе тӑраҫҫӗ», — тенӗ вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче.

Парти проекчӗн обществӑлла совет председателӗ Наталия Протасова «Женское движение» тата «Новая жизнь» проектсем  профориентацие анлӑлатас енӗпе ӗҫленине, вӗсен тӗллевӗ «Профессионалитет» программӑна анлӑлатасси, унта шкул ҫулне ҫитичченхи ачасене те явӑҫтарасси пулса тӑнине ҫирӗплетнӗ. Чӑваш республикинчи ҫак пилотлӑ программа пирӗн тӑрӑхри хӑш-пӗр округсенче пырать, ҫывӑх вӑхӑтра ӑна  Шупашкарти шкулсенче те ӗҫе кӗртме палӑртнӑ.

Ларӑва хутшӑнакансене «Женское движение Единой России» парти проекчӗн ятарлӑ паллисене панӑ. Вӗсем шӑпах та проект пурнӑҫланнине йӗркелесе пыракансем пулӗҫ. Мероприятие Чӑваш Республикин  Хӗрарӑмсен союзӗн округри уйрӑмӗн   председателӗ Инна Ядрова та хутшӑннӑ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *