Воскресенье, 25 октября

Вӗсен хайлавӗсем ӗмӗрех упранӗҫ

Вӗсен хайлавӗсем ӗмӗрех упранӗҫ

«Каҫал ен» хаҫатӑн юбилейӗ пулнӑ май редакцире нумай ҫул ӗҫленӗ, анчах та пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ пултаруллӑ  журналистсем ҫинче чарӑнса тӑни вырӑнлӑ пулӗ. Вӗсенчен хӑшӗсемпе пӗрле ӗҫленӗ, теприсем маншӑн тӗслӗх пулса тӑнӑ. Хамран 20 ҫултан аслӑрахскерсенчен нумай вӗренсе пынӑ.

Эпӗ редакцире ӗҫлеме пуҫланӑ вӑхӑтра Валерий Ананьевич Чубаев хаҫатӑн яваплӑ секретарӗнче тӑрӑшатчӗ. Ятарласа филологи пӗлӗвӗ илмен пулсан та, эпӗ ҫырнӑ хайлавсенче  чӗлхе шӑйрӑкӗсем асӑрхатчӗ те, лӑпкӑн сӗнӳсем паратчӗ. Унӑн хаҫата калӑпланӑ май ялсене тухса кайма вӑхӑт сахалрахчӗ, ҫапах та командировкӑна кайсан пысӑк калӑпӑшлӑ материалсем илсе килетчӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн истори уйрӑмне  пӗтернӗскер таврапӗлӳҫӗсемпе пӗрле тӑван тӑрӑх историйӗпе, унта пурӑннӑ, ӗҫленӗ, ҫуралса ӳснӗ ҫынсемпе ҫыхӑннӑ  статьясемпе ӗҫлеме юрататчӗ. Хирти Выҫли ялӗнче ҫуралса  ӳснӗскер Хирти Явӑш, Аслӑ Чурачӑкри вӑтам шкулсенче пӗлӳ илнӗ, ҫул ҫитсен ҫар тумӗ тӑхӑннӑ. Службӑра тӑнӑ чухне ҫӗршывӑн кӑнтӑр енчи чиккисене сыхланӑ. Комсомол райкомӗнче, парти райкомӗнче ӗҫленӗскер район пурнӑҫне аван пӗлетчӗ. Вӑл вӑхӑтсенче те хаҫатпа ҫыхӑну тытсах тӑнӑ. 1974 ҫулта вара Валерий Ананьевич «Октябрь ялавӗ» хаҫатра ӗҫлеме пуҫланӑ. 1982—1989 ҫулсенче райпо председателӗн кадрсем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗнче тӑрӑшнине шутламасан, унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ район хаҫачӗпе ҫыхӑннӑ.1989 ҫулта редакцие тепӗр хут таврӑннӑскер, хаҫатӑн пай заведующийӗнче, редактор ҫумӗнче вӑй хунӑ.

Валерий Ананьевичӑн кулӑш жанрӗпе ҫырнӑ хайлавӗсем уйрӑмах аван пулса тухатчӗҫ. Редакцие килнӗ ҫынсем сӑмах май каласа панӑ е халӑх хушшинче илтнӗ кулӑшла лару-тӑрусене пуҫа чиксе юлатчӗ те хырӑм тытса кулмалли калав «пӗҫерсе» кӑларатчӗ. Ялсенче вӑл ҫырнӑ калавсене ҫынсем ушкӑнпа пуҫтарӑнса вуланине те асӑрханӑ. Кайран та аса илсе калаҫнине илтнӗ. Калавра пулса иртнӗ путишле самантсем чӑннипех те хамӑр районти ялсенчи ҫынсемпе пулса иртнӗ май уйрӑмах интереслӗччӗ. Ҫыннисене кӳрентерес мар тесе вӑл урӑх ятсем паратчӗ те вӑл лару-тӑру ӑҫта тата кампа пулса иртнине вулакан пӗлмесӗрех юлатчӗ, анчах та чун каниччен кулмалли пурччех хайлавра.

В.Чубаев хӑйӗн ӗмӗрӗнче практикӑна килнӗ чылай студента кирлӗ сӗнӳ-канашпа пулӑшса пынӑ. РФ журналистсен членӗ хастар ӗҫшӗн чылай наградӑсене тивӗҫнӗ.

Владимир Васильевич Давыдовпа, шел пулин те, манӑн нумай вӑхӑт хушши ӗҫлеме тӳр килмерӗ. Практикӑра пулнӑ чухне тата  ӗҫлеме пуҫласан 2 уйӑха яхӑн анчах унпа пӗр кабинетра лартӑм. Вӑл ял хуҫалӑх пайӗн заведующийӗ пулса тӑрӑшатчӗ. 1991 ҫулхи ноябрӗн 8-мӗшӗнче вара унӑн чӗри ӗмӗрлӗхех тапма чарӑннӑ.

Владимир Васильевичӑн чӗлхи яка та хитреччӗ. Тӗрлӗ жанрсемпе ӗҫлеме юрататчӗ. Вӑл ҫырнӑ репортажсем хӑйнеевӗрлӗхпе палӑрса тӑратчӗҫ. Ӗҫре малта пыракансем,  ялти хисеплӗ ҫынсем пирки ҫырнӑ тӗрленчӗкӗсем илемлӗ пулса тухатчӗҫ. Сӑмахсемпе сӑнарлӑ усӑ курма пултарнипе, ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне ҫутҫанталӑкпа, тавралӑхпа ҫыхӑнтарса кӑтартнипе вӗсене вулас та вулас килетчӗ. Вӑл хайланӑ очерксем пысӑк содержаниллӗччӗ. В.Давыдов тарӑн шухӑшлӑ сӑвӑсем те ҫыратчӗ.  Вӗсем тӑрӑх вырӑнти композиторсем юрӑсем те кӗвӗленӗ. Ҫамрӑк чухнех «Хур-кайӑксем вӗҫеҫҫӗ» повесть те ҫырнӑ. Малашне те  лайӑх хайлавсемпе савӑнтарма пултаратчӗ те… Шел, пурнӑҫӗ 45 ҫултах татӑлнӑ.

Вӑл Хирти Мӑнтӑр ялӗнче ҫуралса     ӳснӗ. Шупашкарти заводра, Йӗпреҫ районӗн хаҫатӗнче, ЧАССР телевиденипе радиовещани комитечӗн  корреспондентӗнче ӗҫленӗ. 1970 ҫултан пуҫласа «Октябрь ялавӗ» хаҫатӑн корреспонденчӗ, яваплӑ секретарь пулнӑ.

Манӑн  1969—1975 ҫулсенче «Октябрь ялавӗ» хаҫатӑн редакторӗ пулнӑ Никандр Афанасьевич Якимовпа та пӗр вӑхӑт, нумаях та мар, ӗҫлеме тӳр килчӗ. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче райӗҫтӑвкомӗн председателӗн ҫумӗнче те, 1984—1992 ҫулсенче республикӑри «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра та вӑй хунӑ.

Никандр Афанасьевич тишкерӳллӗ статьясем лайӑх ҫыратчӗ. Районта пулса иртекен лайӑх та интереслӗ хыпарсем шырама тӑрӑшатчӗ. Асанкасси ялӗнче ҫуралса   ӳснӗскер, Горькири партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Анлӑ тавракурӑмлӑскер тӗрлӗ темӑсем хускатма тӑрӑшатчӗ. Ҫамрӑк чухне спорт тусӗ пулнӑ. Вӑл редакторта ӗҫленӗ ҫулсенче хаҫатра спорт темине анлӑ ҫутатнӑ. Ун чухне редакци волейбол енӗпе предприятисемпе организацисем, учрежденисем хушшинче мала тухассишӗн ӑмӑрту та йӗркеленӗ пулнӑ. Н.А.Якимов та пирӗн хушӑра ҫук ӗнтӗ.

Геннадий Алексеевич Уткин редакторта ӗҫленӗ чухне хальхи редакцин ҫуртне туса хута янӑ. Эпӗ унпа пӗр коллективра ӗҫлемен. Шкул ҫулӗсенче хаҫатпа ҫыхӑну тытнӑ та ӑна канашлусенче курнӑ. Кайран та Геннадий Алексеевичпа пӗрре мар тӗл пулнӑ. Ҫамрӑксене вӑл хавхалантарма тӑрӑшатчӗ. Вӑл редакторта ӗҫленӗ ҫулсенче ялкорсен шучӗ питӗ нумайланнӑччӗ. Кашни шкултанах ӑмӑртмалла тенӗ пек темиҫе шкул ачи те хыпарсем ярса паратчӗҫ. Вӗсене хаҫатра пичетлесех пыратчӗҫ, редакци сотрудникӗсем сӗнӳсем парса ҫамрӑк корреспондентсене те ҫырусем яратчӗҫ.

Геннадий Алексеевич Тукай ялӗнче 1945 ҫулта кун ҫутине килнӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне, Горькири партин аслӑ шкулне пӗтернӗ. 1967 ҫулта «Октябрь ялавӗ» хаҫатра ӗҫлеме пуҫланӑ. 1975—1987 ҫулсенче редакци коллективне ертсе пынӑ. Ун хыҫҫӑн Комсомольски вӑтам шкулӗн учителӗнче, парти райкомӗн пӗрремӗш секретарӗнче ӗҫленӗ. Шупашкара куҫса кайсан «Хресчен сасси» хаҫатра  тӑрӑшнӑ, профсоюзсен республикӑри «Время» хаҫат редакторӗ пулнӑ. Ӑна темиҫе хутчен те район совечӗн депутатне суйланӑ. Вӑл РФ журналисчӗсен  тата писателӗсен союзӗсен членӗ пулнӑ.

Тӑван тӑрӑха лайӑх пӗлекенскер Шупашкарта пурӑннӑ  вӑхӑтра  та тӑван хаҫачӗпе ҫыхӑнӑва татман. Редакцие кӗрсе тухатчӗ, тӗрлӗ темӑсемпе статьясем  илсе килетчӗ.

Г.Уткин чӑваш  литературинче те паллӑ йӗр хӑварнӑ. Вӑл «Пӑтӑрмах», «Девушка из Инелей», «Ҫапла вӑл пурнӑҫ», «Ют пахчара», «Ултӑ портрет» тата ытти кӗнекесем пичетлесе кӑларнӑ. Геннадий Алексеевич тӑван тӑрӑха тӗпчес енӗпе те чылай ӗҫ тунӑ.

Ҫӳлерех асӑннӑ ҫынсем пирӗн хушӑра ҫук. Анчах та вӗсен ӗҫӗсем курӑмлӑ. Ҫулсем иртӗҫ, асӑннӑ журналистсем ҫырнӑ хайлавсем упранӗҫ. Ячӗсем вӗсене пӗлнӗ ҫынсен, вулакансен асӗнче юлӗҫ.

Юрий Гаврилов.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *