Вторник, 13 октября

Паттӑрсем – пирӗн асра

Паттӑрсем – пирӗн асра

Николай Валерьевич Кулик Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. Парта хушшинче ларнӑ чухнех истори, гуманитари наукисене юратнӑ, спортпа туслӑ пулнӑ, шкулти обществӑлла ӗҫсене хастар хутшӑннӑ. Вӗрентекенсен асӗнче вӑл пултаруллӑ вӗренекен пек юлнӑ. Раҫҫей ҫарӗнче службӑра пулнӑ. Ҫӗршыв умне хӑрушлӑх тухса тӑрсан вӑл каллех ҫар тумӗ тӑхӑннӑ. Хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн Жуков тата Суворов медалӗсене тивӗҫнӗ. 2025 ҫулхи июлӗн 16-мӗшӗнче ҫар заданине пурнӑҫланӑ чухне паттӑррӑн пуҫ хунӑ.

Ҫак кунсенче Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче Николай Кулик  ячӗпе Паттӑр партине уҫнӑ. Унта округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин,  округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ  — вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Е.Н.Соколова, Комсомольски тата Елчӗк районӗсен ҫар комиссарӗ А.Ф.Афанасьев, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ С.Г.Катиков, шалти ӗҫсен пайӗн ветеранӗ М.А.Илларионова, муниципалитетри волонтерсем В.В.Воронов, Г.Н.Крылов, Ф.М.Прохорова, салтакӑн ашшӗ Валерий Николаевич, амӑшӗ Светлана Дмитриевна, йӑмӑкӗ Валерия, аппӑшӗсем Алена Дмитриевна тата Вера  Поликарповна, пӗр класра вӗреннӗ  М.С.Грачев, вӗрентекенсемпе вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ.

Мероприятие шкул директорӗ И.А.Соловьева  уҫрӗ. Ҫакӑн пек паттӑрсен ячӗсене ӗмӗр асра тытмаллине палӑртрӗ. Сӑмах илсе калаҫакансем те ҫак шухӑшсенех ҫирӗплетрӗҫ,  ачасене Тӑван ҫӗршыва юратмаллине, ӑна сыхлама хатӗр тӑмалли пирки каларӗҫ.

Н.Кулик ячӗллӗ партӑна салтакӑн ашшӗ Валерий Николаевич,  округ пуҫлӑхӗ Николай Никандрович, 7-мӗш кадет класӗнче вӗренекен Мария Мамуткинапа Мария Денисова уҫрӗҫ. Парта хушшине чи малтан ларма 7 «к» класра вӗренекен Данис Закиров тивӗҫрӗ.

Ку парта маларах та уҫнӑ паттӑрсен партисем пекех  ҫак шкулта вӗреннӗ, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе вилнӗ салтаксен паттрӑлӑхне аса илтерсе тӑрӗ.

Айдар Пахалов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *